Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пӗр-пӗрне пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарӑр

Пӗр-пӗрне пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарӑр

«Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗри теприне... каҫарӑр» (КОЛ. 3:13).

1, 2. Эпир ыттисене каҫарма хатӗр пулнипе пулманни ҫинчен мӗншӗн пирӗн шухӑшламалла?

 БИБЛИ пире Турӑ ҫылӑх ҫине мӗнле пӑхнине тата эпир ҫылӑха кӗрсен вӑл хӑйне мӗнле тытнине ӑнланма пулӑшать. Унӑн Сӑмахӗнчен вӑл пире каҫарма хатӗр пулни ҫинчен те нумайӑшне пӗлме пулать. Унчченхи статьяра эпир Иегова Давидпа Манассияна мӗншӗн каҫарнине пӑхса тухрӑмӑр. Вӗсем хӑйсем тунӑ ӗҫсемшӗн питӗ куляннӑ, хӑйсен ҫылӑхӗсене Иеговӑран пытарса тӑман тата ҫав ҫылӑхсене урӑх тумастпӑр тесе ҫирӗп шут тытнӑ. Вӗсем чунтан ӳкӗннӗ, ҫавӑнпа Иегова вӗсене каллех ырлама пуҫланӑ.

2 Халӗ вара эпир хамӑр ыттисене каҫарма хатӗр пулни ҫинчен калаҫса пӑхӑпӑр. Манассиян ӗҫӗсене пула сирӗн тӑван-хурӑнташсенчен пӗри вилчӗ пулсан, эсир Манассия ҫине мӗнле пӑхнӑ пулӑттӑрччӗ? Ӑна каҫарма пултарнӑ пулӑттӑрччӗ-и? Ҫакӑ вырӑнлӑ ыйту, мӗншӗн тесен эпир йӗркесӗр, пусмӑрпа тулнӑ тата эгоистла тӗнчере пурӑнатпӑр. Мӗншӗн христиансен каҫарма вӗренмелле? Эсир мӑшкӑл е хӗн куратӑр пулсан, хӑвӑр туйӑмсене тытса чарма, хӑвӑра Иеговӑна килӗшнӗ пек тытма тата каҫарма хатӗр пулма сире мӗн пулӑшма пултарать?

МӖНШӖН ПИРӖН КАҪАРМАЛЛА

3—5. а) Каҫарма кирлине кӑтартса парас тесе Иисус мӗнле ытарлӑх каласа панӑ? ӑ) Матфей 18:21—35-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ тӗслӗхпе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ?

3 Христиансен пухӑвӗнчи тӑван е урӑх ҫын пире кӳрентерсен те пирӗн вӗсене каҫарма хатӗр пулмалла. Ҫавна туни пире хамӑр килтисемпе, туссемпе, ытти ҫынсемпе тата Иеговӑпа килӗштерсе пурӑнма пулӑшать. Ыттисем пире час-часах кӳрентерсен те пирӗн вӗсене каҫарма хатӗр пулмалла тенӗ Библире. Каҫарни мӗншӗн кирлине курма пулӑшас тесе Иисус парӑма кӗнӗ чура ҫинчен калакан ытарлӑха каласа панӑ.

4 Чуран хӑйӗн хуҫине, патшана, парӑмне тӳлесе татмашкӑн 60 000 000 кун ӗҫлемелле пулнӑ, анчах патша унӑн парӑмне каҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн чура тухнӑ та тепӗр чурана тупнӑ. Лешӗн ӑна тӳлесе татмалли парӑмӗ 100 кун ӗҫленӗшӗн тӳлекен укҫа хакӗпе кӑна тан пулнӑ. Иккӗмӗш чури ӑна кӑштах кӗтме йӑлӑннӑ, анчах та нумай парӑмне каҫарнӑ чура ӑна тӗрмене лартнӑ. Ҫакӑ вӗсен хуҫине ҫиллентерсе янӑ. «Эпӗ сана хӗрхеннӗ пек, санӑн та хӑвӑн юлташна хӗрхенмелле марччӗ-и?» — ыйтнӑ вӑл парӑмне каҫарнӑ чураран. «Ҫилленсе ҫитнӗ патша вара ӑна пӗтӗм парӑмне тӳлесе татичченех асаплантармашкӑн асаплантаракансен аллине панӑ» (Матф. 18:21—34).

