Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

4-МӖШ СЫПӐК

Кам вӑл Иисус Христос?

Кам вӑл Иисус Христос?
  • Иисус мӗнле ятарлӑ вырӑн йышӑнса тӑрать?

  • Вӑл ӑҫтан килнӗ?

  • Вӑл мӗнле ҫын пулнӑ?

1, 2. а) Мӗншӗн пӗр-пӗр паллӑ ҫын ҫинчен илтни ӑна чӑннипех те лайӑх пӗлнине пӗлтермест? ӑ) Иисус кам пулни пирки ҫынсем мӗн шутлаҫҫӗ?

 ТӖНЧЕРЕ паллӑ ҫынсем нумай. Вӗсенчен хӑш-пӗрисене хӑйсем пурӑнакан вырӑнта, хулара е ҫӗршывра лайӑх пӗлеҫҫӗ. Теприсене вара пӗтӗм тӗнчипе пӗлеҫҫӗ. Анчах та пӗр-пӗр паллӑ ҫыннӑн ятне кӑна пӗлни ҫак ҫынна чӑннипех те лайӑх пӗлнине пӗлтермест. Мӗншӗн тесен унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тата вӑл мӗнле ҫын пулни ҫинчен эсӗ нимӗн те пӗлместӗн вӗт.

2 Иисус Христос 2 000 ҫула яхӑн каялла пурӑннӑ пулин те, ун ҫинчен ҫынсем илтнӗ. Ҫапах та Иисус чӑннипе кам пулнине нумайӑшӗ пӗлмеҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем вӑл лайӑх ҫын ҫеҫ пулнӑ теҫҫӗ. Теприсем ун пирки пророк тесе шутлаҫҫӗ. Иисус вӑл Турӑ, ҫавӑнпа та ӑна пуҫҫапмалла тесе ӗненекенсем те пур. Ҫакӑ тӗрӗс-ши?

3. Мӗншӗн Иегова Турӑпа Иисус Христос ҫинчен пӗлсе пыни сана питӗ кирлӗ?

3 Иисус ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлни сана питӗ кирлӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Библире каланӑ: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗр чӑн Турра, тата Ху янӑ Иисус Христоса пӗлни» (Иоанн 17:3). Ҫапла, Иегова Турӑпа Иисус Христос ҫинчен пӗлсе пыни ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма май парать (Иоанн 14:6). Унсӑр пуҫне Иисус мӗнле пурӑнмаллине тата хамӑра ыттисемпе мӗнле тытмаллине кӑтартакан питӗ лайӑх тӗслӗх хӑварнӑ (Иоанн 13:34, 35). Ҫак кӗнекен пӗрремӗш сыпӑкӗнче эпир Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлтӗмӗр. Халӗ вара Библи чӑннипе Иисус Христос ҫинчен мӗне вӗрентнине пӑхса тухар.

ПАМА ПУЛНӐ МЕССИЯ

4. Мессия тата Христос текен сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

4 Иисус ҫураличчен чылай маларах Библире Турӑ Мессийӑна, урӑхла каласан, Христоса, ярассине малтанах каласа хунӑ. «Мессия» текен еврей сӑмахӗ тата «Христос» текен грек сӑмахӗ «Ҫу сӗрнӗскер» тенине пӗлтерет. Ӗлӗк-авал ҫынна унӑн пуҫӗ ҫине ҫу сӗрнипе е юхтарнипе ятарлӑ ӗҫ тума суйласа лартнӑ. Ҫавӑнпа Мессия, е Христос пирки «Ҫу сӗрнӗскер» тени вӑл, урӑхла каласан, Турӑ ӑна ятарлӑ ӗҫ тума суйласа лартнине пӗлтерет. Ҫак кӗнекере малалли сыпӑкӗсенче Турӑ мӗн тума шутласа хунинче Мессия мӗнле пысӑк вырӑн йышӑнни ҫинчен нумайрах пӗлӗпӗр. Эпир ҫавӑн пекех Иисус пирӗн пурнӑҫра паянхи кун та усӑ пама пултарни ҫинчен пӗлӗпӗр. Иисус ҫураличченех нумайӑшне ҫак ыйту канӑҫ паман: «Кама Мессия теме пулать?»

