Рим 15:1—33
15 Пирӗн, вӑйлисен, вӑйсӑррисен халсӑрлӑхне шута илмелле* тата хамӑра ҫеҫ юраса пурӑнмалла мар.
2 Пирӗнтен кашнин ҫывӑх ҫынна юрама тӑрӑшмалла тата ӑна ҫирӗплетмешкӗн уншӑн мӗн ырӑ, ҫавна тумалла.
3 Христос та хӑйне юраса пурӑнман. Ун пирки ҫапла ҫырнӑ: «Сана хурлакансен хурласа каланӑ сӑмахӗсем ман ҫине йӑтӑнса анчӗҫ».
4 Унччен Ҫырура мӗн ҫырнӑ, ҫавна пурне те пире вӗрентес тесе ҫырнӑ. Ҫакӑ пире шанчӑк парать, мӗншӗн тесен Ҫыру пире чӑтӑмлӑ пулма пулӑшать тата йӑпатать.
5 Чӑтӑмлӑ пулма пулӑшакан тата йӑпатакан Турӑ сире Христос Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлама пулӑштӑр.
6 Ҫапла майпа эсир пӗр кӑмӑллӑ пулса, пӗр сасӑпа Турра, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗне, мухтава кӑларӑр.
7 Ҫавӑнпа, Христос сире хапӑл туса йышӑннӑ пекех, эсир те пӗр-пӗрне хапӑл туса йышӑнӑр, ҫапла эсир Турра мухтава кӑларатӑр.
8 Эпӗ ҫакна калатӑп: Христос ӳт кастарнисемшӗн ӗҫлекен пулса тӑнӑ. Ҫакна Турӑ яланах чӑннине каланине кӑтартас тесе, Турӑ вӗсен мӑн аслашшӗсене сӑмах пани шанчӑклӑ пулнине ҫирӗплетсе парас тесе
9 тата урӑх халӑх ҫыннисем Турӑ хӑйсене хӗрхеннӗшӗн Турра мухтаччӑр тесе тунӑ. Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «Ҫавӑнпа эпӗ сана урӑх халӑхсем хушшинче мухтавлӑп, санӑн ятна мухтаса юрлӑп».
10 Тата каланӑ: «Эй халӑхсем, унӑн халӑхӗпе пӗрле савӑнӑр».
11 Татах та каланӑ: «Эй халӑхсем, пурте Иеговӑна* мухтӑр, пур ҫын та ӑна мухтатӑр».
12 Иса́ия та ҫапла калать: «Иессе́й тымарӗ килӗ, вӑл халӑхсене тытса тӑма ҫӗкленӗ. Халӑхсем ун ҫине шанса тӑрӗҫ».
13 Шанчӑк паракан Турӑ, эсир ун ҫине шанса тӑнӑран, сире тулли савӑнӑҫпа мир* патӑр, ҫапла вара сирӗн шанчӑк святой сывлӑшӑн хӑвачӗпе тата ҫирӗпрех пулса тӑтӑр.
14 Тӑванӑмсем, эсир ырӑ тума хатӗр, сирӗн ҫителӗклӗ пӗлӳ пур, эсир пӗр-пӗрне вӗрентме* пултаратӑр, ҫакӑн пирки эпӗ иккӗленместӗп те.
15 Ҫапах та сире хӑш-пӗр япаласем пирки аса илтерес тесе вӗсем ҫинчен тӳррӗн ҫыртӑм, мӗншӗн тесен Турӑ мана хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартса
16 урӑх халӑх ҫыннисене хӑйӗн ырӑ хыпарне пӗлтерме Христос Иисусӑн ӗҫлекенӗ пулма суйласа илчӗ. Эпӗ ҫак сӑваплӑ ӗҫе Турӑ ҫав халӑхсене святой сывлӑшпа сӑваплӑ тунӑ парне пек йышӑнтӑр тесе туса тӑратӑп.
