Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

31-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эсир «ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана» кӗтсе пурӑнатӑр-и?

Эсир «ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана» кӗтсе пурӑнатӑр-и?

«Авраам ӗнтӗ Турӑ Хӑй тунӑ хулана — ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана — кӗтсе пурӑннӑ» (ЕВР. 11:10).

22-МӖШ ЮРӐ Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр!

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Нумай христианин Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе мӗн тӑвас тенӗ тата мӗншӗн?

ХАЛЬХИ вӑхӑтра миллион-миллион Иегова Свидетелӗ Турӑшӑн ӗҫлес тесе хӑйсене пӗртте шеллесе тӑмаҫҫӗ. Нумай тӑван мӑшӑрланас темен. Мӑшӑрланнисем ача ҫуратма васкамаҫҫӗ. Ачаллисем вара ансат пурнӑҫпа пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен пурин те пӗр тӗллев — вӗсем Иеговӑшӑн май килнӗ таран ытларах тӑвасшӑн. Вӗсем телейлӗ тата Иегова хӑйсене мӗн кирлине веҫех парасси пирки пӗртте иккӗленмеҫҫӗ. Иегова вара вӗсене пулӑшатех. Мӗншӗн эпир ҫакна ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр? Мӗншӗн тесен Иегова авалхи вӑхӑтра та хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн кирлипе тивӗҫтернӗ. Сӑмахран, вӑл Авраама, «пур ӗненекенӗн те ашшӗне», пилленӗ (Рим 4:11).

2. а) Еврейсем 11:8—10, 16 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн Авраам Ур хулинчен тухса кайма хатӗр пулнӑ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Авраам Ур хулинчи канлӗ пурнӑҫа хӑварма хатӗр пулнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл «ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана» кӗтсе пурӑннӑ. (Еврейсем 11:8—10, 16 вуласа парӑр.) Мӗнле хула-ши вӑл? Ӑна кӗтнӗ май Авраам мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ? Авраамран тата унран тӗслӗх илнӗ хальхи вӑхӑтри тӑвансенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

«ҪИРӖП НИКӖС ҪИНЧЕ ЛАРАКАН ЧАПЛӐ ХУЛА» МӖН ВӐЛ?

3. Авраам мӗнле хулана кӗтсе пурӑннӑ?

3 Авраам кӗтсе пурӑннӑ хула вӑл — Турӑ Патшалӑхӗ. Ҫак Патшалӑха Иисус Христос тата святой сывлӑшпа суйласа илнӗ 144 000 христианин кӗрет. Павел ҫак Патшалӑх пирки чӗрӗ Туррӑн хули, тӳпери Иерусалим, тенӗ (Евр. 12:22; Ӳлӗм. 5:8—10; 14:1). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫак Патшалӑх ҫинченех кӗлтума, вӑл килсе Туррӑн ирӗкне тӳпере кӑна мар, ҫӗр ҫинче те пурнӑҫлатӑр тесе кӗлтума вӗрентнӗ (Матф. 6:10).

4. Пултарни 17:1, 2, 6 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Авраам Иегова пама пулнӑ хула ҫинчен, е Патшалӑх ҫинчен, мӗн пӗлнӗ?

4 Турӑ Патшалӑхӗ мӗнле йӗркеленесси пирки Авраам пур вак-тӗвеке те пӗлнӗ-и? Ҫук. Ӗмӗрсем хушши ҫакӑ «вӑрттӑнлӑх» пулнӑ (Эф. 1:8—10; Кол. 1:25—27). Ҫапах та Авраам ун йӑхӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем патшасем пуласса пӗлнӗ, мӗншӗн тесен ҫапла пуласси пирки ӑна Иегова хӑй каланӑ. (Пултарни 17:1, 2, 6 вуласа парӑр.) Турӑ хӑйӗн сӑмахне тытасса Авраам хытӑ ӗненнӗ, вӑл Турӑ Суйласа Илнине, е Мессийӑна, Турӑ Патшалӑхӗн пулас Патшине, курнӑ тейӗн. Акӑ мӗншӗн Иисус иудейсене: «Авраам, сирӗн аҫӑр, питех те Ман кунӑма курасшӑнччӗ; курчӗ те — савӑнмаллипех савӑнчӗ» тенӗ (Иоанн 8:56). Авраам хӑйӗн йӑхӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем Иегова йӗркеленӗ Патшалӑхра патшасем пуласса питӗ лайӑх пӗлнӗ тата вӑл Иегова хайӗн сӑмахне пурнӑҫласса кӗтме хатӗр пулнӑ.