5 Ҫак тӗслӗхпе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ? Вӑл ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Эсир хӑвӑр тӑванӑр айӑпӗсене чӗререн каҫармасассӑн, Ҫӳлти Аттем те сире ҫапла тӑвӗ» (Матф. 18:35). Иисус каланӑ шухӑш ӑнланмалла. Хамӑр ҫитменлӗхсене пула пурнӑҫ тӑршшӗпе тунӑ ҫылӑхсем эпир Иеговӑн нормисемпе килӗшӳллӗ пулма пултарайманнине кӑтартса параҫҫӗ. Анчах та вӑл пире каҫарма тата пирӗн ҫылӑхсене — вӗсем нихӑҫан та пулман пекех — яланлӑхах манса кайма хатӗр. Ҫавӑнпа та кам Иеговӑпа туслӑ пуласшӑн, ҫавӑн ытти ҫынсен ҫылӑхӗсене каҫармалла. Ту ҫинче каланӑ проповедьре те Иисус шӑп ҫавна палӑртнӑ: «Эсир ҫын ҫылӑхне каҫарсан, Ҫӳлти Аҫӑр та сире каҫарӗ; эсир ҫын ҫылӑхне каҫармасан, Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ» (Матф. 6:14, 15).

6. Мӗншӗн каҫарма яланах ҫӑмӑл мар?

6 Ыттисене каҫармалла тенипе эпир килӗшме пултаратпӑр, анчах та ҫавна калама ҫӑмӑл та тума йывӑр. Хамӑра кӳрентернӗ чухне туйӑмсем пирӗн час-часах капланса килнӗрен ҫавна тума ҫӑмӑл мар. Ҫын ҫилленсе кайма, хӑйӗнпе сутӑнчӑкла хӑтланнӑ тесе шутлама, айӑплине наказани парасшӑн ҫунма пултарать, тавӑрас шухӑш та пулма пултарать унӑн. Хӑш-пӗрисем кӳрентерекене нихӑҫан та каҫарма пултараймастӑп тесе шутлама пултараҫҫӗ. Сирӗн те ҫавнашкал туйӑмсем пулкалаҫҫӗ пулсан, эсир, Иегова каҫарма ыйтнине пӗлсе, каҫарма вӗренес тесе мӗн тума пултаратӑр?

ХӐВӐР ТУЙӐМСЕНЕ ӐНЛАНМА ТӐРӐШӐР

7, 8. Хӑвӑра кӳрентернӗ ҫынна каҫарма сире мӗн пулӑшма пултарать?

7 Хамӑра чӑннипех кӳрентерсен е кӳрентермен ҫӗртенех кӳрентерчӗҫ тесе шутлатпӑр пулсан, эпир хытӑ тарӑхма пултаратпӑр. Ҫилӗ ҫинчен ирттернӗ пӗр тӗпчев ӗҫӗнче пӗр ҫамрӑк ҫыннӑн туйӑмӗсене ҫапла сӑнласа панӑ: «Пӗррехинче... ҫилӗ капланса килнипе килтен чупса тухрӑм та каялла нихӑҫан та таврӑнмӑп тесе тупа турӑм. Хальхи пекех астӑватӑп: ун чухне ҫуллахи хитре кунччӗ, эпӗ вара ансӑр та илемлӗ урамсем тӑрӑх утса самаях аякка кайрӑм, шӑплӑхпа илемлӗх майӗпен ман ҫилле пусарчӗҫ те чуна канӑҫлӑх пачӗҫ. Темиҫе сехетрен хам ӑссӑрла хӑтланнишӗн ӳкӗнсе тата хумханнӑран макӑрас патнех ҫитсе киле таврӑнтӑм». Ҫак тӗслӗх кӑтартса панӑ тӑрӑх, хамӑра лӑпланма вӑхӑт парсан, хамӑр лару-тӑрӑва лайӑхрах ӑнланма пултарӑпӑр, кайран вара хамӑр тунӑ ӗҫсемшӗн ӳкӗнмелле пулмӗ (Пс. 4:5; Ытар. 14:29; Иак. 1:19, 20).

