Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова «сирӗншӗн тӑрӑшать»

Иегова «сирӗншӗн тӑрӑшать»

ИЕГОВА пирӗншӗн чӑннипе тӑрӑшни пирки иккӗленмелли ҫук. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫакӑн ҫинчен Библире уҫҫӑн каланӑ. 1 Петр 5:7-мӗшӗнче: «Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна шанса тӑрӑр»,— тенӗ. Ку сӑмахсем тӗрӗссине пире мӗн ӗнентерет?

ИЕГОВА ПИРЕ МӖН КИРЛИПЕ ТИВӖҪТЕРСЕ ТӐРАТЬ

Иеговӑран тӗслӗх илсе ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ пулӑр

Эпир хамӑрӑн чи лайӑх туссенче мӗнле лайӑх енсене хаклатпӑр, ҫав паха енсенех Турӑ та кӑтартать. Ҫынсем пӗр-пӗринпе ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑран вӗсем час-часах ҫывӑх туссем пулса тӑраҫҫӗ. Иегова пире кашни кун нумай ырӑлӑх кӑтартать. Акӑ пӗр тӗслӗх: «Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне те сӑваплисем ҫине те, сӑвапсӑррисем ҫине те ҫутарать» (Матф. 5:45). Хӗвел ҫутипе ҫумӑр мӗншӗн питӗ кирлӗ? Сӑмахран, хӗвел ӑшӑтнине, ҫумӑр шӑварса тӑнине пула Иегова пире тӗрлӗ ҫимӗҫпе тӑрантарать, пирӗн чӗресене савӑнтарать (Ап. ӗҫ. 14:17). Чӑнах та, Иегова тӑрӑшнипе ҫӗр пире тем тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ ӳстерсе парать, эпир вара тутлӑ апат ҫисе киленме пултаратпӑр.

Мӗншӗн вара нумай ҫын выҫлӑхпа асапланать? Мӗншӗн тесен влаҫра ларакансем час-часах ҫынсемшӗн тӑрӑшас вырӑнне влаҫшӑн ҫеҫ кӗрешеҫҫӗ тата укҫашӑн ҫунаҫҫӗ. Иегова кӗҫех ҫӑткӑн ҫынсене пӗтерӗ, хальхи политика системи вырӑнне вара хӑйӗн Ывӑлӗ ертсе пыракан пӗлӗтри Патшалӑх пулӗ. Ун чухне никам та выҫӑ лармӗ. Анчах та халӗ, ҫав вӑхӑт ҫитиччен, Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрать (Пс. 36:25). Ҫакӑ Иегова пирӗншӗн тӑрӑшнине кӑтартмасть-и вара?

ИЕГОВА ПИРӖНШӖН ВӐХӐТНЕ ШЕЛЛЕМЕСТ

Иеговӑран тӗслӗх илсе ыттисемшӗн вӑхӑта ан шеллӗр

Туссене вӑхӑта пӗрле ирттерме килӗшет. Лайӑх юлташсем иккӗшне те интереслентерекен япаласем ҫинчен пӗр чарӑнми калаҫма пултараҫҫӗ. Эпир тусӑмӑра хамӑрӑн йывӑрлӑхсем тата пӑшӑрханусем ҫинчен каласа парасшӑн пулсан, вӑл пире итлеме хатӗр. Иегова ҫинчен вара ҫапла калама пулать-и? Паллах, пулать! Вӑл пирӗн кӗлӗсене тимлӗн итлет. Акӑ мӗншӗн Библи пире ҫапла чӗнсе калать: «Ялан Турра кӗлтӑвӑр», «чарӑнмасӑр кӗлтӑвӑр» (Рим 12:12; 1 Фес. 5:17).

Пирӗн кӗлӗсене итлеме Иегова вӑхӑтне шеллемест. Библири пӗр тӗслӗхе аса илер. Апостолсене суйласа илес умӗн Иисус «ҫӗрӗпе Турра кӗлтунӑ» (Лука 6:12). Ҫав кӗлӗре Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсенчен нумайӑшне ятран асӑннӑ пулӗ, вӗсен лайӑх енӗсем тата ҫитменлӗхӗсем ҫинчен шухӑшласа Ашшӗнчен апостолсене суйласа илме пулӑшу ыйтнӑ. Тул ҫутала пуҫланӑ ҫӗре апостол пулма кам юрӑхлӑраххине Иисус пӗлнӗ те ӗнтӗ. Эпир чун-чӗререн кӗлтунине итлеме Иеговӑна килӗшет (Пс. 64:3). Ҫын хӑйне пӑшӑрхантарни ҫинчен сехечӗ сехечӗпе каласа парать пулсан та, Иегова вӑхӑт ҫине пӑха-пӑха илмест, ӑна тимлӗ итлет.

