Матфей 18:1—35
18 Унтан Иисус патне вӗренекенӗсем пырса ыйтнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑхра чи асли кам?»
2 Иисус пӗр ачана чӗнсе илнӗ те ӑна вӗсен умне тӑратса каланӑ:
3 «Чӑн калатӑп сире: эсир улшӑнмасан тата ачасем пек пулса тӑмасан, ҫӳлти Патшалӑха ниепле те кӗреймӗр.
4 Кам ҫак ача пек хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫавӑ ҫӳлти Патшалӑхра чи асли пулать.
5 Тата кам ҫакӑн пек ачана ман ятшӑн йышӑнать, ҫавӑ мана та йышӑнать.
6 Анчах мана ӗненекен ҫак ахаль ҫынсенчен* пӗри пӗр-пӗр ҫынна пула ӗненме пӑрахсан*, ҫав ҫыншӑн хӑйне мӑйӗнчен арман чулӗ* ҫакса тинӗсе путарни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.
7 Ҫынсене ҫылӑх тума хӗтӗртсе тӑнӑшӑн* ҫак тӗнчене хуйхӑ ҫитӗ! Паллах, ҫылӑх тума хӗтӗртекенни тупӑнсах тӑрӗ*, анчах кама пула ыттисем ҫылӑх тӑваҫҫӗ, ҫавна хуйхӑ ҫитӗ!
8 Аллу е уру ҫылӑх тума хӗтӗртет* пулсан, ӑна касса ывӑтса яр. Хӑвна икӗ аллупа е икӗ урупа ӗмӗр-ӗмӗр ҫунакан вута пӑрахнинчен алӑсӑр е урасӑр тӑрса юлса пурнӑҫ илни саншӑн лайӑхрах пулӗ.
9 Ҫавӑн пекех куҫу ҫылӑх тума хӗтӗртет* пулсан, ӑна чавса кӑлар та ывӑтса яр. Хӑвна икӗ куҫупа вутлӑ гееннӑна* пӑрахнинчен хӑрах куҫсӑр тӑрса юлса пурнӑҫ илни саншӑн лайӑхрах пулӗ.
10 Астӑвӑр, ҫак ахаль ҫынсем ҫине пӗрин ҫине те йӗрӗнсе ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен ангелӗсем тӳпере манӑн ҫӳлти Аттен сӑн-питне яланах курса тӑраҫҫӗ.
11 ——*
12 Мӗнле шутлатӑр, пӗр-пӗр ҫыннӑн 100 пуҫ сурӑх пулсан, вӗсенчен пӗри ҫухалса кайсан, ҫав ҫын 99-ӑшне тусем хушшинче хӑварса ҫухалнине шырама каймӗ-и?
13 Чӑнласах калатӑп сире: ҫав ҫын ӑна шыраса тупсан, уншӑн вӑл ҫухалман 99 сурӑхӗшӗн савӑннинчен те ытларах савӑнӗ.
14 Ҫавӑн пекех манӑн ҫӳлти Атте те* ҫак ахаль ҫынсенчен* пӗри те ан пӗттӗр тет.
15 Санӑн тӑвану сана хирӗҫ ҫылӑх турӗ пулсан, кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫса вӑл мӗн тӗрӗс мар тунине кала*. Вӑл сана итлерӗ пулсан, ку саншӑн тӑванна тупниех пулать*.
16 Итлемерӗ пулсан, хӑвпа пӗрле пӗр е икӗ ҫынна илсе кай, ҫапла вара кирек мӗнле ӗҫ те икӗ е виҫӗ ҫын каласа кӑтартнипе ҫирӗплентӗр.
17 Вӗсене те итлемесен, пухӑва пӗлтер. Пухӑва та итлемесен, ҫак ҫын саншӑн урӑх халӑх ҫынни пекех, налог пуҫтаракан пекех пултӑр.
18 Чӑн калатӑп сире: тӳпере мӗн ҫыхнине эсир ҫӗр ҫинче ҫыхӑр, тӳпере мӗн салтнине эсир ҫӗр ҫинче салтӑр.
