Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ИЕГОВА СВИДЕТЕЛӖСЕМ КАМСЕМ ВӖСЕМ?

Хамӑр ӗҫе мӗнле укҫапа туса тӑратпӑр?

Хамӑр ӗҫе мӗнле укҫапа туса тӑратпӑр?

Кашни ҫулах эпир ҫӗр-ҫӗр миллион Библи тата Библие ӑнланма пулӑшакан публикацисем пичетлесе кӑларатпӑр тата салататпӑр. Эпир пӗтӗм тӗнчипех филиалсемпе типографисем туса лартатпӑр тата вӗсене пӑхса тӑратпӑр. Вун-вун пин пуху ансат та типтерлӗ залсене Турра пуҫҫапма пуҫтарӑнать, ҫав вырӑнсене Турӑ Патшалӑхӗн залӗсем теҫҫӗ. Ҫавсене пурне те тума эпир укҫа-тенкӗ ӑҫтан тупатпӑр?

Эпир хамӑрӑн ӗҫе пӗтӗмпех харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗпе туса тӑратпӑр (2 Коринф 9:7). 1879 ҫулта «Хурал башни» журналӑн иккӗмӗш кӑларӑмӗнче ҫапла каланӑ пулнӑ: «Эпир „Сион хурал башни“ журнала [ун чухне ҫав журналӑн ячӗ ҫапла пулнӑ] кӑларма ИЕГОВА пулӑшнине ӗненетпӗр, ҫавӑнпа нихӑҫан та ҫынсене пулӑшма ыйтмӑпӑр та, тархасламӑпӑр та». Эпир халӗ те ҫак принципа тытса тӑратпӑр.

Укҫа-тенкӗ парас текенсем ӑна тӳрех филиала ярса пама е Турӑ Патшалӑхӗн залӗнчи ятарлӑ ещӗке хума пултараҫҫӗ. Эпир ӗҫ укҫин вуннӑмӗш пайне тӳлеместпӗр, пухусенче укҫа пуҫтармастпӑр тата публикацисемшӗн те укҫа ыйтмастпӑр. Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗшӗн, пухусенче вӗрентнӗшӗн тата Турра пуҫҫапмалли залсене тума пулӑшнӑшӑн пире укҫа тӳлемеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен Иисус: «Тӳлевсӗр илтӗр — тӳлевсӗрех парӑр»,— тенӗ (Матфей 10:8). Пирӗн филиалсенче тата тӗп управленире ӗҫлекенсем пурте, ҫав шутра Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан советӗнчисем те, тӳлевсӗрех ӗҫлеҫҫӗ.

«Иегова Свидетелӗсем хӑйсен пур ӗҫне те хӑйсен ирӗкӗпе тӑваҫҫӗ, укҫа-тенкӗ парасси пирки те харпӑр хӑй ирӗкӗпе памалла тесе шутлаҫҫӗ: мӗн чухлӗ тата хӑҫан памаллине кашни хӑй йышӑнать» (Этем прависен Европӑри Сучӗ, 2011 ҫул).

Ҫынсем кӑмӑлтан панӑ укҫа-тенкӗпе ҫутҫанталӑк инкекӗ вӑхӑтӗнче шар курнисене пулӑшаҫҫӗ. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем инкеке лекнӗ христиансене хаваспах укҫа-тенкӗ парса пулӑшнӑ (Рим 15:26). Эпир те хӗн-асап тӳсекенсене пулӑшатпӑр: вӗсен пурӑнмалли ҫурчӗсене тата Турра пуҫҫапмалли залсене юсатпӑр; вӗсен апат-ҫимӗҫ, тумтир тата эмелсем пулччӑр тесе тӑрӑшатпӑр.