8 Анчах та япӑх туйӑмсем иртсе каймаҫҫӗ пулсан, мӗн тумалла? Хӑвӑр мӗншӗн кӳреннине ӑнланса илме тӑрӑшӑр. Ыттисем хӑйсене сирӗнпе тӗрӗс мар, сӑпайсӑр тытнӑран мар-и? Е, тен, эсир тепри сире юриех кӳрентересшӗн тесе шутланӑран-и? Вӑл мӗн туни чӑнах та ҫав тери япӑх-и? Мӗншӗн сирӗн ҫавнашкал туйӑмсем пулнине тишкерсе тухсан тата ӑнланса илсен, ҫав лару-тӑрура, Библире каланӑ пек, мӗн тусан мӗн лайӑх пулнине тавҫӑрса илме пултаратӑр. (Ытарӑшсем 15:28; 17:27 вуласа пар.) Ҫавӑн пек шухӑшлани сире лару-тӑру ҫине тӗрӗсрех пӑхма тата каҫарма хатӗр пулма пулӑшӗ. Ҫавна тума ҫӑмӑл мар пулин те, Библи сире хӑвӑр «чӗрери шухӑш-ӗмӗт» мӗнлерех пулнине ӑнланса илме тата хатӗр пулса каҫарас енчен Иегова пек пулма пулӑшӗ (Евр. 4:12).

КӲРЕНМЕ КИРЛЕХ-ШИ?

9, 10. а) Сире кӳрентерсен, эсир хӑвӑра мӗнле тытма пултаратӑр? ӑ) Часах ҫилленессинчен сыхланма тата ыттисене каҫарма хатӗр пулма тӑрӑшни сире пурнӑҫ ҫине урӑхла пӑхма мӗнле пулӑшма пултарать?

9 Пире тарӑхтарма пултаракан япаласем пурнӑҫра нумай. Калӑпӑр, эсир машинпа пынӑ чухне сире чутах тепӗр машина пырса ҫапмасть. Эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр? Тен, эсир ҫул ҫинче тӳрккессӗн тытни пирки, ҫилли капланса килнӗрен пӗр водитель тепринпе тытӑҫма пуҫлани ҫинчен, вуланӑ пуль. Христианин пулнӑ май эсир хӑвӑра, паллах, ун пек тытасшӑн мар.

10 Мӗн пулса иртнине ӑнланас тесе кӑшт шухӑшласа пӑхни чылай лайӑхрах. Тен, эсир тимлӗрех пулманран хӑвӑр та хӑш-пӗр енчен айӑплӑ. Е, тен, леш водителӗн машинипе темскер пулнӑ. Кирек мӗнле пулсан та, эпир мӗншӗн ҫавӑн пек йӑнӑшсем пулса тухнине ӑнланма тӑрӑшатпӑр пулсан, ҫав йӑнӑшсем мӗнле сӑлтавсене пула пулнине пурне те пӗлме пултарайманнине ӑнланатпӑр пулсан тата каҫарма хатӗр пулсан, хамӑр тарӑхӑва, ҫилле пусарма пултарӑпӑр. Тӳрех ҫилленме кирлӗ мар. Екклесиаст 7:9-мӗшӗнче каланӑ: «Эсӗ чунупа ҫилленме ан васка: ҫилӗ вӑл ухмахсенӗн ӑшне йӑва ҫавӑрать». Чылай чухне эпир ыттисем пире кӳрентерес тесех темскер тӑваҫҫӗ тесе шутлама пултаратпӑр. Анчах та ҫакӑн пекки вӗсен ҫитменлӗхсем пуртан е эпир чӑннипе мӗн пулса иртнине ӑнланманран пулать. Ҫавӑнпа та ҫын мӗншӗн ҫавӑн пек туни-калани пирки пурне те пӗлменнине асра тытма тӑрӑшӑр та юратса каҫарма хатӗр пулӑр. Ҫавна тӑватӑр пулсан, эсир телейлӗрех пулатӑр. (1 Петр 4:8 вуласа пар.)