5. Иисусӑн вӗренекенӗсем мӗн пирки пӗртте иккӗленмен?

5 Пирӗн эрӑри I ӗмӗрте Иисусӑн вӗренекенӗсем Иисус пама пулнӑ Мессия пулни пирки пӗртте иккӗленмен (Иоанн 1:41). Ҫав вӗренекенсенчен пӗри, Петр теекен Симон, Иисуса тӳррӗн каланӑ: «Эсӗ... Христос» (Матфей 16:16). Анчах Иисусӑн вӗренекенӗсем мӗншӗн ҫакна ҫирӗп ӗненнӗ? Ҫавӑн пекех эпир те Иисус пама пулнӑ Мессия пулнине мӗншӗн шанма пултаратпӑр?

6. Мессийӑна палласа илме Иегова мӗнле пулӑшнӑ тата ҫакна мӗнле тӗслӗхпе кӑтартса пама пулать?

6 Иисус ҫураличчен пурӑннӑ Турӑ пророкӗсем Мессия ҫинчен калакан тӗрлӗ япаласем пирки малтанах питӗ нумай ҫырса хунӑ. Ҫак пророксем каласа хунисем Мессийӑна палласа илме пулӑшаҫҫӗ. Ҫакна пӗр тӗслӗхпе кӑтартса пама пулать. Сана хӑв палламан ҫынна вокзалта е аэропортра кӗтсе илме ыйтрӗҫ тейӗпӗр. Ҫав ҫынна мӗн тӑрӑх палласа илмелли ҫинчен кам та пулин каласа пачӗ пулсан, ҫакӑ сана питӗ лайӑх пулӑшнӑ пулӗччӗ. Иегова та хӑйӗн пророкӗсем урлӑ Мессийӑн пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен малтанах питӗ нумай каласа панӑ. Ҫак пророксен сӑмахӗсем пурнӑҫланса пыни шанчӑклӑ ҫынсене Мессийӑна палласа илме пулӑшаҫҫӗ.

7. Пророкла каланӑ сӑмахсенчен иккӗшӗ Иисус ҫинче мӗнле пурнӑҫланнӑ?

7 Икӗ тӗслӗх пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗ, Михей пророк пӗр 700 ҫул каяллах Мессия Вифлеемра, Иудейӑри пӗчӗк хулара, ҫуралать тесе малтанах каласа хунӑ (Михей 5:2). Иисус вара чӑннипе ӑҫта ҫуралнӑ? Шӑп та лӑп ҫав хулара (Матфей 2:1, 3—9). Иккӗмӗшӗ, ҫӗршер ҫулсем каярах Даниил 9:25-мӗшӗнчи пророкла каланӑ сӑмахсенче Мессия хӑш ҫулта килмелли ҫинчен каланӑ — пирӗн эрӑри 29 ҫулта *. Ҫаксем тата ытти пророкла каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланса пыни Иисус пама пулнӑ Мессия пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Шыва кӗрсен Иисус Мессия, е Христос, пулса тӑнӑ

8, 9. Иисус Мессия пулни вӑл шыва кӗнӗ чухне мӗнле майпа уҫӑмлӑрах палӑрнӑ?

8 Иисус Мессия пулни пирӗн эрӑри 29 ҫулӑн вӗҫӗнче тата уҫӑмлӑрах палӑрнӑ. Ҫав ҫул Иисус Шыва Кӗртекен Иоанн патне Иордан юханшывӗнче шыва кӗме пынӑ. Мессийӑна палласа илме паллӑ кӑтартӑп тесе Иегова Иоана сӑмах панӑ. Иисус шыва кӗнӗ чухне Иоанн ҫак паллӑна курнӑ. Ҫакӑ мӗнле пулса иртни ҫинчен Библире ҫапла каланӑ: «Иисус шыва кӗрсен, шывран часах тухнӑ: ҫав вӑхӑтра Уншӑн пӗлӗт уҫӑлнӑ та, Иоанн Турӑ Сывлӑшӗ кӑвакарчӑн пек курӑнса Ун ҫине аннине курнӑ. Тата ҫӳлтен: Ҫакӑ Манӑн Савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче, тесе каланӑ сасӑ илтӗннӗ» (Матфей 3:16, 17). Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисуса Турӑ янӑ пирки Иоанн пӗртте иккӗленмен (Иоанн 1:32—34). Иисус ҫине Туррӑн сывлӑшне — Туррӑн ӗҫ тӑвакан вӑйне — ярсан вӑл Мессия, е Христос, пулса тӑнӑ. Ҫав кун ӑна Ҫулпуҫ тата Патша пулма суйласа лартнӑ (Исаия 55:4).

