Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ВЛАҪПА ИРТӖХМЕН ПРАВИТЕЛЬСТВО ПУР-И?

Турӑ Патшалӑхӗ — влаҫпа иртӗхмен правительство

Турӑ Патшалӑхӗ — влаҫпа иртӗхмен правительство

«Тӗпрен илсен, чиновниксем те ҫынсемех, общество вара пур ҫын ҫине те витӗм кӳрсе тӑрать»,— тенӗ Никарагуари тӗп аудитор. Вӑл шутланӑ тӑрӑх, ҫак сӑлтава пула правительствӑра ӗҫлекенсем хушшинчи коррупцие пӗтерме ҫук.

Эсир килӗшетӗр пулӗ, обществӑра коррупци сарӑлнӑ пулсан, кирек хӑш правительствӑра та, вӑл общество пайӗ пулнӑ пирки, влаҫпа иртӗхесси пулатех. Апла пулсан, влаҫпа тӗрӗс усӑ куракан правительствӑн этем обществин пайӗ пулмалла мар. Библире шӑп ҫавӑн пек правительство ҫинчен — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен — каланӑ, ун пирки Иисус Христос кӗлтума вӗрентнӗ (Матфей 6:9, 10).

Турӑ Патшалӑхӗ вӑл — пӗлӗтре ӗҫлесе тӑракан правительство. Вӑл ҫынсен пӗтӗм правительстви вырӑнне пулӗ (Псалом 2:8, 9; Ӳлӗмхине 16:14; 19:19—21). Турӑ Патшалӑхӗ этемлӗхе пиллӗхсем парса тӑрӗ — коррупци те урӑх пулмӗ. Ҫакӑ пурнӑҫланассине Турӑ Патшалӑхӗн ултӑ уйрӑмлӑхӗ ҫирӗплетсе парать. Айтӑр вӗсене пӑхса тухар.

1. ВЛАСТЬ

КӐТКӐС ЛАРУ-ТӐРУ: Этем правительствисем, тӗпрен илсен, хӑйсен патшалӑхӗнчи ҫынсем налукпа пошлинӑсем тӳленипе тытӑнса тӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр чиновниксен алли урлӑ пит нумай укҫа-тенкӗ куҫса тӑнӑ чухне вӗсем мӗн чухлӗ те пулин хӑйсен кӗсйине чикмесӗр пултараймаҫҫӗ. Теприсем вара патшалӑх хуракан налуксене пӗчӗклетме е урӑх тӳлевсене сахаллатма ыйтакансенчен сӗрев илеҫҫӗ. Ҫапла вара кӑткӑс лару-тӑру пулса тухать: правительство тӑкаксене саплаштарас тесе налуксене ӳстерет, ҫакӑ вара коррупцие алхасма парать ҫеҫ. Ҫакӑн пек лару-тӑрура тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем пуринчен ытла хӗн кураҫҫӗ.

ЧИ ЛАЙӐХ МЕЛ: Турӑ Патшалӑхне Иегова *, пурне те пултаракан Турӑ, власть панӑ (Ӳлӗмхине 11:15). Унӑн хӑйӗн ӗҫне туса тӑма налуксем пухмалла мар. Мӗншӗн тесен Туррӑн «аслӑ вӑй» пулни тата вӑл уҫӑ кӑмӑллӑ пулни Турӑ Патшалӑхӗ хӑйӗн ҫыннисене мӗн кирлипе пуринпе те тивӗҫтерессине ҫирӗплетсе парать (Исаия 40:26; Псалом 144:16).

