Иоанн 5:1—47
5 Ҫавӑн хыҫҫӑн иудейсен уявӗ ҫитнӗ, вара Иисус Иерусалима пынӑ.
2 Иерусалимра Сурӑх хапхи патӗнче пилӗк колоннадӑллӑ шыва кӗмелли вырӑн пур, ӑна еврейла Бетза́та теҫҫӗ.
3 Ҫавӑнта чирлисем, суккӑррисем, уксаххисем, паралич ҫапнисем* питӗ нумаййӑн выртнӑ.
4 ——*
5 Унта 38 ҫул хушши чирлекен пӗр ҫын пулнӑ.
6 Иисус, ҫав ҫын унта выртнине курса тата вӑл чылайранпа чирленине пӗлсе, унран: «Санӑн сывалас килет-и?» — тесе ыйтнӑ.
7 Ҫав чирлӗ ҫын ӑна хуравланӑ: «Ырӑ ҫыннӑм, шыв пӑлханнӑ чухне мана шыва кӗмелли вырӑна антаракан никам та ҫук. Эпӗ пынӑ ҫӗре унта тепри кӗме ӗлкӗрет».
8 Иисус ӑна каланӑ: «Тӑр! Вырӑнна ил те утса ҫӳре».
9 Лешӗ ҫав самантрах сывалнӑ та вырӑнне илсе утма пуҫланӑ.
Ҫакӑ шӑматкун пулса иртнӗ.
10 Ҫавӑнпа иудейсем сывалнӑ ҫынна каланӑ: «Паян шӑматкун, закон тӑрӑх санӑн вырӑнна йӑтса ҫӳреме юрамасть».
11 Вӑл вӗсене хирӗҫ каланӑ: «Мана сыватаканӗ вырӑнна ил те утса ҫӳре терӗ».
12 Вӗсем унран: «Сана вырӑнна ил те утса ҫӳре текенни кам вӑл?» — тесе ыйтнӑ.
13 Анчах та сывалнӑ ҫын хӑйне сыватаканӗ кам пулнине пӗлмен, мӗншӗн тесен Иисус ҫавӑнта тӑракан халӑх хушшине кӗрсе ҫухалнӑ.
14 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус ӑна храмра тӗл пулнӑ та каланӑ: «Халӗ эсӗ сывӑ ӗнтӗ. Хӑвӑнпа тата япӑхраххи пулса ан тухтӑр тесен урӑх ҫылӑха ан кӗр».
15 Ҫав ҫын иудейсем патне кайнӑ та хӑйне сыватаканӗ Иисус пулни ҫинчен каланӑ.
16 Ҫакӑн пек ӗҫсене шӑматкун тунӑшӑн иудейсем Иисуса хӗсӗрлеме пуҫланӑ.
17 Вӑл вара вӗсене ҫапла каланӑ: «Манӑн Атте халӗ те ӗҫлет, эпӗ те ӗҫлетӗп».
18 Ҫавӑнпа та иудейсем ӑна вӗлерес тесе тата ытларах вӑй хунӑ, мӗншӗн тесен, вӗсен шучӗпе, вӑл шӑматкун ҫинчен калакан закона пӑснӑ кӑна мар, Турра манӑн Атте тенипе хӑйне Турӑпа та тан тунӑ.
19 Ҫакна хирӗҫ Иисус вӗсене каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ывӑлӗ хӑй тӗллӗн нимӗн те тума пултараймасть, вӑл Ашшӗ мӗн тунине курать те ҫавна ҫеҫ тӑвать. Ашшӗ мӗн тӑвать, Ывӑлӗ те ҫавна Ашшӗ тунӑ пекех тӑвать.
20 Ашшӗ Ывӑлне юратать, хӑй мӗн тунине вӑл ӑна пӗтӗмпех кӑтартать. Вӑл ӑна ҫак ӗҫсенчен те пысӑкрах ӗҫсем кӑтартӗ, вара эсир тӗлӗнсех кайӑр.
21 Ашшӗ вилнисене чӗртсе тӑратса вӗсене пурнӑҫ панӑ пекех, Ывӑлӗ те кама пурнӑҫ парас тет, ҫавна пурнӑҫ парать.
22 Ашшӗ никама та суд тумасть, суд тӑвассине вӑл пӗтӗмпех Ывӑлне панӑ,
23 ҫапла вара Ашшӗне хисепленӗ пекех пурте Ывӑлне те хисеплеччӗр тенӗ. Кам Ывӑлне хисеплемест, ҫавӑ ӑна янӑ Ашшӗне те хисеплемест.