9 Библири пророкла каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланни тата Иегова Турӑ хӑй каласа пӗлтерни Иисус пама пулнӑ Мессия пулнине кӑтартса парать. Анчах вӑл ӑҫтан килнӗ тата вӑл мӗнле ҫын пулнӑ? Библи ҫакӑн пирки мӗн каланине айтӑр пӑхса тухар.

ИИСУС ХРИСТОС ӐҪТАН КИЛНӖ?

10. Иисусӑн ҫӗр ҫине киличченхи пурнӑҫӗ ҫинчен Библи мӗн вӗрентет?

10 Иисус ҫӗр ҫине киличчен пӗлӗтре пурӑннӑ тесе Библи вӗрентет. Михей пророк Мессия Вифлеемра ҫуралать тата ҫавӑн пекех вӑл «чӑн пуҫламӑшӗнчен, ӗмӗрхи кун-ҫулсенчен тухать» тесе малтанах каласа хунӑ (Михей 5:2). Иисус хӑй те ҫӗр ҫинче ҫын пулса ҫураличчен пӗлӗтре пурӑннӑ тесе пӗрре кӑна мар каланӑ. (Иоанн 3:13; 6:38, 62 вуласа парӑр; 17:4, 5.) Пӗлӗтре пурӑннӑ чухне ангел пулнӑ май Иисус Иеговӑпа питӗ ҫывӑх хутшӑнусенче пулнӑ.

11. Иисус Иеговӑн чи юратнӑ Ывӑлӗ пулнине Библи мӗнле кӑтартса парать?

11 Иисус — Иеговӑн чи юратнӑ Ывӑлӗ. Ун ҫинчен «пур пултарнӑ япаласенчен те малтан ҫурални» тенӗ, мӗншӗн тесен Турӑ ӑна пӗрремӗш пултарнӑ, е тунӑ * (Колоссӑ 1:15). Иисус Иеговӑшӑн уйрӑмах хаклӑ, вӗт вӑл унӑн «пӗртен-пӗр Ывӑлӗ» (Иоанн 3:16). «Пӗртен-пӗр Ывӑл» тени Турӑ Иисуса хӑй пӗччен пултарнине пӗлтерет. Турӑ ыттисене пурне те пултарнӑ чухне Иисуспа усӑ курнӑ (Колоссӑ 1:16). Ҫавӑн пекех Иисус ҫинчен «Сӑмах» тесе каланӑ (Иоанн 1:14). «Сӑмах» тени вӑл — Иисус хӑйӗн Ашшӗн сӑмахӗсене тата Вӑл мӗн тума хушнисене Туррӑн ытти ывӑлӗсене — пӗлӗтре е ҫӗр ҫинче пурӑнаканӗсене — пӗлтерсе тӑнине кӑтартса парать.

12. Малтан ҫуралнӑ Ывӑлӗ Турӑпа пӗр тан пулманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

12 Хӑш-пӗрисем малтан ҫуралнӑ Ывӑлӗ Турӑпа пӗр тан тесе ӗненеҫҫӗ. Библи ҫакна вӗрентет-ши? Ҫук. Ывӑлне пултарнӑ тесе унчченхи абзацра палӑртнӑччӗ ӗнтӗ. Апла пулсан унӑн пуҫламӑшӗ пур, Иегова Туррӑн вара пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ те ҫук (Псалом 89:2). Пӗртен-пӗр Ывӑлӗ хӑйӗн Ашшӗпе тан пулас тесе нихӑҫан та шухӑшламан. Ашшӗ Ывӑлӗнчен аслӑ тесе Библи тӳррӗн калать. (Иоанн 14:28 вуласа парӑр; 1 Коринф 11:3.) Иегова кӑна «Пурне те Пултаракан Турӑ» (Пултарни 17:1). Апла пулсан унпа никам та танлашаймасть *.

