Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Иисусӑн тӑшманӗсем ал ҫумалли пирки мӗншӗн ыйту панӑ?

Ҫакӑ тӑшмансен Иисуса тата унӑн вӗренекенӗсене айӑпламалли тӗрлӗ сӑлтавсенчен пӗри ҫеҫ пулнӑ. Моисей саккунӗнче ҫын мӗне пула таса мар пулса тӑма пултарнине кӑтартса панӑ, тӗслӗхрен, арлӑх органӗсенчен юхса тухнине пула, тилҫе чирӗпе чирленине пула тата ҫын е чӗрчун виллине сӗртӗннине пула. Ҫавӑн пекех унта мӗнле тасалмалли пирки те ҫырнӑ: парне кӳмелле, ҫӑвӑнмалла е юн сирпӗтмелле пулнӑ (Лев., 11—15 сыпӑксем; Йыша шутл., 19-мӗш сыпӑк).

Иудейсен раввинӗсем ҫав хушусене тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Пӗр кӗнекере ҫырнӑ тӑрӑх, вӗсем ҫын мӗне пула таса мар пулса тӑнине «тӗплӗн тишкерсе тухнӑ: ҫакӑ мӗнле лару-тӑрура пулса тухма пултарнине, ҫак тасамарлӑх ыттисене мӗнле майпа тата мӗн таран тасамарлатма пултарнине, хӑш савӑтсем тата япаласем тасамарланма, хӑшӗсем таса юлма пултарнине, ҫавӑн пекех, тасалма мӗн-мӗн кирлине тата мӗнле йӑла-йӗркесене тумаллине те».

Иисусран тӑшманӗсем: «Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлипе пурӑнмаҫҫӗ? Аллине ҫумасӑрах апат ҫиеҫҫӗ?» — тесе ыйтнӑ (Марк 7:5). Вӗсем гигиена тытса тӑмалли пирки каламан. Раввинсен ятарлӑ йӑли тӑрӑх, апат ҫиес умӗн ҫынна алли ҫине шыв ярса памалла пулнӑ. Унччен асӑннӑ кӗнекере каланӑ: «Ҫавӑн пекех вӗсем шыва мӗнле савӑтран ярса памалли пирки, шывӗ мӗнле пулмалли пирки, ӑна камӑн ярса памалли пирки тата алӑ ҫине хӑш тӗле ярса памалли пирки тавлашнӑ».

Иисус ҫынсем шухӑшласа кӑларнӑ саккунсем ҫинчен мӗн шутланӑ? Иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсене вӑл каланӑ: «Сирӗн ҫинчен, икӗ питлӗскерсем ҫинчен, Исаия пророк тӗрӗс каланӑ, вӑл ҫапла ҫырнӑ: „Ҫак ҫынсем Мана [Иеговӑна] чӗлхи-ҫӑварӗпе хисеплеҫҫӗ, чун-чӗрипе вара — Манран аякра: вӗсем этем вӗрентӗвне, этем ӳкӗчӗсене вӗрентеҫҫӗ, апла Мана хисепленин ним усси те ҫук“. Эсир, Турӑ хушнине пӑрахса, этем кӑларнӑ йӑласене — куркасене, чашӑк-тирӗке ҫӑвассине тата ҫавӑн евӗрлине — нумай тӑватӑр» (Марк 7:6—8).