Ӳлӗмхи 19:1—21

  • Иеговӑна унӑн приговорӗсемшӗн мухтани (1—10)

    • Путекӗн туйӗ (7—9)

  • Шурӑ лаша ҫинчи юланутҫӑ (11—16)

  • Туррӑн аслӑ каҫхи апачӗ (17, 18)

  • Тискер чӗрчуна ярса тытни (19—21)

19  Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳпере нумай ҫын калаҫнӑ пек хытӑ сасӑ илтрӗм: «Иеговӑна мухтӑр!* Ҫӑлӑнӑҫ, чыс тата хӑват — пирӗн Турӑра,  мӗншӗн тесен унӑн приговорӗсем тӗрӗс те чӑн. Вӑл пурте пӗлекен аскӑн хӗрарӑма*, хӑйӗн аскӑнлӑхӗпе* пӗтӗм ҫӗре пӑсса янӑскере, наказани пачӗ тата хӑйӗн чурисен юнӗшӗн ӑна тавӑрчӗ».  Ҫакӑн хыҫҫӑнах вӗсем тепӗр хут кӑшкӑрса каларӗҫ: «Иеговӑна мухтӑр!* Ҫак хула ҫунакан вут-ҫулӑмӑн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех хӑпарӗ».  Вара 24 старейшинӑпа тӑватӑ херувим* чӗркуҫленсе ларса престол ҫинче ларакан Турра пуҫҫапрӗҫ те: «Аминь! Иеговӑна мухтӑр!*» — терӗҫ.  Унтан престол патӗнчен сасӑ илтӗнчӗ: «Туррӑн чурисем, унран хӑракансем пурте — кӗҫӗннисем те, аслисем те, пирӗн Турра мухтӑр».  Унтан эпӗ нумай ҫын калаҫнӑ пек сасӑсем илтрӗм. Ҫав сасӑсем кӗрлесе юхакан шыв пек тата хытӑ кӗмсӗртетекен аслати пек пулчӗҫ. Вӗсем ҫапла каларӗҫ: «Иеговӑна мухтӑр!* Мӗншӗн тесен Иегова*, Пурне те Тума Пултаракан Туррӑмӑр, патша пулса ертсе пыма пуҫларӗ!  Ӗнтӗ савӑнса хӗпӗртер, ӑна мухтар, мӗншӗн тесен Путекӗн туйне тума вӑхӑт ҫитрӗ, унӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ те хатӗр тӑрать.  Ӑна паха йӗтӗнрен тунӑ ҫап-ҫутӑ таса тумтир тӑхӑнма панӑччӗ. Паха йӗтӗн — сӑваплисен тӳрӗ ӗҫӗсем».  Ангел мана каларӗ: «Ҫырса хур: „Кама Путек туйӗн ӗҫки-ҫикине чӗннӗ, ҫавсем телейлӗ“». Тата вӑл ҫапла каларӗ: «Ҫак сӑмахсем — Туррӑн сӑмахӗсем, вӗсене шанма пулать». 10  Вара эпӗ ун умӗнче чӗркуҫленсе лартӑм та ӑна пуҫҫапасшӑн пултӑм, анчах та вӑл мана каларӗ: «Асту, ҫакна ан ту! Эпӗ те сан пекех тата Иисус ҫинчен каласа пӗлтерекен тӑванусем пекех чура ҫеҫ. Турра пуҫҫап! Иисус ҫинчен каласа пӗлтерни — пророкла каланисен тӗшши*». 11  Эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине куртӑм, унта шурӑ лаша пурччӗ. Ун ҫине утланни Шанчӑкли тата Чӑнни ятлӑ. Вӑл тӳрӗ суд тӑвать, тӗрӗс вӑрҫӑ вӑрҫать. 12  Унӑн куҫӗсем вут-ҫулӑм пек, пуҫӗ ҫинче питӗ нумай диаде́ма*. Ун ҫине хӑйӗнсӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмен ят ҫырса хунӑ. 13  Вӑл юнпа хӗрелнӗ* тумтир тӑхӑннӑ, унӑн ячӗ — Туррӑн Сӑмахӗ. 14  Ун хыҫҫӑн шурӑ лашасем ҫине утланнӑ, паха йӗтӗнрен тунӑ таса та шурӑ тумтир тӑхӑннӑ тӳпери ҫарсем пыраҫҫӗ. 15  Халӑхсене пӗтермешкӗн унӑн ҫӑварӗнчен ҫивӗч те вӑрӑм хӗҫ тухать, вӑл вӗсене тимӗр туяпа кӗтсе ҫӳрӗ*. Вӑл Пурне те Тума Пултаракан Туррӑн хаяр ҫиллин юхтаркӑчӗнче виноград таптать. 16  Унӑн тумтирӗ ҫине, пӗҫҫи ҫине, ят ҫырса хунӑ: патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи. 17  Тата эпӗ хӗвел ҫутинче тӑракан ангела куртӑм. Вӑл ҫӳл тӳпере вӗҫекен пӗтӗм кайӑка ҫапла кӑшкӑрса каларӗ: «Туррӑн аслӑ каҫхи апатне пуҫтарӑнӑр! 18  Патшасен виллисене, ҫар пуҫлӑхӗсен виллисене, вӑйлисен виллисене, лашасемпе юланутҫӑсен виллисене, мӗнпур ҫыннӑн — ирӗклисемпе чурасен, кӗҫӗннисемпе аслисен — виллисене ҫиме пуҫтарӑнӑр». 19  Эпӗ тискер чӗрчуна, ҫӗр ҫинчи патшасене тата вӗсен ҫарӗсене куртӑм. Вӗсем лаша ҫинче лараканпа тата унӑн ҫарӗпе ҫапӑҫма пуҫтарӑннӑ. 20  Тискер чӗрчуна ярса тытрӗҫ, ун умӗнче тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвакан суя пророка та — тискер чӗрчун паллине ларттарнисене тата унӑн сӑнне пуҫҫапакансене улталаканскере — ярса тытрӗҫ. Вӗсене иккӗшне те кӳкӗртпе ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ. 21  Ыттисене юланутҫӑн ҫӑварӗнчен тухакан вӑрӑм хӗҫ вӗлерсе пӗтерчӗ. Вара вӗсен виллисемпе пӗтӗм кайӑк тӑранчӗ.

Сноскӑсем

Е «Аллилуйя!». «Йаха мухтӑр» тенине пӗлтерет. Йах — Иегова ятӑн кӗске форми.
Е «проституткӑна».
Е «Аллилуйя!». «Йаха мухтӑр» тенине пӗлтерет. Йах — Иегова ятӑн кӗске форми.
Е «чӗрӗ чун».
Е «Аллилуйя!». «Йаха мухтӑр» тенине пӗлтерет. Йах — Иегова ятӑн кӗске форми.
Е «Аллилуйя!». «Йаха мухтӑр» тенине пӗлтерет. Йах — Иегова ятӑн кӗске форми.
Е «тӗллевӗ». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сывлӑшӗ».
Ку вӑл патшасем тӑхӑнакан пуҫ кӑшӑлӗ.
Е, тен, «юнпа сирпӗтнӗ».
Е «пӑхӗ».