13. Мӗншӗн Библире Ывӑлӗ пирки «курӑнми Туррӑн сӑнӗ» тенӗ?

13 Ҫӗрпе пӗлӗте пултариччен чылай маларах Иеговӑпа унӑн малтан ҫуралнӑ Ывӑлӗ миллиардшар ҫулсем хушши пӗр-пӗринпе ҫывӑх хутшӑнусенче пулнӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне мӗн тери юратнӑ пулӗ! (Иоанн 3:35; 14:30). Ҫак Ывӑл пур енчен те Ашшӗ евӗрлӗ пулнӑ. Акӑ мӗншӗн Библире Ывӑлӗ пирки «курӑнми Туррӑн сӑнӗ» тенӗ (Колоссӑ 1:15). Час-часах ывӑлӗ хӑйне ашшӗ пекех тытнине кура ун пирки каснӑ лартнӑ ашшӗ тесе калаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Иисус та хӑйӗн Ашшӗ мӗнле Турӑ пулнине тӗрлӗ енчен кӑтартса панӑ.

14. Иеговӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ мӗнле майпа ҫын пулса ҫуралнӑ?

14 Иеговӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ хатӗр пулсах пӗлӗтрен ҫӗр ҫине килнӗ. Анчах та ангел мӗнле майпа ҫын пулса ҫуралма пултарнӑ? Ҫакна пурнӑҫлас тесе Иегова тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. Вӑл хӑйӗн малтан ҫуралнӑ Ывӑлӗн пурнӑҫне пӗлӗтрен илсе Мария ятлӑ иудей хӗрӗн варне вырнаҫтарнӑ. Мария арҫынпа ар хутшӑнӑвӗнче пулман. Ҫавӑнпа та ҫак ача пӗр ҫитменлӗхсӗр, пӗр ҫылӑхсӑр ҫуралнӑ. Мария ӑна Иисус ятлӑ хунӑ (Лука 1:30—35).

ИИСУС МӖНЛЕ ҪЫН ПУЛНӐ?

15. Мӗншӗн эпир Иисус урлӑ Иеговӑна лайӑхрах пӗлме пуҫлатпӑр теме пултаратпӑр?

15 Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне вӑл мӗн туни тата мӗн калани пире ун ҫинчен лайӑх пӗлме пулӑшать. Ку ҫеҫ мар, Иисус урлӑ эпир Иеговӑна лайӑхрах пӗлме пуҫлатпӑр. Мӗншӗн ҫакӑн пек калама пултаратпӑр? Ҫак Ывӑл хӑйӗн Ашшӗн сӑнӗ пулни ҫинчен каланӑччӗ ӗнтӗ. Акӑ мӗншӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсенчен пӗрне каланӑ: «Мана куракан Аттене те курнӑ» (Иоанн 14:9). Библире Евангели текен тӑватӑ кӗнекере — Матфей, Марк, Лука тата Иоанн ҫырнӑ Евангелисенче — Иисусӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тата вӑл мӗнле ҫын пулни ҫинчен питӗ нумай каласа панӑ.

16. Иисус мӗн ҫинчен вӗрентсе ҫӳренӗ тата ҫак хыпар камран пулнӑ?

16 Ҫынсем Иисус пирки «Вӗрентекен» тенӗ (Иоанн 1:38; 13:13). Мӗн ҫинчен вӑл вӗрентнӗ? Тӗпрен илсен, вӑл «Патшалӑхӑн Ырӑ Хыпарӗ» ҫинчен, урӑхла каласан, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳренӗ. Ҫак Патшалӑх вӑл — пӗтӗм ҫӗре тытса тӑракан пӗлӗтри правительство. Ҫав правительство вара Турра пӑхӑнса-итлесе тӑракан ҫынсем валли вӗҫӗ-хӗррисӗр пиллӗх илсе килӗ (Матфей 4:23). Ҫак хыпар камран пулнӑ? Иисус каланӑ: «Эпӗ вӗрентни Хамран мар, Мана Яраканран», е Иеговӑран (Иоанн 7:16). Хӑйӗн Ашшӗ ҫак Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара пурне те пӗлтересшӗн пулнине Иисус пӗлнӗ. Эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тата ҫав Патшалӑх мӗн туса парасси ҫинчен ҫак кӗнекере 8-мӗш сыпӑкран нумайрах пӗлӗпӗр.