Авраам Иегова хӑйӗн сӑмахне тытасса ӗненни ӑҫтан курӑннӑ? (5-мӗш абзаца пӑхӑр)

5. Авраам Иегова тунӑ «хулана» кӗтнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

5 Авраам «хулана», е Турӑ йӗркеленӗ Патшалӑха, кӗтни ӑҫтан курӑннӑ? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл ҫӗр ҫинчи нимӗнле патшалӑхӑн гражданинӗ те пулса тӑман. Вӑл вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳренӗ, пӗр вырӑнтах тӗпленсе пурӑнман тата ҫӗр ҫинчи нимӗнле патша майлӑ та тӑман. Ҫавӑн пекех Авраам хӑйӗн патшалӑхне те тӑвасшӑн пулман. Вӑл Иеговӑна итлесе пурӑннӑ тата Иегова мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавӑ пурнӑҫланасса кӗтнӗ. Ҫапла майпа Авраам Иеговӑна хытӑ ӗненнине кӑтартнӑ. Айтӑр Авраамӑн мӗнле йывӑрлӑхсем пулнине тата эпир унран мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.

АВРААМӐН МӖНЛЕ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ ПУЛНӐ?

6. Ур мӗнле хула пулнӑ?

6 Авраам пурӑннӑ хула, Ур хули, пуян пулнӑ тата унта нумай хӑтлӑ ҫурт ларнӑ. Унти ҫынсем хӳтлӗхре пурӑннӑ. Хула тавра хулӑн та ҫӳллӗ хӳме ҫавӑрнӑ пулнӑ. Унӑн виҫӗ енчен вара шыв тултарнӑ тарӑн канав пулнӑ. Ур хулинче пурӑнакансем вӗреннӗ ҫынсем пулнӑ. Археологсем тупнӑ документсем ҫак хулара суту-илӳ вӑйлӑ аталаннӑ пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Ҫынсем хӑйсен ҫурчӗсене кирпӗчрен тунӑ, стенисене вара якатнӑ тата шуратнӑ. Хӑш-пӗр ҫуртсенче 13, 14 пӳлӗм пулнӑ тата картишсенче чул сарнӑ пулнӑ.

7. Мӗншӗн Авраамӑн хӑйне те, хӑйӗн ҫемйине те Иегова хӳтӗлессе ҫирӗп шанмалла пулнӑ?

7 Авраамӑн Иегова ӑна тата унӑн ҫемйине хӳтӗлессе ҫирӗп шанмалла пулнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсен Ур хулинчи хӑрушсӑр та канлӗ пурнӑҫа хӑварса Ханаан ҫӗрӗнче час-часах куҫса ҫӳремелле тата чатӑрсенче пурӑнмалла пулнӑ. Ҫӳллӗ хӳме те, тарӑн канав та Авраампа унӑн ҫемйине тек хӳтӗлемен. Кирек хӑш вӑхӑтра та вӗсем ҫине тӑшмансем тапӑнма пултарнӑ.

8. Пӗррехинче Авраамӑн мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тивнӗ?

8 Авраам веҫех Иегова хушнӑ пек тунӑ пулсан та унӑн йывӑрлӑхсем пулкаланӑ. Иегова ӑна ӑҫта кайма каланӑ, ҫав ҫӗрте питӗ вӑйлӑ выҫлӑх пуҫланнӑ. Питӗ йывӑр пулнӑран Авраам ҫемйипе пӗрле вӑхӑтлӑха Египета куҫса кайма шут тытнӑ. Египетра вара фараон Саррӑна качча илесшӗн пулнӑ, ӑна хӑйӗн патне кермене те илнӗ. Иегова фараона наказани париччен тата Саррӑна каялла тавӑриччен Авраам мӗн тери хытӑ пӑшӑрханнӑ пулӗ! (Пулт. 12:10—19).

9. Авраамӑн ҫемьере мӗнле йывӑрлӑхсем пулнӑ?

