Марк 7:1—37
7 Иерусалимран килнӗ фарисейсемпе хӑш-пӗр закон вӗрентӳҫисем Иисус тавра пуҫтарӑннӑ.
2 Вӗсем Иисусӑн вӗренекенӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ирсӗрленнӗ алӑпа*, урӑхла каласан, аллине ҫумасӑрах, апат ҫинине курнӑ.
3 (Фарисейсем, пур еврей пекех, ваттисен йӑлисене ҫирӗп тытса тӑнӑран аллине чавса таран ҫумасӑр апат ҫимеҫҫӗ,
4 пасартан килсен те ҫӑвӑнмасӑр ҫимеҫҫӗ. Вӗсем тата ытти нумай йӑлана ҫирӗп тытса тӑраҫҫӗ, сӑмахран, куркасене, кӑкшӑмсене тата пӑхӑр савӑтсене шыва чиксе кӑлараҫҫӗ*.)
5 Ҫавӑнпа фарисейсемпе закон вӗрентӳҫисем унран ыйтнӑ: «Мӗншӗн санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑли-йӗркине тытса тӑмаҫҫӗ: ирсӗрленнӗ алӑпа ҫиеҫҫӗ?»
6 Вӑл вӗсене каланӑ: «Икӗпитлӗскерсем, сирӗн ҫинчен Иса́ия тӗрӗсех пророкла каланӑ, вӑл ҫапла ҫырнӑ: „Ҫак ҫынсем мана чӗлхи-ҫӑварӗпе хисеплеҫҫӗ, анчах чӗрисем вӗсен манран аякра.
7 Вӗсем мана пуҫҫапни усӑсӑр, мӗншӗн тесен вӗсен вӗрентӗвӗсем — ҫынсен заповечӗсем ҫеҫ“.
8 Эсир Туррӑн заповечӗсене сирсе яратӑр, ҫынсен йӑлисене вара ҫирӗп тытса тӑратӑр».
9 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Хӑвӑрӑн йӑласене тытса тӑрас тесе Туррӑн заповечӗсенчен пӑрӑнма эсир пит ӑста.
10 Тӗслӗхрен, Моисей ҫапла каланӑ: „Аҫупа аннӳне хисепле“ тата „Ашшӗне е амӑшне хурласа калаҫакана* вӗлерме тытса памалла“.
11 Эсир вара ҫапла калатӑр: „Ҫын хӑйӗн ашшӗне е амӑшне: ‚Эпӗ сана мӗнпе пулӑшма пултаратӑп, ҫавӑ корва́н (урӑхла каласан, Турра халалланӑ парне)‘, — тесе калать пулсан...“
12 Ҫапла каласа эсир ӑна ашшӗшӗн е амӑшӗшӗн нимӗн тума та ирӗк памастӑр.
13 Ҫакӑн пек туса эсир хӑвӑр йышӑннӑ йӑла-йӗркесемпе Туррӑн сӑмахне пӑрахӑҫлатӑр. Ҫавӑн пеккисене эсир нумай тӑватӑр».
14 Вара вӑл каллех халӑха чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Мана пурте итлӗр тата эпӗ мӗн каланине ӑнланса илме тӑрӑшӑр.
15 Ҫын ӑшне тулашӗнчен кӗрекенни нимӗн те ӑна ирсӗрлетме пултараймасть, ҫын ӑшӗнчен тухаканни ӑна ирсӗрлетет».
16 ——*
17 Иисус халӑхран уйрӑлса пӳрте кӗрсен, унӑн вӗренекенӗсем унран ҫак тӗслӗх ҫинчен ыйтма пуҫланӑ.
18 Вӑл вӗсене каланӑ: «Эсир те вӗсем пекех ӑнланмастӑр-и? Эсир пӗлместӗр-и-мӗн: ҫын ӑшне тулашӗнчен кӗрекенни нимӗн те ӑна ирсӗрлетме пултараймасть,
19 мӗншӗн тесен вӑл унӑн чӗрине мар, вар-хырӑмне кӗрет, унтан вара тухать те канава каять». Ҫапла вӑл пӗтӗм апат-ҫимӗҫ таса пулнине кӑтартса панӑ.
20 Вӑл малалла каланӑ: «Ӑшран тухаканни ҫынна ирсӗрлетет.