СИРӖН КАНӐҪЛӐХ ХӐВӐРАХ ТАВРӐНТӐР

11. Ҫынсем ырӑ хыпара итленипе итлеменнине пӑхмасӑрах пирӗн мӗнле туйӑмсем пулмалла?

11 Ырӑ хыпар сарнӑ чухне кам та пулин сирӗнпе тӳрккессӗн тытать пулсан, хӑвӑра лӑпкӑ тытма сире мӗн пулӑшӗ? Иисус 70 хыпарҫа ырӑ хыпар калама янӑ чухне кашни киле кӗмессерен ҫав киле канӑҫлӑх сунӑр тенӗ. «Унта канӑҫлӑха тивӗҫлӗ ҫын пулсан, сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ ӑна,— тенӗ Иисус,— пулмасан — хӑвӑрах таврӑнӗ» (Лука 10:1, 5, 6). Хамӑр калакан ырӑ хыпара ҫынсем итленӗ чухне эпир савӑнатпӑр, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсене усӑ пама пултарать. Анчах та хӑш-пӗр чухне пире ырӑ сунсах кӗтмеҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Эпир ҫынсене сунакан канӑҫлӑх хамӑртах тӑрса юлмалла тенӗ Иисус. Ҫынсем пирӗнпе кирек мӗнле тытсан та, кашни килтен пирӗн чӗрери канӑҫлӑхпа тухмалла. Ҫынсем хӑйсене япӑх тытнине пула эпир кӳренетпӗр пулсан, хамӑрӑн канӑҫлӑха сыхласа хӑвараймӑпӑр.

12. Павел Эфес 4:31, 32-мӗш сӑвӑ йӗркисенче каланӑ сӑмахсем тӑрӑх, пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла?

12 Ырӑ хыпар каланӑ чухне кӑна мар, пур ҫӗрте те, кирек хӑҫан та хӑвӑр канӑҫлӑха сыхласа хӑварма тӑрӑшӑр. Паллах ӗнтӗ, ыттисене каҫарма хатӗр пулни сирӗн вӗсен япӑх ӗҫӗсене ырламалла е ҫав ӗҫсем кӳнӗ сиен ҫинчен пӗчӗклетсе каламалла тенине пӗлтермест. Каҫарасси вӑл кӳрентернӗшӗн тарӑхса ҫӳреме пӑрахнине тата хамӑр ӑшри канӑҫлӑха упраса хӑвармаллине пӗлтерет. Хӑш-пӗрисем йывӑр шухӑшсене пӑрахманнипе тата хӑйсемпе пулса иртнӗ япӑх ӗҫсем ҫинчен ҫине-ҫинех шухӑшланипе хӑйсене телейсӗр тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пек шухӑшсене хӑвӑра ярса илме ан парӑр. Астӑвӑр, тарӑхса ҫӳренипе эсир телейлӗ пулаймастӑр. Ҫавӑнпа та ыттисене каҫарӑр! (Эфес 4:31, 32 вуласа пар.)

ХӐВӐРА ИЕГОВӐНА ЮРӐХЛӐ ТЫТӐР

13. а) Христианин хӑйӗн тӑшманӗн пуҫӗ ҫине «шӗл-кӑвар» мӗнле пуҫтарать? ӑ) Япӑх тытнине хирӗҫ кӑмӑллӑн хуравлани мӗн пама пултарать?

