Марк 10:1—52
-
Мӑшӑрланни тата уйрӑлни (1—12)
-
Иисус ачасене пиллет (13—16)
-
Пуян арҫыннӑн ыйтӑвӗ (17—25)
-
Турӑ Патшалӑхӗшӗн мӗн-мӗн хӑварма хатӗр пулмалла? (26—31)
-
Иисус каллех хӑй вилесси ҫинчен калать (32—34)
-
Иаковпа Иоанн Турӑ Патшалӑхӗнче хӑйсене хисеплӗ вырӑнсене лартма ыйтаҫҫӗ (35—45)
-
Иисус — нумайӑшне тӳлесе илме панӑ парне (45)
-
-
Иисус суккӑр Вартимея сыватать (46—52)
10 Иисус унтан кайнӑ та Иорда́н леш енне, Иудейӑпа чикӗллӗ ҫӗре, ҫитнӗ. Ун патне каллех халӑх пуҫтарӑннӑ, вара вӑл яланхи пекех вӗсене вӗрентме пуҫланӑ.
2 Ун патне фарисейсем пынӑ та, ӑна тӗрӗслесе пӑхмашкӑн, арҫыннӑн хӑйӗн арӑмӗпе уйрӑлма ирӗк пур-и тесе ыйтнӑ.
3 Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Моисей мӗн хушнӑ сире?»
4 Вӗсем каланӑ: «Моисей уйрӑлу хучӗ ҫырса арӑмран уйрӑлма ирӗк панӑ».
5 Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир хытӑ чӗреллӗ пулнӑран вӑл сире валли ҫак заповеде ҫырса панӑ.
6 Анчах та малтан, ҫынсене тунӑ чухне, „Турӑ* арҫынпа хӗрарӑма тунӑ“.
7 „Ҫавӑнпа арҫын ашшӗпе амӑшне хӑварӗ те,
8 иккӗшӗ пӗр кӗлетке* пулса тӑрӗҫ“, ҫапла ӗнтӗ вӗсем текех иккӗн мар, пӗр кӗлетке*.
9 Эппин, Турӑ мӗн пӗрлештернӗ, ҫавна* ҫын ан уйӑртӑр».
10 Вӗсем пӳртре пулнӑ чухне вӗренекенӗсем унран ҫакӑн ҫинчен ыйтма пуҫланӑ.
11 Вӑл вӗсене каланӑ: «Кам хӑйӗн арӑмӗнчен уйрӑлса тепӗр хӗрарӑма качча илет, ҫавӑ аскӑн ӗҫ туса малтанхи арӑмне улталать.
12 Хӗрарӑм та хӑйӗн упӑшкинчен уйрӑлса урӑххине качча кайсан, аскӑн ӗҫ туса хӑйӗн мӑшӑрне улталать».
13 Иисус аллипе сӗртӗнсе пиллетӗр тесе ҫынсем ун патне хӑйсен ачисене илсе пынӑ, анчах та вӗренекенӗсем вӗсене ӳпкеленӗ.
14 Ҫакна курсан Иисус кӑмӑлсӑрланса вӗсене каланӑ: «Ачасем ман пата килччӗр, ан чарӑр вӗсене, Турӑ Патшалӑхӗ — ҫавӑн пеккисем валли.
15 Чӑн калатӑп сире: кам Турӑ Патшалӑхне ача пек йышӑнмасть, ҫавӑ унта кӗреймӗ».
16 Унтан вӑл ачасене ыталаса, вӗсем ҫине ал хурса пиллеме пуҫланӑ.
17 Иисус ҫулпа пынӑ чухне пӗр ҫын чупса пынӑ та ун умне чӗркуҫленсе ларса: «Ырӑ Вӗрентекен, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес* тесен манӑн мӗн тумалла?» — тесе ыйтнӑ.
18 Иисус ӑна каланӑ: «Мӗншӗн эсӗ мана ырӑ тетӗн? Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар.
19 Эсӗ ҫак заповедьсене пӗлетӗн вӗт: ан вӗлер, аскӑн ӗҫ туса мӑшӑрна ан ултала, ан вӑрла, ыттисем пирки суйса ан кала, ан ултала, аҫупа аннӳне хисепле».
20 Ҫав ҫын ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, ҫаксене пурне те эпӗ ачаранпах тытса тӑратӑп».
21 Иисус ун ҫине пӑхса, ӑна юратса ҫапла каланӑ: «Сана пӗр япала ҫитмест: кай та хӑвӑн пӗтӗм пурлӑхна сутса укҫуна чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн тӳпере пуянлӑх пулӗ. Унтан кил те ман хыҫҫӑн пыр».
22 Ҫак сӑмахсене илтсен ҫав ҫыннӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ, вара вӑл салхуллӑн утса кайнӑ, мӗншӗн тесен вӑл питӗ пуян пулнӑ.
23 Иисус йӗри-тавра тӑракансем ҫине пӑхса илнӗ те хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗме мӗн тери йывӑр пулӗ!»
24 Вӗренекенӗсем унӑн сӑмахӗсенчен тӗлӗннӗ. Вара Иисус каланӑ: «Ачасем, Турӑ Патшалӑхне кӗме ҫав тери йывӑр!
25 Пуян ҫынна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах».
26 Вӗсем тата хытӑрах тӗлӗнсе кайнӑ та унран*: «Кам-ха вара ҫӑлӑнма пултарӗ?» — тесе ыйтнӑ.
27 Иисус вӗсем ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: «Ҫынсен шучӗпе ҫакна тума май ҫук, анчах Турӑ пурне те тума пултарать».
28 Пётр ӑна каланӑ: «Акӑ эпир пурне те хӑвартӑмӑр та сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр».