2. ПУҪЛӐХ

КӐТКӐС ЛАРУ-ТӐРУ: «Коррупципе кӗрешме ҫӳлтен пуҫламалла»,— тет Сьюзан Роуз-Аккерман, унӑн сӑмахӗсене умӗнхи статьяра илсе панӑччӗ. Правительствӑсем полицие тата таможня системине коррупцирен тасатма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах та пысӑк чиновниксем хушшинчи коррупцие пӗтерес тесе нимӗн те тумаҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫынсем вӗсене шанмаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, чи тӳрӗ кӑмӑллӑ пуҫлӑх та ҫитменлӗхлӗ ҫын. Библире «ҫӗр ҫинче ҫылӑха кӗмесӗр ырӑ туса ҫеҫ пурӑнакан тӳрӗ ҫын ҫук» тенӗ (Екклесиаст 7:20).

Халиччен сӗннӗ чи пысӑк сӗреве илме Иисус килӗшмен

ЧИ ЛАЙӐХ МЕЛ: Ҫитменлӗхлӗ ҫынсемпе танлаштарсан, Турӑ пӗлӗтри Патшалӑхӑн патши пулма суйласа илнӗ Иисус Христоса усал ӗҫ тутараймӑн. Вӑл халиччен сӗннӗ чи пысӑк сӗреве — «мӗнпур патшалӑха, вӗсенӗн чапне» — илме килӗшменнипе ҫавна ҫирӗплетсе панӑ. Иисус ҫав сӗреве ҫак тӗнче пуҫлӑхне, Шуйттана, пӗрре пуҫҫапнипех илме пултарнӑ (Матфей 4:8—10; Иоанн 14:30). Вилес умӗн асапланнӑ чухне те Иисус Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма ҫирӗп шут тытнӑ. Наркотик йышши шӗвек ыратнине ҫӑмӑллатма пултарнӑ пулин те, ӑс-тӑнне минретес мар тесе вӑл ӑна ӗҫме килӗшмен (Матфей 27:34). Иисус Турӑ Патшалӑхӗн патши пулма тивӗҫлине ҫирӗплетсе панӑ. Турӑ Иисуса пӗлӗтре пурӑнма чӗртсе тӑратнӑ, халӗ вӑл пӗлӗтри Патша (Филиппӑ 2:8—11).

3. ТИКӖС ПУРНӐҪ

КӐТКӐС ЛАРУ-ТӐРУ: Нумай ҫӗршывра суйлавсем иртеҫҫӗ, ҫакӑ влаҫпа иртӗхекен пуҫлӑхсене влаҫсӑр тӑратса хӑварма май парать пек туйӑнать. Чӑннипе вара, суйлавсем хӑйсем те, суйлав умӗнхи кампанисем те коррупци схеми тӑрӑх иртеҫҫӗ, пуян шутланакан ҫӗршывсем пирки те ҫаплах калама пулать. Суйлав умӗнхи кампанисене ирттерме час-часах укҫа-тенкӗ пуян ҫынсем параҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хальхи чиновниксене тата пулассисене те хӑйсене кирлӗ пек тутарма пултараҫҫӗ.

АПШри Аслӑ судра ӗҫлекен Джон Пол Стивенс ҫакнашкал витӗм «правительство саккунлӑхне тата пахалӑхне» пӑсать ҫеҫ мар, «ҫынсем ӑна шанма та пӑрахаҫҫӗ» тесе ҫырнӑ. Ҫавӑнпа пӗтӗм тӗнчипех нумайӑшӗ коррупци пуринчен ытла политика партийӗсенче сарӑлнӑ тесе шутланинчен тӗлӗнме кирлӗ мар.

ЧИ ЛАЙӐХ МЕЛ: Турӑ Патшалӑхӗ вырӑнне урӑх правительство суйласа лартмалла пулмӗ, ҫапла вара суйлав кампанийӗсем вӑхӑтӗнче тӗл пулакан ултав та урӑх пулас ҫук (Даниил 7:13, 14). Ҫак Патшалӑхӑн Патшине Турӑ суйласа лартнӑ, ҫавӑнпа ӑна суйлавҫӑсем сасӑлани кирлӗ мар тата ӑна никам та аркатма пултараймӗ. Вӑл пӗр тикӗс ӗҫлесе тӑнӑран унӑн пур ӗҫӗ те хӑйӗн ҫыннисене нумайлӑха пыракан ырӑлӑхсем парассине ҫирӗплетсе парать.