19 Тата калатӑп сире: сирӗнтен иккӗшӗ пӗр-пӗр пӗлтерӗшлӗ япала ҫинчен кӗлтума калаҫса татӑлсан, манӑн ҫӳлти Атте вӗсем мӗн ыйтнине тӑвӗ.
20 Мӗншӗн тесен ӑҫта ман ятпа иккӗн е виҫҫӗн пуҫтарӑнаҫҫӗ, ҫавӑнта эпӗ те вӗсем хушшинче пулатӑп».
21 Унтан Иисус патне Пётр пынӑ та ыйтнӑ: «Ҫӳлхуҫа, хама хирӗҫ ҫылӑх тӑвакан тӑвана манӑн миҫе хутчен каҫармалла? Ҫичӗ хутчен-и?»
22 Иисус ӑна хуравланӑ: «Калатӑп сана, 7 хутчен мар, 77 хутчен* каҫармалла.
23 Ҫавӑнпа та ҫӳлти Патшалӑха патшапа танлаштарма пулать: вӑл хӑйӗн умӗнче парӑма юлнӑ чурисене хӑйсен парӑмӗсене татса пама хушнӑ.
24 Вӑл парӑмсене пуҫтарма тытӑнсан, ун патне пӗр ҫынна илсе пынӑ, унӑн патшана 10 000 талант* памалла пулнӑ.
25 Ҫав чуран тӳлесе татма укҫи пулманран патша ӑна хӑйне те, унӑн арӑмӗпе ачисене те, мӗнпур пурлӑхне те сутса парӑма татма хушнӑ.
26 Вара ҫав чура ун умне чӗркуҫленсе ларса тархасланӑ: „Кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп“.
27 Ҫав чурана шелленӗрен патша унӑн парӑмне каҫарнӑ та ӑна янӑ.
28 Ҫав чура патша патӗнчен тухсан тепӗр чурана шыраса тупнӑ, лешӗн ӑна 100 дина́ри* памалла пулнӑ. Вӑл ӑна ярса тытнӑ та: „Парӑмна йӑлтах тавӑрса пар!“ — тесе пӑвма пуҫланӑ.
29 Вара леш чура ун умне чӗркуҫленсе ларса тархаслама тытӑннӑ: „Кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп“.
30 Анчах вӑл кӗтесшӗн пулман, парӑмне тӳлесе татиччен ӑна тӗрмене хуптарнӑ.
31 Ҫавна курнӑ ытти чурасем питӗ кулянса ӳкнӗ, вара вӗсем кайнӑ та мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех патшана каласа панӑ.
32 Патша вара ҫав чурана чӗннӗ те каланӑ: „Усал чура, эсӗ мана тархасланӑ чухне эпӗ санӑн пӗтӗм парӑмна каҫартӑм.
33 Эпӗ сана хӗрхеннӗ пек, санӑн та хӑвӑн юлташна хӗрхенмелле марччӗ-и?“
34 Вара патша, ҫилли тулса ҫитнӗскер, ҫав чурана пӗтӗм парӑмне тӳлесе татиччен тӗрмене хупма хушнӑ.
35 Эсир хӑвӑр тӑванӑрсене чун-чӗререн каҫармасан, манӑн ҫӳлти Атте те хӑйне сирӗнпе ҫаплах тытӗ».
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗчӗкскерсенчен».
^ Е «такӑнсан».
^ Е «ашак ҫавӑракан арман чулӗ».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтаракан чулсемшӗн».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтаракан чулсем тупӑнсах тӑрӗҫ».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтарать».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтарать».
^ А3-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Е, тен, «сирӗн ҫӳлти Аҫӑр та».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗчӗкскерсенчен».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «питле ӑна».
^ Е «эсӗ тӑванна тӗрӗс ҫул ҫине тавӑртӑн».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «7 хут 70 таран».
^ 10 000 талант кӗмӗл 60 000 000 динарипе танлашнӑ. Пӗр дина́ри ӗҫлесе илес тесен ҫыннӑн пӗр кун ӗҫлемелле пулнӑ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.