ТУРӐ КАҪАРМА ХАТӖР

Иеговӑран тӗслӗх илсе каҫарма хатӗр пулӑр

Ҫывӑх туссене те пӗр-пӗрне каҫарма йывӑр пулма пултарать. Кӳрентернине манайман пирки нумай ҫул хушши пыракан туслӑх та хӑш-пӗр чухне татӑлать. Анчах та Иегова пирки ҫапла калаймӑн. Библире тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене пурне те Иеговӑран каҫару ыйтма чӗнсе каланӑ, мӗншӗн тесен «Вӑл нумай ырӑлӑхлӑ» (Ис. 55:6, 7). Мӗншӗн Иегова пире каҫарма хатӗр?

Хӑйӗн иксӗлми юратӑвне пула, паллах. Тӗнчене питӗ юратнӑран вӑл этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе хӑйӗн Ывӑлне, Иисуса, панӑ (Иоанн 3:16). Христосӑн тӳлесе илме панӑ парнине пула Иегова яланах каҫарма хатӗр. Иоанн апостол ҫырнӑ: «Ҫылӑхӑмӑрсене йышӑнса каласа кӑтартатпӑр пулсассӑн, Вӑл Хӑй тӗрӗс те тӳрӗ пулнӑран пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене каҫарӗ» (1 Иоанн 1:9). Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫынсем Туррӑн тусӗсем пулса тӑма пултараҫҫӗ. Ҫакна пӗлни чуна ӑшӑтать.

ЙЫВӐР ВӐХӐТРА ВӐЛ ПУЛӐШМА ХАТӖР

Иеговӑран тӗслӗх илсе йывӑр вӑхӑтра пулӑшӑр

Йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен чӑн-чӑн тус пулӑшасси пирки иккӗленместӗн. Иегова пирки вара мӗн калама пулать? Псалом 36:24-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Вӑл [Туррӑн ӗҫлекенӗ] ӳке пуҫласан та йӑванса каймӗ — Ҫӳлхуҫа ӑна аллинчен тытса тӑрать». Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене тӗрлӗ майпа пулӑшать. Кариб тинӗсӗнчи Санта-Крус утравӗ ҫинче мӗн пулса иртнине пӑхса тухар.

Унта пӗр хӗрача пурӑннӑ. Пӗрле вӗренекенсем унран кулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑна кӳрентерес мар тесе ялава чыслама килӗшмен. Иеговӑна кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӑл класс умӗнче ҫак темӑпа доклад туса пама шут тытнӑ. Библи калавӗсене ҫырса панӑ кӗнекепе усӑ курса вӑл Седрах, Мисах тата Авденаго тӗслӗхӗ хӑй ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен каласа панӑ. Вӑл каланӑ: «Иегова ҫав виҫӗ еврее хӳтӗленӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ылтӑн кӗлеткене пуҫҫапман». Унтан вӑл ҫав кӗнекене пӗрле вӗренекенсене сӗннӗ, вара вунпӗрӗшӗ илме килӗшнӗ. Ҫав хӗрача хӑй мӗне ӗненни ҫинчен каласа пама тата ҫӑмӑл мар темӑна лайӑх ӑнлантарса пама пултарнишӗн питӗ савӑннӑ.

Иегова хӑвӑршӑн тӑрӑшни пирки иккӗленчӗк шухӑшсем ҫуралсан, Псалом 33:18—20; 54:23 тата 144:18, 19-мӗшӗсенчи сӑмахсем ҫинчен шухӑшлӑр. Нумай ҫул хушши ӗҫлесе тӑракан тӑвансене вӗсемшӗн Турӑ мӗнле тӑрӑшни ҫинчен каласа пама ыйтӑр. Питӗ йывӑр килсен вара Иеговӑна кӗлтуса хӑвӑрӑн чӗрене уҫса парӑр. Вара эсир Турӑ хӑвӑршӑн тӑрӑшнине куратӑрах.