9 Авраамӑн ҫемьере те йывӑрлӑхсемсӗр пулман. Ун юратнӑ арӑмӗ Сарра ача ҫуратайман. Ҫакӑ вӗсен чӗрине нумай ҫул хушши ыраттарнӑ. Юлашкинчен вара Сарра Авраама хӑйӗн Агарь ятлӑ тарҫипе выртма ыйтнӑ. Ҫапла вӑл ача-пӑчаллӑ пуласшӑн пулнӑ. Йывӑр ҫын пулса тӑрсан Агарь хӑйӗн хуҫине, Саррӑна, хисеплеми пулнӑ. Вара Сарра Агаре хӗстерме пуҫланӑ, лешӗ вара унран тухса тарнӑ (Пулт. 16:1—6).

10. Мӗнле икӗ лару-тӑрура Авраама Иеговӑна шанма йывӑр пулма пултарнӑ?

10 Каярахпа Сарра хӑй те Авраама ывӑл ҫуратса панӑ, Авраам ӑна Исаак тесе ят панӑ. Авраам хӑйӗн икӗ ывӑлне те — Измаила та, Исаака та — юратнӑ. Анчах та Измаил хӑйне Исаакпа питӗ япӑх тытнӑ, вара Авраамӑн Измаилпа Агаре килтен кӑларса яма тивнӗ (Пулт. 21:9—14). Нумай ҫул иртсен Иегова Авраама хӑйӗн ывӑлне Исаака парнене кӳме ыйтнӑ (Пулт. 22:1, 2; Евр. 11:17—19). Ҫак икӗ лару-тӑрура та Авраамӑн Иеговӑна пӗтӗмпех шанмалла пулнӑ. Иегова Измаилпа Исаак пирки мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна пурнӑҫласса Авраамӑн ҫирӗп ӗненмелле пулнӑ.

11. Мӗншӗн Авраамӑн Иеговӑна тӳсӗмлӗн кӗтмелле пулнӑ?

11 Авраамӑн нумай ҫул хушши Иегова хӑйӗн сӑмахне тытасса тӳсӗмлӗн кӗтмелле пулнӑ. Хӑйӗн ҫемйипе пӗрле Уртан тухса кайнӑ чухне вӑл 70-тен иртнӗ пулнӑ пулас (Пулт. 11:31—12:4). Ҫӗр ҫул ытла Авраам Ханаан ҫӗрӗнче куҫса ҫӳресе чатӑрсенче пурӑннӑ. Вӑл 175 ҫулта вилнӗ (Пулт. 25:7). Авраам хӑйӗн ӑрӑвне Иегова пама пулнӑ ҫӗре панине курса юлайман. Тата хӑй кӗтнӗ «хула», е Турӑ Патшалӑхӗ, йӗркелениччен те пурӑнайман. Ҫавах та Библире каланӑ тӑрӑх, Авраам «ватӑлса ҫитсе, пурӑнӑҫпа тӑраниччен пурӑнса вилнӗ» (Пулт. 25:8). Авраамӑн нумай йывӑрлӑх тӳсме тивнӗ пулсан та, унӑн ӗненӗвӗ хавшаса кайман, вӑл Иеговӑна кӗтсе пурӑннӑ. Тӳсӗмлӗ пулма ӑна мӗн пулӑшнӑ? Пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе Иегова ӑна хӳтӗлекенӗ тата унӑн тусӗ пулнӑ (Пулт. 15:1; Ис. 41:8; Иак. 2:22, 23).

Иеговӑна хытӑ ӗненес тата тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен Туррӑн ӗҫлекенӗсем Авраампа Саррӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (12-мӗш абзаца пӑхӑр) *

12. Эпир пурте мӗн кӗтетпӗр? Малалла эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

12 Эпир те Авраам пекех «ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана» кӗтсе пурӑнатпӑр. Паллах, пирӗн вӑл йӗркеленессе кӗтмелле мар, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ 1914 ҫултан пуҫласа пӗлӗтре ертсе пырать (Ӳлӗм. 12:7—10). Эпир вӑл ҫӗр ҫинче те ертсе пырасса кӗтетпӗр. Ҫав вӑхӑта кӗтсе тӑнӑ май вара эпир, Авраампа Сарра пекех, тӗрлӗ йывӑрлӑхсене тӳссе ирттеретпӗр. Хальхи вӑхӑтри Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Авраамран тӗслӗх илме пултараҫҫӗ. «Хурал башнинчи» биографисене вуланӑ май эпир Авраампа Сарра пекех тӳсӗмлӗ те хытӑ ӗненекен нумай тӑван ҫинчен пӗлме пултаратпӑр. Айтӑр хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар та вӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине курар.