24 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам манӑн сӑмаха итлет тата мана яракана ӗненет, ҫавӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илет, ӑна суд та тумӗҫ. Вӑл ӗнтӗ вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнӑ.
25 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: вӑхӑт ҫитсе пырать, ҫитрӗ те ӗнтӗ — вилнисем Турӑ Ывӑлӗн сассине илтӗҫ, итлекенсем вара пурӑнӗҫ.
26 Ашшӗ пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ пулнӑ пекех, вӑл Ывӑлне те пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ тунӑ.
27 Ашшӗ ӑна суд тума та власть панӑ, мӗншӗн тесен вӑл Этем Ывӑлӗ.
28 Ҫакӑнтан ан тӗлӗнӗр, мӗншӗн тесен ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитсе пырать: виле шӑтӑкӗнче выртакансем пурте* унӑн сассине илтӗҫ те
29 тухӗҫ. Ырӑ тунисем пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ, йӗркесӗр ӗҫ тунисем суд валли чӗрӗлсе тӑрӗҫ.
30 Эпӗ хам тӗллӗн нимӗн те тума пултараймастӑп. Атте мӗнле калать, эпӗ ҫапла суд тӑватӑп. Манӑн суд тӗрӗс, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑн ирӗке мар, хама яраканӑн ирӗкне тума тӑрӑшатӑп.
31 Эпӗ хам ҫинчен хамах каласа пӗлтеретӗп пулсан, эпӗ каласа пӗлтерни чӑн мар.
32 Ман ҫинчен урӑххи каласа пӗлтерет, вӑл ман ҫинчен каласа пӗлтерни чӑн пулнине эпӗ пӗлетӗп.
33 Эсир Иоанн патне ҫынсем ятӑр, вӑл ман ҫинчен чӑннине каласа пӗлтерчӗ.
34 Мана хам ҫинчен ҫын каласа пӗлтерни кирлӗ мар, ҫакна эпӗ сирӗн ҫӑлӑнмалла пултӑр тесе калатӑп.
35 Иоанн ялкӑшса ҫунакан ҫутаткӑҫ пекчӗ, эсир ун ҫутинче пӗр вӑхӑт ҫеҫ савӑнас терӗр.
36 Анчах Иоанн каласа пӗлтернисӗр пуҫне манӑн тата пӗлтерӗшлӗрех ҫирӗплетӳ пур: Атте мана шанса панӑ ӗҫсем — эпӗ тӑвакан ӗҫсемех — мана Атте янине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.
37 Мана янӑ Атте хӑй те ман ҫинчен каласа пӗлтерчӗ. Эсир вара унӑн сассине нихӑҫан та илтмен, унӑн сӑнне те курман.
38 Унӑн сӑмахӗ сирӗн чӗрере ҫук, мӗншӗн тесен вӑл кама янӑ, ҫавна эсир ӗненместӗр.
39 Эсир Ҫырӑва тӗпчетӗр, мӗншӗн тесен ун урлӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илетпӗр тесе шутлатӑр, вӑл вара ман ҫинчен пӗлтерет.
40 Апла пулин те, эсир пурнӑҫ илме ман пата килесшӗн мар.
41 Мана ҫын мухтани кирлӗ мар.
42 Сирӗн чӗрере Турра юратни ҫуккине эпӗ пӗлетӗп.
43 Эпӗ Атте ячӗпе килтӗм, анчах эсир мана йышӑнмастӑр. Кам та пулин урӑххи хӑйӗн ячӗпе килсен, эсир ӑна йышӑннӑ пулӑттӑр.
44 Эсир пӗр-пӗрне мухтанине йышӑнатӑр пулсан, анчах та хӑвӑра пӗртен-пӗр Турӑ мухтатӑр тесе тӑрӑшмастӑр пулсан, мӗнле-ха эсир ӗненме пултаратӑр?
45 Эпӗ сире Атте умӗнче айӑплӑп тесе ан шухӑшлӑр. Сире айӑплама хӑвӑр шанса тӑракан Моисей пур.
46 Енчен те эсир Моисее ӗненнӗ пулсан, эсир мана та ӗненнӗ пулӑттӑр, мӗншӗн тесен вӑл ман ҫинчен ҫырнӑ.
47 Эсир вӑл ҫырнине ӗненместӗр пулсан, манӑн сӑмахсене епле ӗненӗр?»
Сноскӑсем
^ Е «алли-ури хӑрнисем».
^ А3-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Урӑхла каласан, вилнисенчен кам Туррӑн асӗнче, ҫавсем пурте.