Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Чаруллӑ пулма вӗренӗр

Чаруллӑ пулма вӗренӗр

«Сывлӑш ӗҫӗсем акӑ ҫаксем... чаруллӑ пулни» (ГАЛ. 5:22, 23).

ЮРӐСЕМ: 121, 36

1, 2. а) Чарулӑх ҫитменни мӗн патне илсе ҫитерет? ӑ) Чаруллӑ пулмалли ҫинчен сӳтсе явни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

ЧАРУЛӐХ — Туррӑн святой сывлӑшӗ пулӑшнипе аталанакан лайӑх ен (Гал. 5:22, 23). Чаруллӑ пулас тӗлӗшрен Иеговӑн пӗр ҫитменлӗх те ҫук. Ҫынсем вара ҫитменлӗхлӗ, ҫавӑнпа ҫак лайӑх ене кӑтартма вӗсене ҫӑмӑлах мар. Ҫынсен йывӑрлӑхӗсем час-часах чарулӑх ҫитменнине пула сиксе тухаҫҫӗ. Чаруллӑ пулма пӗлменнипе нумайӑшӗ паян тумалли ӗҫе ырана хӑвараҫҫӗ, вӗренӳре ӗлкӗрсе пымаҫҫӗ тата япӑх ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, чарулӑх ҫитменни ҫак ӗҫсем патне те илсе ҫитерет: усал сӑмахсем каласси, эрехпе иртӗхесси, ыттисене хӗнесси-ҫапасси, мӑшӑрсем уйрӑласси, кирлӗ-кирлӗ маршӑн кивҫене кӗресси, сиенлӗ йӑласен тыткӑнне кӗрсе ӳкесси, тӗрмене лекесси, чун ыратнипе асапланасси, ар ҫыхӑнӑвӗ урлӑ ерекен чирсемпе чирлесси тата ирӗксӗрех йывӑр ҫын пулса тӑрасси (Пс. 33:12—15).

2 Чаруллӑ пулма пӗлмен ҫынсем хӑйсен пурнӑҫне те, ыттисен пурнӑҫне те йывӑрлатса яни уҫҫӑн курӑнать. Ҫак тӗлӗшрен лару-тӑру ҫултан-ҫул япӑхлансах пырать. Библи вӗренекен ҫынсене ҫакӑ тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен унта «юлашки кунсенче» ҫынсем чаруллӑ пулмӗҫ тенӗ (2 Тим. 3:1—3).

3. Мӗншӗн христиансен чаруллӑ пулмалла?

3 Мӗншӗн чаруллӑ пулма вӗренмелле? Икӗ сӑлтава пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗнчен, хӑйсене алра тытма пӗлекенсен йывӑрлӑхсем сахалтарах. Хӑйсен туйӑмӗсем хыҫҫӑн каякан ҫынсемпе танлаштарсан, вӗсем ытларах чухне ыттисемпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ, час ҫилленсе каймаҫҫӗ, ытлашши пӑшӑрханмаҫҫӗ тата хуйха ӳкмеҫҫӗ. Иккӗмӗшӗнчен, илӗртӳсенчен пӑрӑнма тата тӗрӗс мар кӑмӑл-туйӑмсене тытса чарма пӗлмесӗр Турра юрама ҫук. Ҫакӑ Адампа тата Евӑпа мӗн пулса тухнинчен уҫҫӑн курӑнать (Пулт. 3:6). Унсӑр пуҫне, ҫак лайӑх ене кӑтартманни ҫынсене пысӑк йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитерет.

4. Кама чаруллӑ пулма йывӑр, ҫавсене мӗн хавхалантарма пултарать?

4 Иегова эпир ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пулнине тата пире яланах чаруллӑ пулма ҫӑмӑл маррине ӑнланать. Ҫавӑнпа вӑл пире тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсемпе кӗрешме пулӑшасшӑн (3 Патш. 8:46—50). Юратакан Тус пулнӑран Иегова кама чаруллӑ пулма йывӑр, ҫавсене ҫак лайӑх ене кӑтартма хаваспах вӗрентет. Айтӑр малтан Иеговӑн чаплӑ тӗслӗхне пӑхса тухар. Кайран вара чаруллӑ пулнӑ ҫынсен тата чаруллӑ пулманнисен тӗслӗхӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултарнине сӳтсе явӑпӑр. Ҫавӑн пекех эпир чаруллӑ пулма пулӑшакан усӑллӑ канашсене те аса илӗпӗр.

