Эфес 6:1—24

  • Ашшӗ-амӑшӗсене тата ачасене панӑ канашсем (1—4)

  • Чурасене тата хуҫасене панӑ канашсем (5—9)

  • «Турӑ панӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсене пурне те тӑхӑнӑр» (10—20)

  • Юлашкинчен каланӑ сӑмахсем (21—24)

6  Ачасем, аҫӑр-аннӗре Ҫӳлхуҫа каланӑ пек итлесе тӑрӑр, мӗншӗн тесен ҫакӑ тӗрӗс.  «Аҫупа аннӳне хисепле» текен заповедь — Турӑ сӑмах парса каланӑ пӗрремӗш заповедь. Ӑна панӑ чухне ҫапла шантарса каланӑ:  «Вара сана лайӑх пулӗ тата ҫӗр ҫинче эсӗ нумай пурӑнӑн».  Ашшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене ан тарӑхтарӑр, вӗсене Иегова* каланӑ пек тӳрлетсе*, вӗрентсе* пӑхса ӳстерӗр.  Чурасем, хӑвӑр хуҫасене чунтан хисеплесе тата хӑраса, Христоса пӑхӑннӑ пек, чӗререн пӑхӑнса тӑрӑр.  Ҫынна юрас тесе куҫ умӗнче ҫеҫ пӑхӑнса ан тӑрӑр, ун вырӑнне Туррӑн ирӗкне пӗтӗм чунтан туса тӑракан Христосӑн чурисем пек пӑхӑнса тӑрӑр.  Вӗсемшӗн ҫыншӑн ӗҫлесе тӑнӑ пек мар, Иеговӑшӑн* ӗҫленӗ пек, хаваспах ӗҫлесе тӑрӑр,  мӗншӗн тесен хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ: Иегова* кашнине — чура-и вӑл е ирӗклӗ ҫын — ырӑ ӗҫшӗн ырӑпа тавӑрса парать.  Эсир те, хуҫасем, хӑвӑр чурасемпе хӑвӑра ҫавӑн пекех тытӑр. Вӗсене ан хӑратӑр, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр пӗлетӗр: вӗсен те, сирӗн те тӳпере Хуҫа пур, вӑл вара ҫынна камне кура уйӑрмасть. 10  Юлашкинчен эпӗ сире ҫакна каласшӑн: Ҫӳлхуҫан хӑватлӑ вӑйӗпе малалла та ҫирӗпленсе пырӑр. 11  Шуйттанӑн чеелӗхне* хирӗҫ тӑмашкӑн Турӑ панӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсене пурне те тӑхӑнӑр. 12  Мӗншӗн тесен эпир ҫынсемпе кӗрешместпӗр, эпир патшалӑхсемпе, влаҫсемпе, ҫак тӗттӗм тӗнченӗн пуҫлӑхӗсемпе, тӳпери усал сывлӑшсемпе кӗрешетпӗр. 13  Ҫавӑнпа та тӑшман тапӑннӑ кун ӑна хирӗҫ тӑмашкӑн Турӑ панӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсене пурне те тӑхӑнӑр. Вара пӗтӗмпех хатӗрленсе ҫитсен эсир ҫирӗп тӑма пултарӑр. 14  Эппин, ҫирӗп тӑрӑр, пилӗке чӑнлӑх пиҫиххине ҫыхӑр, тӳрӗлӗх кӑкӑрлӑхне* тӑхӑнӑр 15  тата урана мир ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерме хатӗр пулнине тӑхӑнӑр. 16  Унсӑр пуҫне, ӗненӗвӗн пысӑк щитне илӗр, унпа эсир Шуйттанӑн* ҫунакан пур ухӑ йӗппине* те сӳнтерме пултаратӑр. 17  Ҫавӑн пекех ҫӑлӑнӑҫ шлемне тӑхӑнӑр тата сывлӑш хӗҫне, урӑхла каласан, Турӑ сӑмахне илӗр. 18  Май пулнӑ чухне кашнинчех, хӑвӑра сывлӑш хавхалантарнӑ пек, Турра кӗлтӑвӑр тата ӑна йӑлӑнӑр*. Сӑваплӑ ҫынсемшӗн пуриншӗн те ялан хӗрӳллӗн кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр. 19  Маншӑн та кӗлтӑвӑр: эпӗ калама пуҫласан Турӑ мана кирлӗ сӑмах патӑр тата ырӑ хыпарӑн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхне манӑн ыттисене хӑюллӑн каласа памалла пултӑр. 20  Ҫак ырӑ хыпаршӑн эпӗ, сӑнчӑрласа лартнӑскер, посол пек ӗҫлесе тӑратӑп. Ҫак хыпара манӑн хӑюллӑн каламалла пултӑр тесе маншӑн кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен манӑн ӑна ҫапла каламалла та. 21  Манӑн ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен тата эпӗ мӗн туса пурӑнни ҫинчен сире пирӗн юратнӑ тӑван, Ҫӳлхуҫанӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ Ти́хик, каласа парӗ. 22  Вӑл сире пирӗн ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен каласа патӑр тесе тата сире йӑпаттӑр тесе эпӗ ӑна сирӗн пата яратӑп. 23  Тӑвансен Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран мир* тата юратупа ӗненӳ пултӑр. 24  Кам Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра нихӑҫан пӗтми юратупа юратать, ҫавсемпе пуринпе те Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ пултӑр.

Сноскӑсем

Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмахӗ ӑса вӗрентнине, пӗлӳ панине, тӳрлетнине, ӳкӗтленине, наказани е канаш панине пӗлтерме пултарать.
Е «ӑса кӗртсе».
Е «чее меслечӗсене».
Кунта ҫак сӑмах салтакӑн кӑкӑрне хӳтӗлекен вӑрҫӑ хатӗрне пӗлтерет.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усалӑн».
Е «пемелли хӗҫ-пӑшалне; сӑннине».
Е «тӗрлӗрен кӗлӗсемпе тата йӑлӑннипе Турра кӗлтуса тӑрӑр».
Е «канӑҫлӑх».