Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерӗр

Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерӗр

«Хамӑн мӗн тумаллине ҫеҫ — ...Турӑ тивлечӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарассине — туса ҫитересчӗ тетӗп» (АП. ӖҪ. 20:24).

ЮРӐСЕМ: 10, 25

1, 2. Турӑ кӑтартнӑ пысӑк ырӑлӑхшӑн пархатарлӑ пулнине Павел мӗнле кӑтартнӑ?

ПАВЕЛ апостол пӗррехинче каланӑ: «Унӑн тивлечӗ манра сая каймарӗ». (1 Коринф 15:9, 10 вуласа пар.) Турӑ кӑтартнӑ пысӑк ырӑлӑха хӑй тивӗҫлӗ пулманнине Павел питӗ лайӑх ӑнланнӑ, мӗншӗн тесен унччен вӑл христиансене хаяррӑн хӗсӗрленӗ.

2 Хӑй виличчен кӑшт маларах Павел хӑйпе пӗрле ӗҫленӗ Тимофей патне ҫырнӑ: «Тавах хама вӑй панӑ Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑра: Вӑл мана шанчӑклӑ ҫын вырӑнне хурса Хӑйне ӗҫлесе тӑраканӗ турӗ» (1 Тим. 1:12—14). Павел мӗнле ӗҫ пирки каланӑ? Ҫакӑн ҫинчен вӑл Эфесри старейшинӑсене ӑнлантарнӑ: «Пурӑнӑҫӑм маншӑн ниме те тӑмасть, хамӑн мӗн тумаллине ҫеҫ — Иисус Ҫӳлхуҫамӑртан илнӗ ӗҫӗме: Турӑ тивлечӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарассине — туса ҫитересчӗ тетӗп» (Ап. ӗҫ. 20:24).

3. Павела мӗнле ӗҫ шанса панӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

3 Павел мӗнле «ырӑ хыпар» пӗлтерсе ҫӳренӗ тата ҫав хыпартан Иегова пысӑк ырӑлӑхлӑ пулни мӗнле курӑнса тӑнӑ? Ҫавӑн ҫинчен вӑл Эфесри христиансем патне ҫырнӑ: «Турӑ мана сирӗншӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн тивлет панине... илтнӗ эсир» (Эф. 3:1—3). Иисус Павела урӑх халӑх ҫыннисем те Мессианла Патшалӑхра Христоспа пӗрле ертсе пыма пултарасси ҫинчен ырӑ хыпара пӗлтерме хушнӑ. (Эфес 3:5—8 вуласа пар.) Хӑйне шанса панӑ ӗҫе хастар туса тӑнипе Павел хальхи вӑхӑтри христиансемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ тата ҫакӑнтан Турӑ ӑна пысӑк ырӑлӑх кӑтартни сая кайманни курӑнать.

ТУРРӐН ПЫСӐК ЫРӐЛӐХӖ СИРЕ МӖН ТУМА ХАВХАЛАНТАРАТЬ?

4, 5. Мӗншӗн «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен» калакан ырӑ хыпар пирки «Турӑ тивлечӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар» теме пулать?

4 Пӗтес вӑхӑт ҫывхарса килнӗ май Иеговӑн ӗҫлекенӗсене «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен» ырӑ хыпара «пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе» ҫӳреме хушнӑ (Матф. 24:14). Ҫак хыпар пирки «Туррӑн тивлечӗ», е пысӑк ырӑлӑхӗ, ҫинчен калакан хыпар теме пулать, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ илсе килекен пиллӗхсене эпир Иегова Христос урлӑ пысӑк ырӑлӑх кӑтартнине пула ҫеҫ илме пултаратпӑр (Эф. 1:3). Туррӑн ырӑлӑхӗшӗн пархатарлӑ пулнине ырӑ хыпара Павел пекех хастаррӑн сарнипе кӑтартатпӑр-и эпир? (Рим 1:14—16 вуласа пар.)