4. САККУНСЕМ

Турӑ Паташлӑхӗ вӑл — пӗлӗтре ӗҫлесе тӑракан правительство

КӐТКӐС ЛАРУ-ТӐРУ: Ҫӗнӗ саккунсем шутласа кӑларни лару-тӑрӑва лайӑхлатнӑ пек туйӑнма пултарать. Анчах та экспертсем ҫӗнӗ саккун тухнӑ хыҫҫӑн влаҫпа иртӗхме майсем тата ытларах тупӑннине асӑрханӑ. Унсӑр пуҫне, коррупципе кӗрешмелли саккунсене пурнӑҫа кӗртме нумай вӑй хумалла тата чылай укҫа-тенкӗ кирлӗ, анчах та усси сахал.

ЧИ ЛАЙӐХ МЕЛ: Турӑ Патшалӑхӗн саккунӗсем этем правительствисем кӑларнӑ саккунсенчен чылай ирттереҫҫӗ. Тӗслӗхрен, мӗн тума «юранипе юраманнине» кӑтартма вӑрӑм список тӑвас вырӑнне Иисус пӗр принцип панӑ (ӑна час-часах «ылтӑн правило» теҫҫӗ). Вӑл каланӑ: «Ҫапла ӗнтӗ хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн пур тӗлӗшрен те ҫавнах тӑвӑр» (Матфей 7:12). Эппин, Турӑ Патшалӑхӗн саккунӗсем ҫынсен ӗҫӗсемпе кӑна мар, кӑмӑл-туртӑмӗсемпе те ҫыхӑннӑ. «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат»,— тенӗ Иисус (Матфей 22:39). Паллах ӗнтӗ, чӗрере мӗн пуррине куракан Турӑ ҫынсем ҫавнашкал саккунсене тытса тӑнипе тӑманнине тӗрӗслеме пултаратех (1 Патшасен 16:7).

5. КӐМӐЛ-ТУРТӐМ

КӐТКӐС ЛАРУ-ТӐРУ: Коррупци ҫӑткӑнлӑхпа эгоизма пула вӑй илсе пырать. Ҫак япӑх енсем чиновниксен те, ахаль ҫынсен те пуррине час-часах курма пулать. Айтӑр унчченхи статьяра асӑннӑ инкеке, Сеулта суту-илӳ ҫурчӗ мӗншӗн ишӗлсе аннине, аса илер. Чиновниксем подрядчиксенчен сӗрев илнӗ, лешӗсем лайӑх материалсемпе усӑ курас тата строительство нормисене тытса тӑрас вырӑнне сӗрев парсан йӳнӗрех ларасса пӗлнӗ.

Ҫавӑнпа коррупцие тӗпӗ-йӗрӗпех пӗтерес тесен ҫынсене ӑс-тӑнра ҫирӗп ларакан ҫӑткӑнлӑхпа эгоизма ҫӗнтерме вӗрентмелле. Анчах та этем правительствисен ҫавнашкал вӗрентӳ программине йӗркелеме тата пурнӑҫа кӗртме шухӑшӗ те, пултарулӑхӗ те ҫук.

ЧИ ЛАЙӐХ МЕЛ: Турӑ Патшалӑхӗ коррупцие пулма паракан сӑлтавсене пӗтерме тӑрӑшать, вӑл ҫынсене влаҫпа тивӗҫсӗр усӑ курма хӗтӗртсе тӑракан тӗрӗс мар шухӑш-туртӑма ҫӗнтерме вӗрентет *. Ҫапла вӗрентни ҫынсене «ӑстӑнпа ҫӗнелме» пулӑшать (Эфес 4:23). Вӗсем хӑйсен мӗн пуррипе ҫырлахма тата ыттисемшӗн тӑрӑшма хӑнӑхса пырса ҫӑткӑнлӑхпа эгоизма ҫӗнтерме вӗренеҫҫӗ (Филиппӑ 2:4; 1 Тимофей 6:6).