ИЕГОВӐН ТӖСЛӖХӖ

5, 6. Чаруллӑ пулас тӗлӗшрен Иегова мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

5 Иегова пӗр ҫитменлӗхсӗр, ҫавӑнпа чаруллӑ пулас тӗлӗшрен вӑл чи чаплӑ тӗслӗх кӑтартать (Сак. аст. 32:4). Эпир вара ҫитменлӗхлӗ. Ҫапах та Иеговӑн тӗслӗхӗ пире ҫак лайӑх ене мӗнле кӑтартмаллине лайӑхрах ӑнланма тата ун евӗрлӗ пулса пыма пулӑшать. Айтӑр вӑл мӗнле чаплӑ тӗслӗх кӑтартнине пӑхса тухар.

6 Сатана чӑрсӑррӑн пӑлхав ҫӗклесен Иегова чарулӑха мӗнле кӑтартни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Иегова ним тумасӑр тӑма пултарайман. Сатана Турра хирӗҫ кайсан пӗлӗтри шанчӑклӑ ангелсем тӗлӗнсе хытса тӑнӑ, ҫилленсе-тарӑхса та кайнӑ пулӗ. Сатанана пула ҫынсен мӗн тери нумай хуйхӑ тӳсме тивни ҫинчен шухӑшланӑ чухне сирӗн те, тен, ҫавнашкалах туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ. Анчах та Иегова туйӑмсем хыҫҫӑн кайман, мӗн тумаллине тӗплӗн шухӑшласа тунӑ. Вӑл хӑй вӑрах тӳсӗмлӗ пулнине, урӑхла каласан, тӳрех ҫилленсе каякан пулманнине, тата тӳрӗлӗхе юратнине кӑтартнӑ (Тух. 34:6; Иов 2:2—6). Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Иегова пӗр вӑхӑт хушши кӗтме хатӗр пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл «никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр» тет (2 Петр 3:9).

7. Иеговӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

7 Иеговӑн тӗслӗхӗ пире мӗн каламалли ҫинчен тата мӗн тумалли ҫинчен тӗплӗн шухӑшлама вӗрентет. Пӗлтерӗшлӗ йышӑну тумалла чухне васкама кирлӗ мар, шухӑшлама вӑхӑт уйӑрмалла. Кирлӗ сӑмахсем калама е тӗрӗссине тума Турӑран ӑслӑлӑх ыйтӑр (Пс. 140:3). Туйӑмсем капланса килнӗ вӑхӑтра ҫӑмӑллӑнах йӑнӑш тума пулать. Нумайӑшӗн васканипе тунӑ ӗҫшӗн е каланӑ сӑмахшӑн кайран ӳкӗнме тивнӗ (Ытар. 14:29; 15:28; 19:2).

ЧАРУЛЛӐ ПУЛНИСЕН ТАТА ЧАРУЛЛӐ ПУЛМАННИСЕН ТӖСЛӖХӖСЕМ

8. а) Чаруллӑ пулнине кӑтартнӑ ҫынсен тӗслӗхӗсене ӑҫта тупма пулать? ӑ) Потифар арӑмӗ аскӑн ӗҫ тума хӗтӗртнӗ чухне илӗртӳ хыҫҫӑн каясран Иосифа мӗн пулӑшнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

8 Хамӑра алра тытмаллине Библири хӑш тӗслӗхсем кӑтартаҫҫӗ? Кӑткӑс лару-тӑрура чаруллӑ пулнине кӑтартнӑ ҫынсен тӗслӗхӗсене эсир астӑватӑр паллах. Вӗсенчен пӗри — Иаков ывӑлӗ Иосиф. Вӑл Потифарӑн, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн, килӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ. Потифар арӑмӗ вара «илемлӗ пӳ-силлӗ, илемлӗ сӑн-питлӗ» Иосифа куҫ хывнӑ та ҫине тӑрсах ӑна аскӑн ӗҫ тума хӗтӗртме пуҫланӑ. Илӗртӳ хыҫҫӑн каясран Иосифа мӗн пулӑшнӑ? Асӑрхануллӑ пулмасан ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитересси ҫинчен шухӑшлама вӑл вӑхӑт уйӑрнӑ паллах. Потифар арӑмӗ ӑна тумтирӗнчен ярса илсен вара Иосиф тӳрех тарнӑ. Вӑл каланӑ: «Епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрем?» (Пулт. 39:6, 9; Ытарӑшсем 1:10 вуласа пар.)

9. Илӗртӳсем хыҫҫӑн каяс мар тесен мӗн тумалла?