5 Унчченхи статьяран эпир Иегова пысӑк ырӑлӑхлӑ пулнӑран пире, ҫылӑхлӑ ҫынсенех, мӗнле пиллӗхсем пани ҫинчен пӗлтӗмӗр. Пирӗн яваплӑх вара — Иегова пире юратни ҫинчен тата ҫакӑ кашни ҫынна мӗнле пырса тивни ҫинчен вӑя шеллемесӗр ыттисене каласа парасси. Ыттисем те Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗшӗн пархатарлӑ пулччӑр тесе эпир вӗсене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

ХРИСТОС ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ХЫПАРА ПӖЛТЕРӖР

6, 7. Тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен ҫынсене ӑнлантарса пани мӗншӗн Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерни пулать?

6 Ку тӗнчери ҫынсем мӗн тӑвас килет, ҫавна тӑваҫҫӗ, ҫылӑх тунӑшӑн вара пӑшӑрханмаҫҫӗ, ҫавӑнпа этемлӗхе ҫылӑхран тӳлесе илмеллине те ӑнланмаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах чылайӑшӗ хӑйсем пурӑнас килнӗ пек пурӑнни чӑн-чӑн телей кӳменнине кураҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсемпе калаҫиччен ҫынсем нумайӑшӗ ҫылӑх мӗнне те, вӑл пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳнине те, ҫылӑх чуралӑхӗнчен тухас тесен мӗн тумаллине те ӑнланман. Ҫавна ӑнланма пуҫласан, ҫавӑн пекех этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарма Иегова, пысӑк ырӑлӑхлӑ пулнипе тата ҫынсене юратнипе, хӑйӗн Ывӑлне яни ҫинчен пӗлсен ҫав тӳркӑмӑллӑ ҫынсем питӗ савӑннӑ (1 Иоанн 4:9, 10).

7 Павел Иеговӑн юратнӑ Ывӑлӗ ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Ывӑлӗ пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илни, Унӑн ырӑлӑхӗ тулли пулни пирӗн ҫылӑхсене каҫармалла турӗ» (Эф. 1:7, ҪХ). Тӳлесе илме панӑ парне Турӑ нумай ырӑлӑхлӑ пулнине тата пире хытӑ юратнине кӑтартать. Иисус хӑйӗн юнӗпе этемлӗхе тӳлесе илнине ӗненсен пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнаҫҫӗ, совесть те таса пулать. Ҫакна пӗлни пирӗн чуна мӗн тери лӑплантарать! (Евр. 9:14.) Ку чӑнах та ырӑ хыпар, ӑна ыттисене те каласа памаллах!

ЫТТИСЕНЕ ИЕГОВӐПА ХӐЙСЕН ХУШШИНЧИ ТУСЛӐХА АТАЛАНТАРМА ПУЛӐШӐР

8. Мӗншӗн ҫылӑхлӑ ҫынсен Турӑпа килӗштермелле?

8 Пирӗн ҫынсене вӗсен те хӑйсене Пултараканпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма май пурри ҫинчен каласа памалла. Ку пирӗн яваплӑх. Христосӑн каҫарттаракан парнине ӗненмен ҫынна Турӑ хӑйӗн тӑшманӗ вырӑнне хурать. Иоанн апостол ҫырнӑ: «Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать; Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать» (Иоанн 3:36). Телее, Христосӑн каҫарттаракан парнине пула эпир Турӑпа мирлешме пултаратпӑр. Павел ҫырнӑ: «Кӑмӑлӑр усал ӗҫсем енне туртнӑ пирки эсир ӗлӗк Турӑран ютшӑнса Унӑн тӑшманӗ пулса пурӑнаттӑрччӗ; Хӑй умне кӑлтӑксӑр, айӑпсӑр, таса халлӗн тӑратас тесе, Турӑ халӗ сире те этем пулнӑ Ывӑлӗн Ӳчӗпе, Унӑн вилӗмӗпе Хӑйпе килӗштернӗ» (Кол. 1:21, 22).