ВӖСЕМ АВРААМРАН ТӖСЛӖХ ИЛНӖ

Билл Уолден хӑйне шеллемесӗр Иеговӑшӑн ӗҫленӗ, Иегова вара ӑна пилленӗ

13. Билл Уолден тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

13 Хӑвӑра шеллемесӗр Иеговӑшӑн ӗҫлӗр. Турӑ Патшалӑхӗ пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пултӑр тетпӗр пулсан, пирӗн Авраам пекех Турра савӑнтарас тесе мӗн те пулин хӑварма хатӗр пулмалла (Матф. 6:33; Марк 10:28—30). Айтӑр Билл Уолден * ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. 1942 ҫулта унӑн университет пӗтерсе архитектор дипломне илмелле пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен университетри профессор пӗр фирмӑпа Била ӗҫе илесси пирки калаҫса татӑлнӑ, анчах та Билл унта ӗҫлеме килӗшмен. Карьера тӑвас вырӑнне эпӗ пӗтӗм вӑя хурса Турӑшӑн ӗҫлесшӗн тесе ӑнлантарнӑ вӑл. Каярахпа Билл патне ҫара кайма хут килнӗ. Вӑл мӗншӗн ҫара кайма килӗшменнине хисеплӗн ӑнлантарса панӑ. Ҫара кайманшӑн ӑна 10 000 доллар штраф панӑ тата пилӗк ҫуллӑха тӗрмене хупнӑ. Виҫӗ ҫултан ӑна ирӗке кӑларнӑ. Каярах, Галаад шкулне вӗренсе пӗтерсен, вӑл Африкӑра миссионер пулса ӗҫленӗ. Кайран Билл Ева ятлӑ тӑвана качча илнӗ. Африкӑра пурнӑҫ ҫӑмӑл пулман пулсан та, вӗсем малалла та миссионер ӗҫне пӗрле туса тӑнӑ. Темиҫе ҫул иртсен вӗсем Билл амӑшне пӑхма Пӗрлешӳллӗ Штатсене таврӑннӑ. Хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен Билл ҫапла каланӑ: «Иегова мана ҫав тери пысӑк чыс турӗ — эпӗ уншӑн 70 ҫул ытла ӗҫлеме пултартӑм. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ чухне чун хӗпӗртет. Иегова мана сӑваплӑ ӗҫе малти вырӑна хума пулӑшрӗ. Ҫакӑншӑн ӑна пӗрмай тав тӑвас килет». Эсир те сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑма пултаратӑр-и?

Элени тата Аристотелис Апостолидиссем хӑйсене Иегова ҫирӗплетнине туйса тӑнӑ

14, 15. Аристотелис тата Элени тӑвансенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

14 Хӑвӑр пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулмӗҫ тесе ан шутлӑр. Авраам тӗслӗхӗ пире Иеговӑшӑн пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе ӗҫлесе тӑракансен те йывӑрлӑхсем сиксе тухассине кӑтартса парать (Иак. 1:2; 1 Петр 5:9). Айтӑр Аристотелис Апостолидис * тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл 1946 ҫулта Грецире шыва кӗнӗ, 1952 ҫулта вара вӑл Элени тӑвана ҫураҫнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлесшӗн пулнӑ. Анчах та Элени чирлесе ӳкнӗ: тухтӑрсем унӑн пуҫ миминче шыҫӑ тупнӑ. Ӑна операци туса шыҫӑна касса илнӗ. Анчах та вӗсем мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен Эленин каллех шыҫӑ тупӑннӑ. Иккӗмӗш операци тунӑ хыҫҫӑн унӑн кӗлеткин хӑш-пӗр пайӗсем ӗҫлеме пӑрахнӑ тата вӑл йӗркеллӗ те ӑнланмалла калаҫма пултарайман. Сывлӑхӗ начар пулнине тата влаҫсем Иегова Свидетелӗсене хӗсӗрленине пӑхмасӑрах Элени хастарлӑн ырӑ хыпар сарнӑ.