9 Иосиф тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет? Хушӑран пирӗн Иеговӑн саккунне пӑсас мар тесен, сӑнарлӑ каласан, тарас пулать. Свидетельсем пулса тӑриччен хӑш-пӗрисем эрех-сӑрапа е наркотиксемпе иртӗхнӗ, чӗлӗм туртнӑ, аскӑнланса пурӑннӑ тата тӑрана пӗлми ҫинӗ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та вӗсен унччен тунӑ ӗҫсене тӑвас килсе кайма пултарать. Ҫылӑх тӑвас шухӑш ҫуралсан мӗн тумалла? Тӗрӗс мар туртӑм хыҫҫӑн кайни Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене мӗнле сиен кӳме пултарасси ҫинчен шухӑшлӑр. Ҫакӑ ҫылӑхпа кӗрешме вӑй парӗ. Мӗнле лару-тӑрусенче илӗртӳсемпе тӗл пулма пултарасси пирки тата вӗсенчен мӗнле пӑрӑнмалли пирки маларах шухӑшласа пӑхӑр (Пс. 25:4, 5; Ытар. 22:3). Илӗртӳсем вӑхӑтӗнче вара Иеговӑран ӑслӑлӑх тата чаруллӑ пулма пулӑшу ыйтӑр.

10, 11. а) Ҫамрӑк христиансем нумайӑшӗсем шкулта мӗнпе тӗл пулаҫҫӗ? ӑ) Тантӑшӗсем хӗтӗртнӗ чухне илӗртӳ хыҫҫӑн каясран ҫамрӑк христиансене мӗн пулӑшма пултарать?

10 Иосиф тӗл пулнӑ илӗртӳпе нумай ҫамрӑк христианин тӗл пулать. Акӑ Ким ятлӑ хӗрӗн тӗслӗхӗ. Пӗрле вӗренекенсенчен ытларахӑшӗ ар ҫыхӑнӑвне кӗресси пирки йӗркеллӗ япала тесе шутланӑ, канмалли кунсем хыҫҫӑн вӗсем кампа ҫывӑрни ҫинчен мухтанса калаҫнӑ. Кимӑн вара каласа памалли ним те пулман. Ыттисем пек пулманран хӑш-пӗр чухне вӑл хӑйне пӗчченӗн туйнӑ. Ким пӗр каччӑпа та ҫӳремен пирки тантӑшӗсем унран кулнӑ. Чӑннипе вара ҫакӑ тӗрӗс йышӑну пулнӑ. Ҫамрӑк чухне ар ҫыхӑнӑвне кӗрес туртӑм питӗ вӑйлӑ пулма пултарни ҫинчен вӑл пӗлнӗ (2 Тим. 2:22). Пӗрле вӗренекенсем унран час-часах эсӗ халӗ те арҫынпа ҫывӑрса курман-и тесе ыйтнӑ. Вара вӑл мӗншӗн ар ҫыхӑнӑвне кӗменни ҫинчен ӑнлантарса пама пултарнӑ. Пирӗн ҫамрӑк христиансем, тантӑшсем хӗтӗртсе тӑраҫҫӗ пулсан та, аскӑн ӗҫ тума килӗшмеҫҫӗ. Эпир вӗсемпе мухтанатпӑр. Иегова та вӗсемпе ҫав тери мухтанать!

11 Библире чаруллӑ пулман пирки аскӑн ӗҫ тунӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем те пур. Ҫавӑн пек ӑссӑрла хӑтланни нумай хуйхӑ кӳнӗ. Ким тӗл пулнӑ лару-тӑрупа эсир те тӗл пултӑр пулсан, Ытарӑшсем кӗнекери 7-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ ҫамрӑк ҫын ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Амнон мӗнле усал ӗҫ туни ҫинчен те, ҫавӑ мӗн патне илсе ҫитерни ҫинчен те аса илӗр (2 Патш. 13:1, 2, 10—15, 28—32). Хӑйсен ачисене каччӑпа е хӗрпе ҫӳресси ҫине тӗрӗс пӑхма, чаруллӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулма вӗрентес тесе ашшӗ-амӑшӗсем ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ чухне Библири ҫак тӗслӗхсене пӑхса тухма пултараҫҫӗ.

12. а) Пиччӗшӗсем килсен Иосиф хӑйӗн туйӑмӗсене алра тытма пӗлни ӑҫтан курӑнать? ӑ) Мӗнле лару-тӑрусенче пирӗн чаруллӑ пулмалла?

