Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телейлӗ пултӑр

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телейлӗ пултӑр

«Ҫапла вара эсир пурсӑр та арӑмӑра хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр; арӑмӗ вара упӑшкине хисеплесе тӑтӑр» (ЭФ. 5:33).

ЮРӐСЕМ: 36, 3

1. Туй савӑнӑҫлӑ кун пулсан та, мӑшӑрланас текенсен мӗн асра тытмалла? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ҪУРАҪНӐ хӗрне курсанах каччӑн пит-куҫӗ савӑнӑҫпа ҫиҫме пуҫлать. Вӗсен чӗрисем мӗнле туйӑмсемпе тулса ларнине сӑмахпа каласа ҫитереес те ҫук. Хӗрпе каччӑ пек ҫӳренӗ чухне кашни тӗл пулмассерен вӗсен юратӑвӗ вӑйлансах пынӑ, халӗ вара вӗсем пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулма тупа туса сӑмах пама хатӗр. Паллах ӗнтӗ, вӗсен хӑйсен пурнӑҫӗнче улӑштармалли нумай пулать, мӗншӗн тесен вӗсем ҫемье ҫавӑрса пӗр пурнӑҫпа пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫемьене Пуҫарса Яраканӗ, Турӑ, мӑшӑрсене телейлӗ пурӑнма пулӑшасшӑн, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн Сӑмахӗнче мӑшӑрланас текенсем валли усӑллӑ канашсем ҫырса панӑ (Ытар. 18:22). Библире мӑшӑрланма шут тытнӑ ҫитменлӗхлӗ ҫынсен «хуйхӑ курмалла пулӗ» тесе тӳррӗн каланӑ (1 Кор. 7:28). Йывӑрлӑхсем май килнӗ таран сахалрах пулччӑр тесен мӗн тумалла? Тата христиансене хӑйсен ҫемйине телейлӗ тума мӗн пулӑшма пултарать?

2. Ҫемьере миҫе тӗрлӗ юрату пулмалла?

2 Юрату ҫемьере питӗ кирлӗ тенӗ Библире. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра пӗр-пӗрин патне ҫепӗҫ туйӑмсем (грекла фили́а) пулмалла. Арҫынпа хӗрарӑма пӗр-пӗрин патне туртакан туйӑмсем (э́рос) киленӳ параҫҫӗ. Ачасем ҫуралсан вара ҫемьере тӑванлӑх туйӑмӗсене (сторге́) кӑтартмалла. Анчах та ҫемье телейлӗ пултӑр тесен, пуринчен ытла принципсем ҫинче тытӑнса тӑракан юрату (ага́пе) кирлӗ. Ку юрату ҫинчен Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Ҫапла вара эсир пурсӑр та арӑмӑра хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр; арӑмӗ вара упӑшкине хисеплесе тӑтӑр» (Эф. 5:33).

УПӐШКАСЕМПЕ АРӐМСЕМ ҪИНЕ ТУРӐ МӖНЛЕ ЯВАПЛӐХСЕМ ХУНӐ?

3. Упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне мӗн таран хытӑ юратмалла?

3 Павел ҫырнӑ: «Эй упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр; Христос та ӗненекенсене (Чиркӗве) юратнӑ... Хӑйне Хӑй вӗсемшӗн вилӗме панӑ» (Эф. 5:25—27). Иисус пек пулас тесен, христиансен пӗр-пӗрне вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене юратнӑ пек юратмалла. (Иоанн 13:34, 35; 15:12, 13 вуласа пар.) Христиансен ҫемйисенче упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне питӗ хытӑ юратмалла. Кирлӗ пулсан, вӗсен пӗр-пӗриншӗн пурнӑҫа та пама хатӗр пулмалла. Анчах та ҫемьере харкашусем сиксе тухсан упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗриншӗн вилме хатӗр пулмӗҫ те пулӗ. Ага́пе юрату вара «пурне те каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать, пурне те тӳссе ирттерет». Ҫак «юрату нихӑҫан та пӗтмӗ» (1 Кор. 13:7, 8). Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне юратма тата шанчӑклӑ пулма тупа туни ҫинчен манмаҫҫӗ пулсан, Турӑ панӑ принципсем пулӑшнипе вӗсем кирек мӗнле йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерме пултарӗҫ.

4, 5. а) Упӑшкасем ҫине мӗнле яваплӑх хунӑ? ӑ) Упӑшки ҫемье пуҫӗ пулни ҫине арӑмӗн мӗнле пӑхмалла? б) Пӗр мӑшӑрӑн мӗнле улшӑнусем тумалла пулнӑ?

