1 Иоанн 5:1—21
5 Иисус вӑл Христос пулнине ӗненекен кирек кам та Турӑран ҫуралнӑ. Кам Аттене юратать, ҫавӑ унӑн ачисене те юратать.
2 Эпир Турӑ ачисене юратнине акӑ мӗнрен пӗлме пултаратпӑр: эпир Турра юрататпӑр пулсан тата унӑн заповечӗсене тытса тӑратпӑр пулсан, эпир вӗсене те юрататпӑр.
3 Турра юратни унӑн заповечӗсене тытса тӑнине пӗлтерет, унӑн заповечӗсене тытса тӑма вара йывӑр мар,
4 мӗншӗн тесен кам Турӑран ҫуралнӑ, ҫавӑ тӗнчене ҫӗнтерет. Тӗнчене ҫӗнтерекенни вара — пирӗн ӗненӳ.
5 Тӗнчене кам ҫӗнтерме пултарать? Иисус вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗненекенни мар-и?
6 Иисус Христос шывпа юн урлӑ килнӗ. Вӑл шыв урлӑ кӑна мар, шыв урлӑ та, юн урлӑ та килнӗ. Ҫакӑн ҫинчен сывлӑш ҫирӗплетсе пӗлтерет, мӗншӗн тесен сывлӑш вӑл — чӑнлӑх.
7 Ҫирӗплетсе пӗлтерекенсем вара виҫҫӗн:
8 сывлӑш, шыв тата юн. Ҫав виҫҫӗшӗ ҫирӗплетсе пӗлтерни пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑрать.
9 Эпир ҫынсем каласа пӗлтернине йышӑнатпӑр, анчах Турӑ каласа пӗлтерни чылай пӗлтерӗшлӗрех. Мӗншӗн тесен ку — Турӑ хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен хӑй каласа пӗлтерни.
10 Кам Турӑ Ывӑлне ӗненет, ҫавӑ Турӑ каласа пӗлтернине хӑйӗн чӗрине хывнӑ. Кам Турра ӗненмест, ҫавӑ Турра суеҫӗ вырӑнне хурать, мӗншӗн тесен вӑл Турӑ хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каласа пӗлтернине ӗненмест.
11 Турӑ каласа пӗлтерни ак ҫакӑ: Турӑ пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ панӑ, ҫак пурнӑҫа эпир унӑн Ывӑлӗ урлӑ илетпӗр.
12 Кам Ывӑлне йышӑнать, ҫавӑн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк пур, кам Турӑ Ывӑлне йышӑнмасть, ҫавӑн ҫакӑн пек шанчӑк ҫук.
13 Ҫакна эпӗ сирӗн пата — Турӑ Ывӑлне* ӗненекенсем патне — сирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк пуррине пӗлтерес тесе ҫырса яратӑп.
14 Турӑран ыйтнӑ чухне эпир ҫакна ҫирӗп ӗненсе тӑратпӑр*: эпир унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн кирек мӗн ыйтсан та, вӑл пире илтет.
15 Эпир кирек мӗн ыйтсан та вӑл пире илтнине пӗлетпӗр пулсан, хамӑр мӗн ыйтнине илессине те пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен эпир унран ыйтрӑмӑр.
16 Кам та пулин хӑйӗн тӑванӗ вилӗм патне илсе пыман ҫылӑх тунине курсан, вӑл уншӑн кӗлтутӑр, Турӑ вара ҫав тӑвана пурнӑҫ парӗ. Ҫакӑ вилӗм патне илсе пыман ҫылӑх тунисемпе ҫыхӑннӑ. Анчах вилӗм патне илсе пыракан ҫылӑх та пур. Ҫакӑн пек ҫылӑх тунӑ ҫыншӑн кӗлтумалла тесе каламастӑп.
17 Кирек мӗнле усал ӗҫ те — ҫылӑх, анчах вилӗм патне илсе пыман ҫылӑх та пур.
18 Эпир пӗлетпӗр: кам Турӑран ҫуралнӑ, ҫавӑ ҫылӑх туса пурӑнмасть. Ӑна Турӑран ҫурални* хӳтӗлесе тӑнӑран Шуйттан* ӑна нимӗн те тӑваймасть.
19 Эпир Турӑран пулнине, пӗтӗм тӗнче вара Шуйттан* аллинче пулнине эпир пӗлетпӗр.
20 Эпир ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те чӑн Турра пӗлмешкӗн пире ӑс пачӗ. Эпир Ывӑлӗ урлӑ, Иисус Христос урлӑ, чӑн Турӑпа пӗрлӗхре тӑратпӑр. Вӑл — чӑн Турӑ тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ.
21 Ачамсем, хӑвӑра йӗрӗхсенчен сыхлӑр.
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Турӑ Ывӑлӗн ятне».
^ Е «пирӗн акӑ мӗнле хӑюлӑхӑмӑр пур».
^ Урӑхла каласан, Иисус Христос, Турӑ Ывӑлӗ.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усал».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усал».