Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

63-МӖШ КАЛАВ

Соломон — ӑслӑ патша

Соломон — ӑслӑ патша

СОЛОМО́Н ҫамрӑклах патшана ларнӑ. Вӑл Иеговӑна юратать тата хӑйӗн ашшӗ, Дави́д, панӑ ӑслӑ канаша тытса тӑрать. Иегова Соломона́ кӑмӑллать, ҫавӑнпа та пӗр каҫхине вӑл ӑна тӗлӗкре калать: «Соломо́н, санӑн манран мӗн илес килет?»

Ҫакӑн ҫине Соломо́н хуравлать: «Иегова, манӑн Туррӑм, эпӗ питӗ ҫамрӑк, ҫавӑнпа та пуҫпулса мӗнле ертсе пымаллине пӗлместӗп. Хӑвӑн халӑхна пуҫпулса тӗрӗс ертсе пыма мана ӑслӑлӑх парсам».

Соломо́н мӗн ыйтни Иеговӑн кӑмӑлне каять. Ҫавӑнпа та вӑл калать: «Эсӗ хӑвӑн валли вӑрӑм кунҫул та, нумай пуянлӑх та ыйтманшӑн, анчах ӑслӑлӑх ыйтнӑшӑн эпӗ сана пӗр ҫынра та пулман ӑслӑлӑха парӑп. Эпӗ ҫавӑн пекех эсӗ мӗн ыйтманнине те сана парӑп — пуянлӑхпа мухтав».

Ҫакӑн хыҫҫӑн кӗҫех икӗ хӗрарӑм йывӑр ыйтӑва татса патӑр тесе Соломо́н патне килеҫҫӗ. «Эпӗ ҫак хӗрарӑмпа пӗр ҫуртра пурӑнатӑп,— каласа парать вӗсенчен пӗри.— Манӑн арҫын ача ҫуралчӗ, тепӗр виҫӗ кунтан унӑн та арҫын ача ҫуралчӗ. Кайран пӗр каҫхине унӑн ачи вилнӗ. Эпӗ ҫывӑрнӑ чухне вӑл хӑйӗн вилнӗ ачине ман ҫума хунӑ та манӑн ачана хӑй патне илнӗ. Ҫывӑрса тӑрсан эпӗ вилнӗ ачана куртӑм та ку ман ача пулманнине ӑнлантӑм».

Ҫакӑн ҫине тепӗр хӗрарӑмӗ калать: «Ҫук! Чӗрӗ ачи манӑн, вилнӗ ачи унӑн!» Пӗрремӗш хӗрарӑмӗ хуравлать: «Ҫук! Чӗрӗ ачи манӑн, вилнӗ ачи санӑн!» Ак ҫапла вӗсем тавлашса тӑнӑ. Соломо́н мӗн тӑвӗ-ши?

Вӑл хӗҫ илсе килме ярать, вара ӑна илсе килсен калать: «Чӗрӗ ачине ҫурмалла касса пайлӑр та кашни хӗрарӑмне ҫур ачине парӑр».

— Чарӑнӑр!— тесе йӑлӑнать чӑн-чӑн амӑшӗ.— Тархасшӑн, ачана ан вӗлерӗр. Ӑна леш хӗрарӑма парӑр!— Анчах тепӗр хӗрарӑмӗ калать: «Нихӑшне те ан пултӑр; ӑна ҫурмалла касса пайлӑр».

Вара Соломо́н калать: «Ачана ан вӗлерӗр! Ӑна пӗрремӗш хӗрарӑма парӑр. Вӑл — унӑн чӑн-чӑн амӑшӗ». Чӑн-чӑн амӑшӗ хӑйӗн ачине юратнипе ӑна вӗлерттерес мар тесе урӑх хӗрарӑма пама хатӗр пулнине Соломо́н пӗлет. Соломо́н ҫак ыйтӑва мӗнле татса панине илтсен, вӗсен ҫакӑн пек ӑслӑ патша пурришӗн халӑх калама ҫук хӗпӗртет.

Соломо́н патшара ларнӑ чухне Турӑ туллӑн, урпан, иҫӗм ҫырлин, инжирӑн тата ытти ҫимӗҫсен пысӑк тухӑҫлӑхӗпе пиллет. Халӑх капӑр тумсем тӑхӑнса ҫӳрет тата лайӑх ҫуртсенче пурӑнать. Пурин те пурте ҫителӗклӗ.

1 Патшасен 3:3—28; 4:29—34.