17. Иисус ӑҫта вӗрентсе ҫӳренӗ тата мӗншӗн ыттисене вӗрентмешкӗн вӑл ҫав тери нумай вӑй хунӑ?

17 Ӑҫта вӗрентсе ҫӳренӗ Иисус? Ӑҫта ҫынсем пур, ҫавӑнта: ялсемпе хуласенче, пасарсемпе ҫынсен килӗсенче. Иисус ҫынсем хӑй патне пырасса кӗтсе тӑман. Вӑл хӑй вӗсем патне кайнӑ (Марк 6:56; Лука 19:5, 6). Мӗншӗн Иисус вӗрентсе ҫӳремешкӗн ҫав тери нумай вӑй хунӑ тата вӑхӑт уйӑрнӑ? Мӗншӗн тесен ҫапла тунипе вӑл Туррӑн ирӗкне тунӑ. Иисус яланах хӑйӗн Ашшӗн ирӗкне, е Ун кӑмӑлне кайнине, тунӑ (Иоанн 8:28, 29). Анчах вӑл мӗншӗн вӗрентсе ҫӳренине кӑтартакан тепӗр сӑлтав пур. Иисус хӑйӗн патне пыракан ҫынсене хӗрхеннӗ. (Матфей 9:35, 36 вуласа парӑр.) Вӑл вӑхӑтра тӗн пуҫлӑхӗсен Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха тата Унӑн ирӗкне ыттисене вӗрентмелле пулнӑ пулин те, вӗсем халӑха ним вырӑнне те хуман. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара илтни ҫынсене питӗ кирлӗ пулнине Иисус ӑнланнӑ.

18. Иисусӑн мӗнле ырӑ енӗсем уйрӑмах сана килӗшеҫҫӗ?

18 Иисус ыттисене юратакан, вӗсемшӗн тӑрӑшакан ҫын пулнӑ. Вӑл ырӑ ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа та ҫынсем ун патне туртӑннӑ. Ачасем те ун патне пыма хӑраман (Марк 10:13—16). Иисус ҫынсене камне кура уйӑрман, уншӑн пур ҫын та пӗрех пулнӑ. Ҫынсем влаҫпа иртӗхнине тата тӗрӗсмарлӑха Иисус курайман (Матфей 21:12, 13). Вӑл вӑхӑтра хӗрарӑмсене ним вырӑнне хуман пулин те, Иисус вӗсене хисепленӗ (Иоанн 4:9, 27). Иисус хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын пулнӑ. Пӗррехинче вӑл хӑйӗн апостолӗсен урисене ҫуса янӑ. Ҫак ӗҫе ялан тенӗ пекех тарҫӑсем тунӑ пулнӑ.

Ӑҫта ҫынсем пур, ҫавӑнта Иисус вӗрентсе ҫӳренӗ

19. Иисус ҫынсене пулӑшма яланах хатӗр пулнине мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?

19 Иисус яланах ҫынсене пулӑшма хатӗр пулнӑ. Ҫакӑ вӑл Турӑ вӑйӗпе усӑ курса ҫынсене чирсенчен сыватнинче уйрӑмах курӑнса тӑнӑ (Матфей 14:14). Сӑмахран, пӗр юхан-суранлӑ ҫын Иисус патне пынӑ та ӑна каланӑ: «Эсӗ мана тасатас тесен, тасатма пултаратӑн». Иисус ҫак ҫыннӑн ыратнипе асапне хӑйӗн ыратнӑ пекех туйнӑ. Иисус хӗрхеннипе хӑйӗн аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе каланӑ: «Тасатас тетӗп, тасал». Ҫав самантрах чирлӗ ҫын сывалнӑ! (Марк 1:40—42). Ҫак сывалнӑ ҫын мӗн туйни ҫинчен каласа пама сӑмах та тупаяс ҫук ӗнтӗ!