15 Аристотелис хӑйӗн арӑмне 30 ҫул хушши пӑхнӑ. Ҫав ҫулсем хушшинче вӑл старейшина пулса ӗҫленӗ, конгрессенче тӗрлӗ комитетсенче пулӑшнӑ тата Патшалӑх залӗсене тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ. 1987 ҫулта Элени ырӑ хыпар сарнӑ чухне ӳксе хытӑ аманнӑ. Виҫӗ ҫул хушши тӑнсӑр выртнӑ хыҫҫӑн вӑл вилсе кайнӑ. Хӑй тӳссе ирттернӗ йывӑрлӑхсем ҫинчен Аристотелис ҫапла каланӑ: «Ман нумай хӗн-хур курма тиврӗ. Хӑш-пӗрисем кӗтмен-ҫӗртен йӑтӑнса анчӗҫ. Ҫак йывӑрлӑхсене пурне те чӑтса ирттерме манӑн питӗ тӳсӗмлӗ пулмалла пулчӗ. Иегова мана яланах кирлӗ чухлӗ вӑй парса тӑчӗ» (Пс. 93:18, 19). Иегова ниме пӑхмасӑр хӑйӗншӗн чуна парса ӗҫлекенсене питӗ юратать!

Одри Хайд пулас наградӑна асра тытнӑ

16. Нейтан Норр хӑйӗн арӑмне мӗнле канаш панӑ?

16 Наградӑна асра тытӑр. Авраам Иегова пама пулнӑ наградӑна асра тытнӑ. Ҫакӑ ӑна йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшнӑ. Одри Хайд * тӑвана та шанчӑка асра тытни тӳсӗмлӗ пулма пулӑшнӑ. Унӑн пӗрремӗш упӑшки, Нейтан Норр, рак чирӗпе чирлесе вилнӗ. Иккӗмӗш упӑшки вара, Гленн Хайд, Альцгеймер чирӗпе аптранӑ. Одри тӑван каланӑ тӑрӑх, ӑна Норр тӑван хӑй виличчен темиҫе эрне маларах каланӑ сӑмахсем пулӑшса тӑнӑ. Одри акӑ мӗн каласа панӑ: «Нейтан мана ҫапла аса илтерчӗ: „Эпир вилсен те пирӗн шанчӑк пӗтмест тата пирӗн урӑх асапланмалла пулмӗ“. Кайран вӑл мана: „Малалла пӑх. Сан шанчӑк ӑҫта, ҫавӑнта пӑх“,— тесе хавхалантарчӗ. [...] Тата вӑл: „Ыттисемшӗн тӑрӑш, ҫакӑ сана савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшӗ“,— терӗ». Мӗнле лайӑх канаш! Пирӗн ыттисене пулӑшмалла тата шанчӑк пуррипе йӑпанмалла (Рим 12:12).

17. a) Мӗншӗн пирӗн хальхи вӑхӑтра награда ҫинчен шухӑшламалла? ӑ) Михей 7:7-мӗшӗ тӑрӑх, Иеговӑран награда илес тесен пирӗн мӗн тумалла?

17 Паян пирӗн нихҫанхинчен те ытларах награда ҫинчен шухӑшламалла. Тӗнчери событисене пӑхсан эпир юлашки кунсен вӗҫӗнче пурӑнни уҫҫӑн курӑнать. Кӗҫех «ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хула» ҫӗр ҫинче ертсе пырасса урӑх кӗтмелле пулмӗ. Пире нумай пиллӗх кӗтет. Вӗсенчен пӗри вӑл — вилнӗ ҫывӑх ҫынсем чӗрӗлсе тӑни. Ун чухне Авраам та хӑй хытӑ ӗненнӗшӗн тата тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн награда илӗ. Иегова ӑна та, унӑн ҫемйине те ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗртсе тӑратӗ. Сирӗн вӗсене кӗтсе илес килет-и? Авраам пекех Турӑ Патшалӑхӗшӗн мӗн те пулин хӑварма хатӗр пулатӑр пулсан, йывӑр вӑхӑтра та ҫирӗп ӗненетӗр пулсан тата Иеговӑна чӑтӑмлӑн кӗтетӗр пулсан, эсир вӗсене курма пултаратӑр. (Михей 7:7 вуласа парӑр.)

74-МӖШ ЮРӐ Патшалӑх юррине пӗрле юрлар!

^ 5 абз. Иегова мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсем пурнӑҫланасса кӗтнӗ май пирӗн чӑтӑмлӑх пӗтме пултарать, хӑш-пӗрисен вара ӗненӳ те хавшама пултарать. Авраамӑн тата хальхи вӑхӑтри Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем пире чӑтӑмлӑ пулма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Ватӑ упӑшкипе арӑмӗ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Ҫирӗп ӗненме вӗсене пулас награда ҫинчен шухӑшлани пулӑшать.