12 Иосиф чаруллӑ пулас тӗлӗшрен урӑх лару-тӑрура та лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Пиччӗшӗсем Египета ун патне апат туянма килсен вӑл хӑй камне тӳрех каламан, мӗншӗн тесен вӗсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлесшӗн пулнӑ. Туйӑмӗсене тытса чарма вӑй ҫитереймесӗр вӑл куҫҫульне никам та ан куртӑр тесе шалти пӳлӗме кӗнӗ (Пулт. 43:30, 31; 45:1). Христиансенчен е юратнӑ ҫынсенчен хӑшӗ те пулин сире кӳрентерсен хӑвӑра Иосиф пекех алра тытатӑр пулсан, хӑвӑр каланӑ сӑмахсемшӗн е тунӑ ӗҫсемшӗн ӳкӗнмелле пулмӗ (Ытар. 16:32; 17:27). Е сирӗн хурӑнташа пухуран кӑларса янӑ пулсан, унпа кирлӗ мар ҫӗртенех хутшӑнас мар тесен сирӗн, тен, туйӑмсене алра тытма тивет. Ҫак лару-тӑрура чаруллӑ пулма йывӑр пулма пултарать, анчах та ҫапла тунипе эпир Турӑран тӗслӗх илетпӗр тата вӑл хушнӑ пек тӑватпӑр. Ҫакна асра тытатпӑр пулсан, туйӑмсене алра тытма ҫӑмӑлтарах пулӗ.

13. Давид тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентме пултарать?

13 Ҫавӑн пекех Давид патшан тӗслӗхӗ те пире нумай вӗрентме пултарать. Саул вӗлерме хӑтланнӑ чухне, каярахпа Семей темтепӗр каласа хӑртса пӗтерсен, Давид вӗсене тавӑрма пултарнӑ, анчах та вӑл апла туман (1 Патш. 26:9—11; 2 Патш. 16:5—10). Паллах, Давид хӑйне тытса чарманни те пулкаланӑ. Ҫакӑ вӑл Вирсавипе аскӑн ӗҫ тунинчен тата Навала хыт кукар пулнӑшӑн тӳрех тавӑрас тенинчен курӑнать (1 Патш. 25:10—13; 2 Патш. 11:2—4). Апла пулин те унӑн тӗслӗхӗнчен эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Пӗрремӗшӗнчен, Туррӑн халӑхӗ хушшинче кама власть панӑ, ҫавсен влаҫпа иртӗхес мар тесен чаруллӑ пулма пӗлмелле. Иккӗмӗшӗнчен, эпӗ нихӑҫан та илӗртӳсем хыҫҫӑн каяс ҫук тесе шутламалла мар (1 Кор. 10:12).

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

14. Пӗр тӑванпа мӗн пулса тухнӑ тата мӗншӗн ҫакнашкал лару-тӑрӑва лексен хамӑр туйӑмсене алра тытма пӗлни питӗ кирлӗ?

14 Чарулӑха аталантарас тесен мӗн тумалла? Луиджи ятлӑ арҫын тӑванпа мӗн пулса тухнине пӑхса тухар. Унӑн машинине хыҫалтан пӗр машин пырса ҫапнӑ. Леш водителӗ, айӑплӑ пулнӑ пулсан та, Луиджипе хирӗҫме пуҫланӑ тата тытӑҫса вӑрҫма та хатӗр пулнӑ. Луиджи Иеговӑна кӗлтунӑ та хама лӑпкӑ тытма пулӑш тесе ыйтнӑ. Вӑл водителе лӑплантарма тӑрӑшнӑ, анчах усси пулман. Луиджи ҫав арҫыннӑн машин номерне ҫырса илнӗ те кайнӑ, лешӗ вара ҫаплипех кӑшкӑрса тӑрса юлнӑ. Пӗр эрне иртсен Луиджи Библипе интересленекен пӗр хӗрарӑм патне кайнӑ. Унӑн упӑшки вара ҫав водитель пулнӑ иккен! Ҫав арҫын аванмарланса кайнӑ та каҫару ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Луиджин машинине страхланӑ компани унӑн заявленине хӑвӑртрах пӑхса тухтӑр тесе унта шӑнкӑравлӑп тенӗ. Тата вӑл хаваспах Библи ҫинчен калаҫнӑ. Луиджи унччен хӑйне тытса чарма пултарнӑшӑн питӗ савӑннӑ, мӗншӗн тесен вӑл туйӑмсене алра тытман пулсан, ӗҫсем пачах урӑхла ҫаврӑнса тухнӑ пулӗччӗҫ. (2 Коринф 6:3, 4 вуласа пар.)

Эпир хамӑра мӗнле тытни ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине витӗм кӳме пултарать (14-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15, 16. Библи вӗренни сире хӑвӑра та, сирӗн ҫемьене те чаруллӑ пулма вӗренме мӗнле пулӑшма пултарать?