13 Хӑш-пӗр чухне сире христиансен пухӑвне ҫӳремен ҫын кӳрентерме пултарать. Ҫавӑн чухне те эсир ӑна Библире мӗн каланипе интереслентерме пултаратӑр. Павел апостол ҫырнӑ: «Тӑшману выҫӑ пулсассӑн — тӑрантар ӑна; ӗҫесси килет пулсассӑн — ӗҫтер; ҫапла туса, эсӗ унӑн пуҫӗ ҫине шӗл-кӑвар пуҫтарӑн. Сана усал ан парӑнтартӑр, эсӗ ху усала ырӑпа парӑнтарса тӑр» (Рим 12:20, 21). Ҫынсем хӑйсене сирӗнпе япӑх тытнӑ чухне те хӑвӑра сӑпайлӑ тытнипе эсир вӗсен хаярлӑхне ҫемҫетме пултаратӑр тата вӗсен лайӑх енӗсене уҫӑлма май паратӑр. Хӑвӑра кӳрентерекен ҫынна хӗрхенме, унӑн хуйхи-суйхине ӑнланма тӑрӑшатӑр пулсан, вӑл ҫавна кура, тен, Библири чӑнлӑхсене нумайрах пӗлесшӗн пулӗ. Кирек мӗнле пулсан та, кӑмӑллӑн хуравланипе эсир ӑна мӗншӗн хӑвӑра ҫавӑн пек тытни ҫинчен шухӑшлама май паратӑр (1 Петр 2:12; 3:16).

14. Ҫын хӑйне сирӗнпе питӗ япӑх тытнӑ чухне те мӗншӗн ӑшра тарӑхса ҫӳремелле мар?

14 Хӑш-пӗр ҫынсемпе хутшӑнма кирлӗ марри те пулма пултарать. Ҫавсем шутне унччен Турӑ халӑхӗн пайӗ пулнӑ, анчах та ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнмен пирки пухуран кӑларса янӑ ҫынсем кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫын сире питӗ хытӑ кӳрентернӗ пулсан, ӑна каҫарма шутсӑр йывӑр пулма пултарать. Вӑл халӗ ӳкӗнет пулсан та, мӗн пулса иртнишӗн сирӗн чун ҫав-ҫавах ыратма пултарать. Ҫавӑн пек чухне Иеговӑран, вӑл сире ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннӗ ҫынна каҫарма пулӑштӑр тесе, малашне те ыйтма пултаратӑр. Ҫын чӗринче мӗн пуррине эсир пӗлместӗр вӗт. Анчах та Иегова пӗлет. Вӑл ҫыннӑн тарӑн туйӑмӗсене тӗрӗслет тата ҫылӑха кӗнӗ ҫынсемпе чӑтӑмлӑ (Пс. 7:10; Ытар. 17:3). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Библире ҫапла каланӑ: «Никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр; пур ҫын умӗнче те ырӑшӑн тӑрӑшӑр. Хӑвӑртан килет пулсассӑн, пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр. Эй юратнӑ тӑванӑмсем, хӑвӑршӑн ан тавӑрӑр, сирӗншӗн Турӑ ҫилли тавӑртӑр. Ҫырасса та ҫапла ҫырнӑ: Ҫӳлхуҫа калать: „тавӑрасси — Манӑн ӗҫ, Эпӗ Хам тавӑрӑп“» (Рим 12:17—19). Ҫынна суд тумашкӑн эпир Иегова пӗлнӗ пек пурне те пӗлместпӗр (Матф. 7:1, 2). Анчах та эпир Турӑ тӗрӗс суд тӑвасса шанма пултаратпӑр.

15. Хамӑра кӳрентерекен ҫине тарӑхса ҫӳреме пӑрахма пире мӗн пулӑшӗ?