ВИЛИЧЧЕНЕХ ШАНЧӐКЛӐ ТӐРСА ЮЛНӐ

20, 21. Турра чун-чӗререн парӑнса тата пӑхӑнса-итлесе пурӑнас енчен Иисус чи лайӑх тӗслӗх мӗнле кӑтартса хӑварнӑ?

20 Турра чун-чӗререн парӑнса тата пӑхӑнса-итлесе пурӑнас енчен Иисус чи лайӑх тӗслӗх кӑтартса хӑварнӑ. Вӑл тӗрлӗ лару-тӑрура тата хирӗҫ тӑнипе хӗн-асапсене пӑхмасӑрах хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Сатана тем тӗрлӗ илӗртсен те Иисус ҫавсене хирӗҫ ҫирӗп тӑрса вӗсене пурне те сирсе янӑ (Матфей 4:1—11). Пӗррехинче, Иисусӑн хӑш-пӗр пӗртӑванӗсем, ӑна ӗненменнисем, ун пирки «Вӑл ӑсран кайнӑ» тенӗ (Марк 3:21). Анчах Иисус пӗртӑванӗсене хӑйӗнпе хуҫаланма паман. Вӑл Туррӑн ӗҫне тума чарӑнман. Иисуса усал сӑмахпа хӑртнӑ тата мӑшкӑлланӑ пулин те, вӑл хӑйне чаруллӑ тытнӑ, нихӑҫан та хирӗҫ тавӑрман (1 Петр 2:21—23).

21 Тӑшмансем ӑна хаяррӑн асаплантарса вӗлернӗ пулин те, Иисус мӗн виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. (Филиппӑ 2:8 вуласа парӑр.) Ҫӗр ҫинчи юлашки кунӗнче унӑн мӗн чӑтса ирттермелле пулнине пӑхса тухар. Ӑна арестленӗ, суйса айӑпланӑ, влаҫпа иртӗхекен судьясем ун пирки тӗрӗс мар приговор йышӑннӑ, вӑл ҫынсенчен мӑшкӑл тӳснӗ тата Рим салтакӗсем ӑна асаплантарнӑ. Юпа ҫине пӑталанӑскер юлашки хут сывласа илсе кӑшкӑрса янӑ: «Пулса ҫитрӗ ӗнтӗ!» (Иоанн 19:30). Анчах та Иисус вилсен тепӗр виҫӗ кунран унӑн ҫӳлти Ашшӗ ӑна пӗлӗтре ангел пулса пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ (1 Петр 3:18). Тепӗр темиҫе эрнерен вӑл пӗлӗт ҫине таврӑннӑ. Унта вӑл «Туррӑн сылтӑм енне... ларнӑ» та патша влаҫне илмешкӗн кӗтме пуҫланӑ (Еврейсем 10:12, 13).

22. Иисус мӗн виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлни мӗн парать?

22 Иисус мӗн виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлни мӗн парать? Тӗрӗссипе каласан, Иисус вилӗмӗ пире ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма май парать, Иегова чи малтанах ҫакӑн пек тума шухӑшласа хунӑ вӗт. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарни ҫинчен тепӗр сыпӑкра пӑхса тухӑпӑр.

^ Даниил пророк каланисем Иисус ҫинче мӗнле пурнӑҫланнине Хыҫсӑмахра, 197—199 страницӑсенче ӑнлантарса панӑ.

^ Иегова ҫинчен Атте тесе каланӑ, мӗншӗн тесен вӑл — Пултаракан (Исаия 64:8). Турӑ Иисуса пултарнӑ, ҫавӑнпа та ун пирки Турӑ Ывӑлӗ тенӗ. Ҫак сӑлтава пулах ангелсене те, пӗрремӗш ҫынна Адама та Турӑ ывӑлӗсем тенӗ (Иов 1:6; Лука 3:38).

^ Малтан ҫуралнӑ Ывӑлӗ Турӑпа пӗр тан пулманни ҫинчен нумайрах Хыҫсӑмахра, 201—204 страницӑсенче, тупма пултаратӑр.