29 Иисус вара каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: кам маншӑн тата ырӑ хыпаршӑн кил-ҫуртне, е пиччӗш-шӑллӗне, е аппӑш-йӑмӑкне, е амӑшне, е ашшӗне, е ачисене, е уй-хирне хӑварнӑ,
30 ҫавӑ халех, ҫак вӑхӑтрах, хӗсӗрленӗ хушӑрах кил-ҫуртне, пиччӗш-шӑллӗне, аппӑш-йӑмӑкне, амӑшне, ачисене тата уй-хирне 100 хут ытларах илӗ, пуласлӑхра* вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗ.
31 Малтисенчен нумайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем малта пулӗҫ».
32 Вӗсем Иерусалималла хӑпаракан ҫулпа пынӑ. Иисус малта утнӑ. Вӗренекенӗсем тӗлӗннӗ, хыҫалта пыракансем вара хӑрама пуҫланӑ. Вӑл каллех вуниккӗшне айккинелле илсе кайнӑ та хӑйӗнпе мӗн пулса иртмелли ҫинчен каласа пама пуҫланӑ:
33 «Эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, унта Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисен аллине тытса парӗҫ. Вӗсем ӑна суд туса вӗлерме йышӑнӗҫ, унтан ӑна урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ.
34 Вӗсем унран мӑшкӑлласа кулӗҫ, ун ҫине сурӗҫ, ӑна чӗн пушӑпа хӗнӗҫ тата ӑна вӗлерӗҫ, анчах виҫӗ кунран вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ».
35 Иаковпа Иоанн, Зеведе́й ывӑлӗсем, ун патне пынӑ та каланӑ: «Вӗрентекен, эпир сана пире валли пӗр япала тума ыйтасшӑн».
36 Вӑл вӗсене каланӑ: «Манӑн сире валли мӗн тумалла?»
37 Вӗсем хуравланӑ: «Эсӗ мухтава тухсан, пирӗнтен пӗрне хӑвӑн сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лармалла тусамччӗ».
38 Анчах Иисус вӗсене каланӑ: «Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпӗ ӗҫекен куркаран ӗҫме е эпӗ мӗн тӳснине тӳссе ирттерме* пултаратӑр-и?»
39 Вӗсем ӑна: «Пултаратпӑр», — тенӗ. Вара Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ ӗҫекен куркаран эсир ӗҫӗр, эпӗ мӗн тӳснине те тӳссе ирттерӗр*.
40 Анчах кам манӑн сылтӑм енне, кам сулахай енне ларасси манран килмест. Ҫав вырӑнсене камсем валли хатӗрлесе хунӑ, унта ҫавсем ларӗҫ».
41 Ҫакна илтсессӗн тепӗр 10 вӗренекенӗ Иаковпа Иоанн ҫине тарӑхса кайнӑ.
42 Иисус вара вӗсене хӑйӗн патне чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, халӑхсен пуҫлӑхӗсем* ҫынсемпе хуҫаланаҫҫӗ, вӗсен аслӑ ҫыннисем вӗсене хӑйсен аллинче тытса тӑраҫҫӗ.
43 Анчах сирӗн хушшӑрта кун пек пулмалла мар. Кам сирӗн хушшӑрта асли пуласшӑн, ҫавӑн сирӗншӗн тарҫӑ пулмалла.
44 Кам сирӗн хушшӑрта малти пуласшӑн, ҫавӑн пуриншӗн те чура пулмалла.
45 Этем Ывӑлӗ те хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, вӑл ыттисемшӗн ӗҫлеме тата нумайӑшне тӳлесе илмешкӗн хӑйӗн пурнӑҫне пама килнӗ».
46 Унтан вӗсем Иерихона ҫитнӗ. Иисус, унӑн вӗренекенӗсем тата йышлӑ халӑх Иерихонран тухнӑ чухне ҫул хӗрринче пӗр суккӑр ыйткалакан, Тиме́й ывӑлӗ Вартиме́й, ларнӑ.
47 Ку Назаре́т Иисусӗ пулнине илтсен вӑл: «Давид Ывӑлӗ, Иисус, хӗрхенсем мана!» — тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ.
48 Нумайӑшӗ ӑна шӑпланма хушнӑ, анчах вӑл: «Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана!» — тесе тата хытӑрах кӑшкӑрнӑ.
49 Иисус чарӑнса тӑнӑ та: «Чӗнсе килӗр ӑна», — тенӗ. Вара ҫынсем ҫав суккӑр ҫынна чӗннӗ те ӑна: «Ан хӑра, тӑр, вӑл сана чӗнет», — тенӗ.
50 Вӑл хӑйӗн ҫиелти тумтирне хывса пӑрахса сиксе тӑнӑ та Иисус патне пынӑ.
51 Иисус ӑна каланӑ: «Мӗн тумалла манӑн сан валли?» Суккӑр ҫын ӑна каланӑ: «Вӗрентекенӗм*, мана каллех куракан тусам».
52 Вара Иисус ӑна каланӑ: «Каях, ху ӗненни сыватрӗ сана». Вӑл ҫав самантрах куракан пулнӑ та Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑл».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр сӳсмен тӑхӑнтартса пӗрлештернине».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӗмӗрлӗх пурнӑҫа еткерлӗхе илес».
^ Е, тен, «пӗр-пӗринчен».
^ Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «эпӗ шыва кӗнӗ пек шыва кӗме».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «эпӗ шыва кӗнӗ пек те шыва кӗрӗр».
^ Е «камсем халӑхсен пуҫлӑхӗсем шутланаҫҫӗ, ҫавсем».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «раввуни́».