9, 10. а) Христос святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑванӗсем ҫине мӗнле яваплӑх хунӑ? ӑ) «Урӑх сурӑхсем» хӑйсен святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑванӗсене мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

9 Ҫынсене Иеговӑпа килӗштерме пулӑшмашкӑн Христос святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ҫӗр ҫинче юлнӑ тӑванӗсене ӗҫ хушнӑ. Ҫавӑн пирки Павел ҫырнӑ: «Ҫакӑ пӗтӗмпех — Турӑран; Вӑл пире Иисус Христос урлӑ Хӑйпе килӗштерчӗ тата пире ыттисене те Хӑйпе килӗштермешкӗн ӗҫлеме хушрӗ: этемсенӗн ҫылӑхӗсене пӑрахӑҫласа, Турӑ Христос урлӑ тӗнчене Хӑйпе килӗштернӗ, Хӑйӗнпе мӗнле килӗштермелли ҫинчен вӗрентме пире хушнӑ. Ҫапла ӗнтӗ эпир — Христос ячӗпе янӑ ҫынсем, ҫавӑнпа пирӗн урлӑ Турӑ Хӑй ӳкӗтлениех пулать; сире Христос ячӗпе тархаслатпӑр: Турӑпа килӗшӗр» (2 Кор. 5:18—20).

10 Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене ҫак ӗҫе тума пулӑшасси «урӑх сурӑхсемшӗн» пысӑк чыс (Иоанн 10:16). Христос ячӗпе янӑ ҫынсем пулнӑ май, вӗсем ыттисене чӑнлӑха вӗрентес тесе тата Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма пулӑшас тесе пуринчен нумай вӑй хураҫҫӗ. Ку ӗҫ Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпар сарас ӗҫӗн тӗп пайӗ.

ТУРӐ КӖЛӖСЕНЕ ИТЛЕНИ ҪИНЧЕН ЫРӐ ХЫПАР ПӖЛТЕРӖР

11, 12. Ҫынсен Иеговӑна кӗлтума май пурри ҫинчен калакан хыпар пирки мӗншӗн ырӑ хыпар теме пулать?

11 Ҫынсем нумайӑшӗ лӑпланас тесе кӗлтӑваҫҫӗ, анчах та вӗсене Турӑ итлет тесе шутламаҫҫӗ. Пирӗн вӗсене Иегова ҫынсем кӗлтунине итлени ҫинчен каласа памалла. Псалом юрлакан Давид ҫырнӑ: «Эсӗ кӗлтунине илтетӗн; пур чӗрӗ чун Сан патна ӑнтӑлать. Мана йӗркесӗр ӗҫсем пусса тӑраҫҫӗ; Эсӗ пирӗн усал ӗҫсене тасатӑн» (Пс. 64:3, 4).

12 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Эсир Манран Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Эпӗ эсир ыйтнине тӑвӑп» (Иоанн 14:14). Паллах ӗнтӗ, кӗлӗре мӗн «ыйтни» Турӑ ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пулмалла тесшӗн пулнӑ вӑл. Иоанн ҫапла шантарса калать: «Унӑн умӗнче пирӗн акӑ мӗнле хӑюлӑхӑмӑр пур: Унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн, эпир кирек мӗн ыйтсан та Вӑл пире илтет» (1 Иоанн 5:14). Кӗлтуни лӑпланма пулӑшакан меслет ҫеҫ марри ҫинчен ҫынсене ӑнланма пулӑшасси пирӗншӗн пысӑк савӑнӑҫ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫак тӗлӗнмелле майпа Иеговӑн «тивлетлӗ аслӑ вырӑнӗ патне» ҫывхарма пултараҫҫӗ (Евр. 4:16). Кама, мӗнле тата мӗн ҫинчен кӗлтумаллине вӗрентнипе эпир ҫынсене Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусене аталантарма пулӑшатпӑр, вара вӗсем йывӑр вӑхӑтра хӑйсен чунӗсене чӑннипех лӑплантарма пултараҫҫӗ (Пс. 4:2; 144:18).