15 Эсир тӗрӗсмарлӑха пула сиен тӳсрӗр пулсан тата ҫылӑх тӑвакана, вӑл ӳкӗннине пӑхмасӑрах, сире каҫарма йывӑр пулсан, сире кӳрентерекен те сиен тӳсекен пулнине асра тытни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Сирӗн пекех вӑл та ҫылӑхлӑ ҫуралнӑ (Рим 3:23). Иегова ҫитменлӗхлӗ ҫынсене пурне те шеллет. Ҫавӑнпа та хӑвӑра кӳрентерекеншӗн кӗлтуни тӗрӗс. Камшӑн кӗлтӑватпӑр, ҫавӑн ҫине эпир тарӑхса ҫӳремен пулӑттӑмӑр. Хамӑра кӳрентернӗ ҫын ҫине ҫилленсе ҫӳреме кирлӗ марри Иисусӑн сӑмахӗсенче питӗ лайӑх курӑнать: «Хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр... хӑвӑра... хӗсӗрлекенсемшӗн кӗлтӑвӑр» (Матф. 5:44).

16, 17. Старейшинӑсем ҫылӑха кӗнӗ ҫын ӳкӗнет тесе йышӑнчӗҫ пулсан, пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла тата мӗншӗн?

16 Иегова христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсене пухури йывӑр ҫылӑх тунӑ ҫынсем ӳкӗннипе ӳкӗнменнине пӑхса тухас яваплӑха шанса панӑ. Ҫав арҫын тӑвансем Турӑ пекех пурне те ӑнланмаҫҫӗ, анчах та вӗсем Турӑ Сӑмахӗнче мӗн каланӑ тӑрӑх тата святой сывлӑш пулӑшнипе йышӑнусем тума тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсен Иеговӑна пулӑшу ыйтса кӗлтунӑ хыҫҫӑн тунӑ йышӑнӑвӗсем Иеговӑн шухӑшне палӑртса тӑраҫҫӗ (Матф. 18:18).

17 Ҫавӑн пек чухне эпир Турра чунтан парӑнса пурӑннипе пурӑнманни палӑрать. Старейшинӑсем ҫылӑха кӗнӗ ҫын ӳкӗнет тесе йышӑнчӗҫ пулсан, эсир ӑна каҫарӑр-ши, юратнине кӑтартӑр-ши? (2 Кор. 2:5—8.) Унӑн ҫылӑхне пула эсир е сирӗн пӗртӑван хӗн курнӑ пулсан, ҫавна тума уйрӑмах ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Анчах та эсир Иеговӑна тата вӑл ҫав йывӑрлӑхсене пухура мӗнле татса панине шанатӑр пулсан, эсир хӑвӑра тӗрӗс тытнӑ пулӑттӑр. Ҫапла эсир ыттисене чӑннипех каҫарма хатӗр пулнине кӑтартатӑр (Ытар. 3:5, 6).

18. Эпир кӑмӑлтан каҫарни мӗнле усӑ парать?

18 Каҫарас килменни вара питӗ хакла ларать: сывлӑх хавшать, стресс пуҫланать тата ыттисемпе хутшӑнма йывӑрланса пырать. Ҫав вӑхӑтрах психиатрсем каҫарма хатӗр пулни усӑллӑ тесе палӑртаҫҫӗ. Каҫарни пире ӑшра тытса тӑракан, сывлӑха хавшатакан туйӑмсенчен хӑтарать тата ыттисемпе хамӑр хушӑри хутшӑнусене лайӑхлатма пулӑшать. Анчах та каҫарма хатӗр пулнипе эпир чи пысӑк пиллӗх илетпӗр — пирӗн ҫӳлти Аттепе, Иеговӑпа, хамӑр хушӑра ҫывӑх хутшӑнусем пулӗҫ. (Колоссӑ 3:12—14 вуласа пар.)

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]