17 Ҫавӑнпа эпӗ Христос Иисусӑн вӗренекенӗ пулнипе тата Туррӑн ӗҫне тунипе савӑнатӑп.
18 Эпӗ хам мӗн туни ҫинчен урӑх каламӑп, Христос урӑх халӑх ҫыннисем хӑйне итлеччӗр тесе ман урлӑ мӗн туни ҫинчен ҫеҫ калӑп. Ҫавна вӑл манӑн сӑмахсемпе ӗҫсем урлӑ,
19 паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсем урлӑ тата Турӑ сывлӑшӗн хӑвачӗ урлӑ турӗ. Ҫапла вара эпӗ Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара Иерусалимран пуҫласа Илли́рик тавралӑхне ҫитичченех тӗплӗн пӗлтерсе тухрӑм.
20 Тепӗр ҫын хывнӑ никӗс ҫинче ӗҫлес мар тесе эпӗ ырӑ хыпара Христос ятне пӗлмен вырӑнсенче пӗлтерме тӑрӑшрӑм.
21 Ҫырура ҫапла ҫырнӑ вӗт: «Камсене ун ҫинчен каласа паман, вӗсем курӗҫ; камсем илтмен, вӗсем ӑнланса илӗҫ».
22 Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ сирӗн пата нумай хутчен пырасшӑн пултӑм пулин те, пыраймарӑм.
23 Халӗ вара ҫав ҫӗрсенче эпӗ ырӑ хыпар пӗлтермен вырӑн юлмарӗ. Эпӗ нумай ҫул ӗнтӗ сирӗн пата пырасшӑнччӗ.
24 Ҫавӑнпа эпӗ Испание кайнӑ чухне сире курасса тата сирӗнпе пӗр вӑхӑт хушши пулнӑ хыҫҫӑн эсир мана ӑсатса ярасса шанатӑп.
25 Анчах халӗ эпӗ сӑваплӑ ҫынсене пулӑшмашкӑн Иерусалима кайма шутлатӑп.
26 Македонири тата Ахайӑри тӑвансем Иерусалимри чухӑн пурӑнакан сӑваплӑ ҫынсем валли парне парса яма хавас пулчӗҫ.
27 Вӗсем ҫакна хаваспах турӗҫ, мӗншӗн тесен Иерусалимри сӑваплӑ ҫынсем умӗнче вӗсен парӑм пур: ҫав сӑваплӑ ҫынсем Турӑран мӗн илнине урӑх халӑх ҫыннисене пачӗҫ пулсан, халӗ ӗнтӗ урӑх халӑх ҫыннисен вӗсене пурӑнмалӑх мӗн кирлипе пулӑшмалла.
28 Вӗсем патне ҫак парнене илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн эпӗ Испание кайӑп, ҫула май сирӗн пата кӗрсе тухӑп.
29 Эпӗ пӗлетӗп: сирӗн пата пырсан эпӗ Христос панӑ тулли пиллӗхпе пырӑп.
30 Тӑвансем, эпӗ сире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тата святой сывлӑшран килекен юратупа ӳкӗтлетӗп: хам кӗлтунӑ пекех, эсир те маншӑн Турра хӗрӳллӗн кӗлтӑвӑр,
31 мана Иудейӑри ӗненмен ҫынсем сиен ан кӳччӗр тесе тата эпӗ илсе пыракан парнене Иерусалимри сӑваплӑ ҫынсем кӑмӑл туса йышӑнччӑр тесе кӗлтӑвӑр.
32 Вара, Турӑ ирӗкӗ пулсан, эпӗ савӑнсах сирӗн пата пырӑп та эпир пӗр-пӗрне хавхалантарӑпӑр.
33 Мир* паракан Турӑ сирӗнпе пуринпе те пӗрле пултӑр. Аминь.
Сноскӑсем
^ Е «йӑтса ҫӳремелле; чӑтмалла».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Е «канӑҫлӑх».
^ Е «ӑса кӗртме».
^ Е «канӑҫлӑх».