ҪӖНӖ ТӖНЧЕРЕ ИЕГОВА ХӐЙӖН ПЫСӐК ЫРӐЛӐХНЕ МӖНЛЕ КӐТАРТӖ?

13, 14. а) Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем пуласлӑхра мӗнле чыса тивӗҫлӗ пулӗҫ? ӑ) Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем этемлӗхшӗн мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвӗҫ?

13 Иегова хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхне ҫак усал тӗнче пӗтнӗ хыҫҫӑн та кӑтартӗ. Мӗнле майпа? Турӑ 144 000-шне пысӑк чыс тӑвӗ: вӗсем Пӗлӗтри Патшалӑхра Христоспа пӗрле ертсе пырӗҫ. Ҫавӑн ҫинчен Павел ҫапла ҫырнӑ: «Анчах та нумай ырӑлӑхлӑ Турӑ, Хӑй юратакан кӑмӑллӑ пулнӑран, пире юратса, пире, усал ӗҫсене пула вилнӗскерсене, Христоспа пӗрле чӗртнӗ — сире тивлет парса ҫӑлнӑ, Христос Иисуспа пӗрле вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, пире тӳпене Унпа пӗрле лартнӑ; Христос Иисус урлӑ пирӗншӗн кӑмӑллӑ пулса, пире пулас ӗмӗрте Хӑйӗн виҫесӗр тивлетне кӑтартас тенӗ» (Эф. 2:4—7).

14 Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем пӗлӗтре Христоспа пӗрле ертсе пыма пуҫласан вӗсене мӗн тери нумай чаплӑ пиллӗхсем кӗтнине каласа пӗтереес те ҫук! (Лука 22:28—30; 1 Иоанн 3:2; Флп. 3:20, 21.) Шӑпах вӗсене Иегова хӑйӗн «виҫесӗр тивлетне» кӑтартӗ. Вӗсем «ҫӗнӗ Иерусалим», Христосӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ, пулса тӑрӗҫ (Ӳлӗм. 3:12; 17:14; 21:2, 9, 10). Вара Иисуспа пӗрле халӑхсене сиплӗҫ, вӗсене ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен хӑтарса пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма пулӑшӗҫ. (Ӳлӗмхине 22:1, 2, 17 вуласа пар.)

15, 16. Пуласлӑхра Иегова хӑйӗн ырӑлӑхне «ытти сурӑхсене» мӗнле кӑтартӗ?

15 Эфес 2:7-мӗшӗнче Турӑ хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхне «пулас ӗмӗрте» кӑтартӗ тесе ҫырнӑ. Паллах ӗнтӗ, ҫӗнӗ тӗнчере Иегова ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те хӑйӗн «виҫесӗр тивлетне» кӑтартӗ (Лука 18:29, 30). Ҫакӑ ӑҫтан курӑнӗ? Сӑмахран, «ҫӗр тӗпӗнче» выртакансем чӗрӗлсе тӑрӗҫ — ҫакӑнтан Турӑ чӑнах та нумай ырӑлӑхлӑ пулни курӑнӗ! (Иов 14:13—15; Иоанн 5:28, 29.) Кам чӗрӗлсе тӑрӗ? Иисус хӑйӗн пурнӑҫне этемлӗхе тӳлесе илме паричченех вилнӗ шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем тата юлашки кунсенче мӗн виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ «урӑх сурӑхсем» чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Вӗсем пурте Иеговӑшӑн малалла та ӗҫлеме пултарӗҫ.