15 Библие тӑрӑшса тата тӗплӗн вӗренни христиансене чаруллӑ пулма вӗренме пулӑшать. Турӑ Иисус Навина мӗн каланине аса илер: «Ҫакӑ саккун кӗнеки санӑн чӗлхӳ вӗҫӗнчен ан кайтӑр; унта мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс туса тӑмашкӑн ӑна кунӗн-ҫӗрӗн вӗрен: вара ҫӳрекен ҫулу ӑнӑҫлӑ пулӗ, пур ӗҫне те ӑслӑ-тӑнлӑ тӑвӑн» (Иис. Н. 1:8). Анчах та Библи вӗренни чаруллӑ пулма вӗренес тӗлӗшрен мӗнле майпа пулӑшать-ха?

16 Сӑваплӑ Ҫырура ҫырса кӑтартнӑ тӗслӗхсенчен ҫынсем чаруллӑ пулни тата чаруллӑ пулманни мӗн патне илсе ҫитерни уҫҫӑн курӑнать. Ахальтен мар ӗнтӗ Иегова ҫак тӗслӗхсене хӑйӗн Сӑмахӗнче ҫырма хавхалантарнӑ (Рим 15:4). Ҫавӑнпа вӗсене вулани, тӗпчени тата вӗсем ҫинчен шухӑшлани ҫав тери кирлӗ! Ҫак тӗслӗхсенчен эсир хӑвӑр тата хӑвӑрӑн ҫемье мӗне вӗренме пултарассине курма тӑрӑшӑр. Ҫавна курма Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Сирӗн пӗр-пӗр енчен чарулӑх ҫитменнине ӑнлансан ҫавна йышӑнӑр, ҫавӑн ҫинчен Иеговӑна кӗлтӑвӑр тата лайӑхланас тесе мӗн тумаллине ӑнланма тӑрӑшӑр (Иак. 1:5). Ҫавӑн пекех пирӗн публикацисенче те эсир усӑллӑ канашсем тупма пултаратӑр.

17. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене чаруллӑ пулма мӗнле вӗрентме пултараҫҫӗ?

17 Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене чаруллӑ пулма мӗнле вӗрентме пултараҫҫӗ? Ҫак лайӑх ен хӑйне хӑех аталанмасть вӗт. Лайӑх енсене аталантарма пулӑшас тесен ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен лайӑх тӗслӗх кӑтартмалла (Эф. 6:4). Хӑвӑрӑн ачана чаруллӑ пулма йывӑр пулнине асӑрхатӑр пулсан, хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Ҫак тӗлӗшрен эпӗ ӑна лайӑх тӗслӗх кӑтартатӑп-и?» Ҫакӑн ҫинчен те манса ан кайӑр: эсир ырӑ хыпар сарма вӑй хунипе, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене пӗр сиктермесӗр ҫӳренипе тата кашни эрнере ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнипе хӑвӑрӑн ачасене лайӑх тӗслӗх кӑтартатӑр. Ҫакӑ вӗсем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳрсе тӑрать. Кирлӗ пулсан ачасене «ҫук» теме ан хӑрӑр. Иегова Адампа Евӑна мӗн тума юранипе юраманнине кӑтартнӑ, ҫакӑнпа вӑл вӗсене хӑйӗн влаҫне хисеплеме вӗрентес тенӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем те ачисене вӗрентсе тӑнипе тата лайӑх тӗслӗх кӑтартнипе хӑйсен влаҫне хисеплеме тата чаруллӑ пулма вӗрентме пултараҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Туррӑн влаҫне тата унӑн нормисене хисеплеме вӗрентсе тӑни ачасемшӗн хаклӑ парне пек пулӗ. (Ытарӑшсем 1:5, 7, 8 вуласа пар.)

18. Туссене суйласа илнӗ чухне мӗншӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла?

18 Паллах, пирӗн пурин те туссене суйласа илнӗ чухне ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла. Сирӗн туссем Иеговӑна юратаҫҫӗ пулсан, вӗсем сире лайӑх тӗллевсем лартса пурнӑҫлама тата япӑх инкек патне илсе ҫитерекен ӗҫсенчен пӑрӑнма пулӑшӗҫ (Ытар. 13:21). Чаруллӑ пулас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартакан ҫынсемпе хутшӑнни сире ҫак лайӑх ене аталантарма пулӑшӗ. Тепӗр енчен вара, эсир лайӑх тӗслӗх кӑтартни сирӗн туссем ҫине лайӑх витӗм кӳрӗ. Чаруллӑ пулма вӗренсен эпир телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма, Турра савӑнтарма тата ыттисене ырӑ тума пултарӑпӑр.