6. ПАТШАЛӐХ ҪЫННИСЕМ

КӐТКӐС ЛАРУ-ТӐРУ: Нравственность нормисемпе пурӑнакан ҫемьере тата питӗ лайӑх условисенче ӳссе ҫитӗнсен те, хӑш-пӗр ҫынсем ҫав-ҫавах йӗркесӗрлӗх ҫулне суйласа илеҫҫӗ. Экспертсем каланӑ тӑрӑх, шӑпах ҫавна пула этем правительствисем коррупцие тӗппипех пӗтерме пултараймаҫҫӗ. Вӗсем мӗн тума пултарни те вӑл — коррупцие тата вӑл кӳнӗ сиене сахаллатни ҫеҫ.

ЧИ ЛАЙӐХ МЕЛ: ПНО коррупцие хирӗҫ йышӑннӑ конвенцире коррупципе кӗрешмешкӗн патшалӑхсен халӑха «тӳрӗ кӑмӑллӑ, сутӑнми тата яваплӑ» пулма хавхалантармалла тенӗ. Ку, паллах, чаплӑ тӗллев. Анчах та Турӑ Патшалӑхӗ ҫакнашкал паха енсене аталантарма хавхалантарать ҫеҫ мар, ҫавна тума хушать те. Библире «сӑптӑрҫӑсем те», «суеҫӗсем те» Турӑ Патшалӑхне кӗрес ҫук тесе ҫырнӑ (1 Коринф 6:9—11; Ӳлӗмхине 21:8).

Ҫынсем ҫак ҫӳллӗ шайри нравственность нормисене тытса тӑма вӗренме пултараҫҫӗ, ҫакна малтанхи христиансен тӗслӗхӗ кӑтартать. Сӑмахран, Симон ятлӑ вӗренекен апостолсенчен Туррӑн тивлетне укҫалла илме хӑтланнӑ чухне лешӗсем унран сӗрев илме килӗшмен, вӗсем каланӑ: «Ҫак ҫылӑхунтан ӳкӗн». Хӑйӗн ӗмӗт-шухӑшӗ хӑрушла пулнине ӑнланса илсен Симон ҫав туртӑма ҫӗнтерес тесе апостолсене хӑйшӗн кӗлтума ыйтнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 8:18—24).

ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖН ҪЫННИ ПУЛАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

Эсир кирек хӑш патшалӑх ҫынни пулсан та, Турӑ Патшалӑхӗн ҫынни пулса тӑма пултаратӑр (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35). Ҫакӑн ҫинчен Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗм тӗнчипе ирттерекен вӗрентӳ программинчен тӗплӗнрех пӗлме пулать. Иегова Свидетелӗсем тӳлевсӗрех Библи вӗренме сӗнеҫҫӗ, вӗсем сире хаваспах ҫак вӗренӳ мӗнле иртнине кӑтартӗҫ, вӗренмешкӗн эрнере вунӑ минут та ҫителӗклӗ пулма пултарать. Эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпар пирки те, вӑл коррупцие мӗнле пӗтересси ҫинчен те ытларах пӗлме пултаратӑр (Лука 4:43). Хӑвӑр пурӑнакан вырӑнти Иегова Свидетелӗсемпе ҫыхӑнӑр.

Сирӗн Библие тӳлевсӗр вӗренес килет-и?

^ 8 абз. Библи тӑрӑх, Иегова — Турӑ ячӗ.

^ 22 абз. Тӗслӗхрен, «Придет ли конец коррупции?» брошюрӑри «Возможно ли быть честным в коррумпированном мире?» статьяна пӑхӑр.