16 Унсӑр пуҫне, Турӑ ҫинчен пӗлмесӗрех вилнӗ миллион-миллион ҫын чӗрӗлсе тӑрӗ. Вӗсен Иеговӑн аслӑ влаҫне пӑхӑнса тӑнине кӑтартма май пулӗ. Иоанн ҫырнӑ: «Унтан эпӗ вилнӗ ҫынсем куртӑм; вӗсем асли-кӗҫӗннипех Турӑ умӗнче тӑраҫҫӗ. Акӑ кӗнекесене уҫса хучӗҫ. Тата тепӗр кӗнеке уҫса хучӗҫ, ку чӗрӗлӗх кӗнекиччӗ. Вилнисене хӑйсен ӗҫӗсене кура, кӗнекере ҫырни тӑрӑх сут турӗҫ. Ҫавӑн чухне вара тинӗс хӑй ӑшӗнчи вилнӗ ҫынсене кӑларса пачӗ; вилӗмпе тамӑк та хӑйсен ӑшӗнчи вилнӗ ҫынсене кӑларса пачӗҫ; ӗнтӗ кашнине хӑйӗн ӗҫӗсем тӑрӑх сут турӗҫ» (Ӳлӗм. 20:12, 13). Паллах ӗнтӗ, чӗрӗлсе тӑнисен Библири принципсемпе усӑ курма вӗренмелле пулӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсен ҫӗнӗ тӗнчере уҫса хунӑ кӗнекесенчи хушусем тӑрӑх пурӑнмалла пулӗ, унта ҫынсем валли ҫав вӑхӑтра кирлӗ ҫӗнӗ саккунсем пулӗҫ. Иегова ҫав ҫӗнӗ кӗнекесене уҫса парсан эпир унӑн пысӑк ырӑлӑхне тата тепӗр енчен курӑпӑр.

МАЛАЛЛА ТА ЫРӐ ХЫПАР ПӖЛТЕРСЕ ТӐРӐР

17. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне мӗн асра тытмалла?

17 Пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынӑҫемӗн ырӑ хыпар сарас ӗҫ нихҫанхинчен те кирлӗрех (Марк 13:10). Паллах ӗнтӗ, ҫак ырӑ хыпар Иегова нумай ырӑлӑхлӑ пулнине кӑтартать. Ҫакна пирӗн ырӑ хыпар сарнӑ чухне яланах асра тытмалла. Иеговӑна мухтава кӑларасси пирӗншӗн тӗп вырӑнта пулмалла. Ҫӗнӗ тӗнчери пиллӗхсене эпир Иегова пысӑк ырӑлӑхлӑ пулнӑран ҫеҫ илме пултарасси ҫинчен ытти ҫынсене ӑнлантарса памалла.

Иеговӑн пысӑк ырӑлӑхӗ ҫинчен хастаррӑн ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрӗр (1 Петр 4:10) (17—19 абзацсене пӑхӑр.)

18, 19. Иеговӑн пысӑк ырӑлӑхӗ ҫинчен пурте пӗлме пултарччӑр тесе эпир мӗн тӑватпӑр?

18 Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир ҫынсене Христос Патша пулса ертсе пынӑ вӑхӑтра, унӑн каҫарттаракан парнине пула, нумай пиллӗхсем илесси ҫинчен тата майӗпен вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрасси ҫинчен ӑнлантарса пама пултаратпӑр. Библире каланӑ: «Мӗн пултарнийӗ пурте пӗтессинчен хӑтӑлӗ те Турӑ ачисен ирӗклӗхӗпе мухтавне пая кӗрӗ» (Рим 8:21). Ҫакӑ Иегова иксӗлми ырӑлӑхлӑ пулнӑран ҫеҫ пулма пултарӗ.

19 Ӳлӗмхине 21:4, 5-мӗшӗсенче ҫырнӑ хыпара ыттисене каласа пама эпир питӗ хавас. Унта ҫырнӑ: «Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ». Малалла Иеговӑн сӑмахӗсене ҫырнӑ: «Акӑ пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп». Унтан вӑл: «Ҫырса хур, ҫак сӑмахсем — чӑн, тӗрӗс»,— тенӗ. Ырӑ хыпара хастаррӑн пӗлтерсе ҫӳретпӗр пулсан эпир Иеговӑн пысӑк ырӑлӑхӗ ҫинчен пурне те пӗлме пулӑшатпӑр.