1 Пётр 5:1—14
5 Ҫавӑнпа ӗнтӗ, эпӗ хам та старейшина пулнӑран, Христос асапланнине курнӑран тата пурте курас мухтава сирӗнпе пӗрле илекен пулнӑран, сирӗн хушшӑрти старейшинӑсене тархасласа калатӑп:
2 старейшинӑсем* пулса ӗҫлесе хӑвӑра шанса панӑ Туррӑн кӗтӗвне пӑхӑр, ҫакна тумалла пулнӑран мар, кӑмӑлтан тӑвӑр, мӗншӗн тесен ҫакӑ Турра юрӑхлӑ. Ҫак тивӗҫе хӑвӑр валли усӑ илес тесе мар, чунтан тӑрӑшса туса тӑрӑр.
3 Вӗсемпе — Туррӑн харпӑрлӑхӗпе* — ан хуҫаланӑр, ун вырӑнне кӗтӳшӗн тӗслӗх пулӑр.
4 Вара, аслӑ кӗтӳҫӗ килсен, эсир мухтавӑн нихҫан шанми пуҫ кӑшӑлне илетӗр.
5 Ҫавнашкалах эсир те, ҫамрӑк арҫынсем, хӑвӑртан аслӑрах арҫынсене* пӑхӑнса тӑрӑр. Эсир пурте пӗр-пӗрин умӗнче хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр*, мӗншӗн тесен Турӑ хӑйсене мӑнна хуракансене хирӗҫ тӑрать, хӑйсене кӗҫӗне хуракансене вара виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартать.
6 Ҫавӑнпа ӗнтӗ хӑвӑра кӗҫӗне хурса хӑватлӑ Турра* пӑхӑнӑр, вара вӑхӑчӗ ҫитсен вӑл сире асла кӑларӗ.
7 Хӑвӑрӑн пӗтӗм хуйха* ӑна шанса парӑр*, мӗншӗн тесен вӑл сирӗншӗн тӑрӑшать.
8 Ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр, сыхӑ тӑрӑр! Сирӗн тӑшман, Шуйттан*, мӗкӗрекен арӑслан пек, кама та пулин ҫӑтасшӑн ҫӳрет.
9 Ҫирӗп ӗненсе ӑна хирӗҫ тӑрӑр. Пӗлетӗр ӗнтӗ, тӗнчери тӑвансем пурте* ҫакӑн пек асапсем кураҫҫӗ.
10 Эсир кӑштах асапланнӑ хыҫҫӑн пӗтӗм виҫесӗр ырӑлӑхӑн Турри, сире Христос урлӑ ӗмӗрлӗх мухтав пама чӗнсе илнӗскер, сире пӗтӗмпех вӗрентсе ҫитерӗ. Вӑл сире ҫирӗплетӗ, вӑйлӑ тӑвӗ, тӗреклентерӗ.
11 Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех хӑватлӑ. Аминь.
12 Ҫак кӗске ҫырӑва мана Силуа́н* ҫырма пулӑшрӗ, вӑл шанчӑклӑ тӑван. Ҫак ҫырупа эпӗ сире хавхалантарас терӗм тата Турӑ хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне сире чӑнах та кӑтартни ҫинчен шантарса калас терӗм. Унӑн ырӑлӑхӗнче ҫирӗп тӑрӑр.
13 Вавилонри хӑвӑр пекех суйласа илнӗскерӗ* тата Марк ывӑлӑм сире салам яраҫҫӗ.
14 Пӗр-пӗрне юратса чуптуса саламлӑр.
Сире пурне те, Христоспа пӗрлӗхре тӑракансене, мир* пултӑр.
Сноскӑсем
^ Грекла эпи́скопос. Словарьте «Старейшина» статьяна пӑхӑр.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «еткерӗпе».
^ Е «старейшинӑсене».
^ Е «хӑвӑра кӗҫӗне хурассине тӑхӑнӑр; хӑвӑра кӗҫӗне хурассине пилӗке ҫыхӑр».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Туррӑн хӑватлӑ аллине».
^ Е «пӑшӑрханусене пурне те».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ун ҫине пӑрахӑр».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».
^ Е «пӗтӗм тӑванлӑх».
^ Ӑна тата Си́ла тесе чӗннӗ.
^ Грек текстӗнче усӑ курнӑ местоимени хӗрарӑма пӗлтерет, вӑл Вавилонри пухӑва пӗлтерет пулмалла.
^ Е «канӑҫлӑх».