21 Мӗншӗн тесен шалтан, ҫын чӗринчен, усал шухӑшсем тухаҫҫӗ, вӗсем аскӑнланасси*, вӑрласси, вӗлересси патне,
22 аскӑн ӗҫ туса мӑшӑра улталасси, ҫӑткӑнланасси, усал ӗҫ тӑвасси, улталасси, намӑссӑрла хӑтланасси*, ӑмсанасси*, хурласси, мӑнкӑмӑлланасси патне тата ӑссӑрлӑх патне илсе ҫитереҫҫӗ.
23 Ҫак пӗтӗм усаллӑх шалтан тухать те ҫынна ирсӗрлетет».
24 Ҫав вырӑнтан Иисус Тирпа Сидо́н таврашне кайнӑ. Унта вӑл пӗр ҫуртра чарӑнса тӑнӑ. Ҫавна вӑл никама та пӗлтересшӗн пулман, анчах ҫынсем пурпӗр ҫавӑн ҫинчен пӗлнӗ.
25 Иисус ҫинчен илтсенех ун патне пӗр хӗрарӑм пынӑ та унӑн ури умне ӳкнӗ, ҫав хӗрарӑмӑн пӗчӗк хӗрне усал сывлӑш ернӗ пулнӑ.
26 Вӑл грек хӗрарӑмӗ пулнӑ, Сирири Финикийӑра пурӑннӑ*. Вӑл Иисуса хӑйӗн хӗрӗ ӑшӗнчен демона хӑваласа кӑларма тархасланӑ.
27 Иисус вара ӑна каланӑ: «Малтан ачасем ҫисе тӑранччӑр. Ҫӑкӑра ачасенчен илсе йытӑ ҫурисене пӑрахса пани аван мар».
28 Хӗрарӑм вара ӑна ҫапла хуравланӑ: «Ҫапли ҫапла та-ха, хуҫам. Анчах йытӑ ҫурисем те ачасем сӗтел айне ӳкернӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ».
29 Иисус ӑна каланӑ: «Эсӗ ҫапла каланӑшӑн демон сан хӗрӳ ӑшӗнчен тухрӗ. Каях ӗнтӗ».
30 Вӑл хӑйӗн килне таврӑнсан хӗрӗ вырӑн ҫинче выртнине курнӑ, демон ун ӑшӗнчен тухнӑ пулнӑ.
31 Тир хули таврашӗнчен таврӑннӑ чухне Иисус Сидо́н витӗр тата Вунхула ҫӗрӗ витӗр тухса Галиле́я тинӗсӗ патне ҫитнӗ.
32 Ҫавӑнта ун патне хӑлхи илтмен тата уҫӑмлӑн калаҫма пултарайман ҫынна илсе пынӑ та ун ҫине алӑ хума йӑлӑннӑ.
33 Иисус вара ӑна халӑхран аяккалла илсе кайнӑ. Вӑл хӑйӗн пӳрнисене унӑн хӑлхисене чикнӗ, унтан сурнӑ та унӑн чӗлхине тӗкӗннӗ.
34 Ун хыҫҫӑн вӑл тӳпенелле пӑхса ассӑн сывласа илнӗ те ӑна: «Еффафа́», — тенӗ. Ҫакӑ «Уҫӑл» тени пулать.
35 Вара ҫав ҫыннӑн хӑлхисем уҫӑлнӑ, чӗлхи ҫыхланма пӑрахнӑ, вӑл чиперех калаҫма пуҫланӑ.
36 Иисус ҫынсене ҫакӑн ҫинчен никама та калама хушман, анчах вӑл вӗсене мӗн чухлӗ ытларах чарнӑ, ҫавӑн чухлӗ ытларах вӗсем ҫакӑн ҫинчен каласа ҫӳренӗ.
37 Вӗсем калама ҫук хытӑ тӗлӗннӗ, вӗсем ҫапла каланӑ: «Вӑл пӗтӗмпех лайӑх тӑвать. Вӑл хӑлхасӑррисене те илтекен тӑвать, чӗлхесӗррисене те калаҫакан тӑвать».
Сноскӑсем
^ Ҫакӑ вӗсен аллисем хура пулнине пӗлтермест, аллисене еврейсен йӑли-йӗрки тӑрӑх ҫуманнине пӗлтерет.
^ Е «шыва кӗртеҫҫӗ».
^ Е «ылханакана».
^ А3-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Грек текстӗнче нумайлӑ хисепре тӑракан порне́йа сӑмахпа усӑ курнӑ. Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.
^ Е «чӑрсӑррӑн хӑтланасси». Грекла асе́лгейа. Словарьте «Намӑссӑрла хӑтланни» статьяна пӑхӑр.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӑмсанакан куҫ».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Сирофиники́я ҫынни пулнӑ». Вӑл Финикийӑра ҫуралнӑ пулас.