Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

40-МӖШ КАЛАВ

Моисей чул хысакне ҫапать

Моисей чул хысакне ҫапать

ҪУЛ хыҫҫӑн ҫул иртет — 10 ҫул, 20 ҫул, 30 ҫул, 39 ҫул иртет! Изра́иль халӑхӗ малтанхи пекех пушхир тӑрӑх пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳрет. Анчах ҫак пӗтӗм ҫул хушши Иегова хӑйӗн хӑлӑхӗшӗн тӑрӑшать. Вӑл вӗсене маннӑпа тӑрантарать. Вӑл вӗсене кӑнтӑрла пӗлӗт юпапа, каҫхине вут юпапа ертсе пырать. Ҫак ҫулсем хушшинче вӗсен тумтирӗсем кивелмеҫҫӗ, вӗсен урисем шӑйӑрӑлмаҫҫӗ.

Акӑ ӗнтӗ Египетра́н тухнӑранпа 40-мӗш ҫулӑн пӗрремӗш уйӑхӗ кайрӗ. Изра́иль халӑхӗ каллех Кадесра́ лагерь лартать. Шӑпах ҫак вырӑнтан 40 ҫул каялла ҫӗр пӑхса килмешкӗн 12 ҫын янӑ. Кадесра́ Моисе́й аппӑшӗ Мариа́м вилет. Унчченхи пекех ҫакӑнта инкек сиксе тухать.

Халӑх шыв тупаймасть. Ҫавӑнпа та вӑл Моисее́ ӳпкелесе калать: «Эпир вилнӗ пулсан, лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Мӗншӗн эсӗ пире Египетра́н илсе тухрӑн та ҫак юрӑхсӑр, нимӗн те ӳсмен вырӑна илсе килтӗн? Кунта тырӑ та, инжир та, иҫӗм ҫырли те, гранат та ҫук. Ӗҫмелли шывӗ те пулин ҫук».

Моисейпа́ Ааро́н чатӑр патне кӗлтума пырсан, Иегова Моисее́ калать: «Пӗтӗм халӑха пух. Ун хыҫҫӑн пурин умӗнче чул хысакне кала. Вара унран шыв юхса тухӗ, шывӗ ҫынсене тата выльӑх-чӗрлӗхе пурне те ҫитӗ».

Моисе́й халӑха пухать те калать: «Итлӗр, Турра шанманскерсем! Ааронпа́ манӑн-и сире валли ҫак чул хысакӗнчен шыв кӑларас?» Ун хыҫҫӑн вӑл чул хысакне туяпа икӗ хутчен ҫапать те, унтан шыв кӗрлесе юхса тухать. Шыв ҫынсемпе чӗрчунсене пурне те ҫитет.

Анчах Иегова Моисейпа́ Ааро́н ҫине ҫилленет. Пӗлетӗн-и мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Моисейпа́ Ааро́н хӑйсем чул хысакӗнчен шыв кӑларатпӑр тесе каланӑ. Чӑннипе каласан, ҫакна Иегова тунӑ. Моисейпа́ Ааро́н тӗрӗссине каламаншӑн Иегова вӗсене наказани паратӑп тесе пӗлтерет. «Эсир манӑн халӑха Ханаа́н ҫӗрне илсе кӗреймӗр»,— тет вӑл.

Кӗҫех Изра́иль халӑхӗ Кадесра́н тапранса каять. Унтан вӗсем Ор тӑвӗ патне ҫитеҫҫӗ. Кунта, ҫак ту тӑрринче, Ааро́н вилет. Вӑл 123 ҫулта пулнӑ. Изра́иль халӑхӗ хытӑ хурланать: 30 кун хушши Ааро́ншӑн хурланса йӗрет. Ун хыҫҫӑн Изра́иль халӑхӗн чи аслӑ священникӗ унӑн ывӑлӗ Елеаза́р пулса тӑрать.

Шутлани 20:1—13, 22—29; Саккуна астутарни 29:5.