4 Упӑшкасемпе арӑмсем ҫине хунӑ яваплӑхсем ҫинчен Павел акӑ мӗн каланӑ: «Эй арӑмсем, хӑвӑр упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫана пӑхӑннӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр: Христос пур ӗненекенсенӗн Пуҫӗ пулнӑ пек, Вӑлах вӗсене Ҫӑлаканӗ пулнӑ пек, упӑшка вӑл — арӑмӗн пуҫӗ» (Эф. 5:22, 23). Паллах, ҫак сӑмахсем арӑмӗ упӑшкинчен япӑхраххине пӗлтермеҫҫӗ. Павел кӑтартнӑ принцип тӑрӑх пурӑнсан арӑмӗ Турӑ ун ҫине хунӑ яваплӑха пурнӑҫлама пултарӗ: «Этеме пӗччен пурӑнма аван мар; ӑна пулӑшса тӑма хӑй евӗрлӗскернех пултарар» (Пулт. 2:18). Хӑйӗн вӗренекенӗсене юратакан Христосран, пуху пуҫӗнчен, тӗслӗх илсе упӑшкан хӑйӗн ҫемье пуҫӗн тивӗҫне юратса пурнӑҫласа тӑмалла. Вара арӑмӗ хӑйне хӳтлӗхри пекех туйма пултарӗ тата упӑшкине хисеплеме ҫӑмӑл пулӗ, вӑл ӑна хаваспах пулӑшса тата пӑхӑнса тӑрӗ.

5 Кэти 1 ятлӑ хӗрарӑм тӑван качча тухсан хӑйӗн хӑш енчен улшӑнмалла пулни ҫинчен ҫапла калать: «Мӑшӑрланиччен эпӗ хам тӗллӗн пурӑннӑ тата хамшӑн хам тӑрӑшнӑ. Мӑшӑрлансан вара упӑшка ҫине шанма вӗренмешкӗн манӑн улшӑнма тиврӗ. Паллах, яланах ҫӑмӑл марччӗ, анчах та Иегова вӗрентнӗ пек тунине пула эпир пӗр-пӗринпе ҫывӑхлансах пытӑмӑр». Унӑн упӑшки Фред вара акӑ мӗн калать: «Йышӑнусем тума маншӑн яланах йывӑрччӗ. Мӑшӑрлансан вара ҫакна тума тата йывӑртарах пулса тӑчӗ, мӗншӗн тесен тата тепӗр ҫын шухӑшӗсене те шута илмелле. Анчах та эпӗ яланах Иеговӑран пулӑшу ыйтатӑп тата арӑмӑм мӗн каланине те тимлӗ итлетӗп, ҫакна пула хамӑн тивӗҫе пурнӑҫлама мана кунран-кун ҫӑмӑлтарах пулса пырать. Эпир иккӗн пӗр команда пулнине туйса тӑратӑп!»

6. «Пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса тӑракан» юрату мӑшӑрлӑ пурнӑҫри йывӑрлӑхсене татса пама мӗнле пулӑшать?

6 Ҫемье ҫирӗп пултӑр тесен упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрин ҫитменлӗхӗсене тӳсме тата пӗр-пӗрне чун-чӗререн каҫарма хатӗр пулмалла. Паллах ӗнтӗ, упӑшки те, арӑмӗ те йӑнӑшсем тӑваҫҫӗ. Анчах та хӑйсен йӑнӑшӗсенчен вӗсем хӑш енчен улшӑнмаллине курма пултараҫҫӗ, пӗр-пӗрне каҫарма тата принципсем ҫинче тытӑнса тӑракан юратӑва — «пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса тӑракан» юратӑва — кӑтартма вӗренеҫҫӗ (Кол. 3:13, 14). Унсӑр пуҫне, «юрату нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать». Вӑл «усал тунине асра тытмасть» (1 Кор. 13:4, 5). Харкашу сиксе тухсан упӑшкипе арӑмӗн вӑраха ямасӑр, ҫав кунах мирлешме тӑрӑшмалла (Эф. 4:26, 27). Чун-чӗререн: «Каҫарсам, эпӗ сана кӳрентертӗм»,— тесе калама харпӑр хӑйне кӗҫӗне хуни тата хӑюлӑх кирлӗ, унсӑрӑн йывӑрлӑхсене татса пама тата пӗр-пӗринпе ҫывӑхланса пыма май ҫук.

ҪӖПӖҪ ТУЙӐМСЕМ КӐТАРТНИ ХӐҪАН УЙРӐМАХ КИРЛӖ

7, 8. а) Арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫ пирки Библире мӗнле канашсем пур? ӑ) Мӗншӗн упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗринпе тимлӗ те ҫепӗҫ пулмалла?

7 Библире упӑшкипе арӑмне ар хутшӑнӑвӗсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшакан лайӑх канашсем пур. (1 Коринф 7:3—5 вуласа пар.) Ҫак тӗлӗшрен вӗсен иккӗшӗн те пӗр-пӗрин туйӑмӗсене тата пӗр-пӗрне мӗн кирлине шута илмелле. Упӑшки арӑмӗпе хӑйне ҫепӗҫ тытмасан, арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫ арӑмне киленӳ памӗ. Упӑшкисен хӑйсен «арӑмӗсене ӑнланса... упраса» пурӑнмалла (1 Петр 3:7, ҪХ). Ар хутшӑнӑвне кӗме мӑшӑра ирӗксӗрлемелле мар е ҫине тӑрсах ыйтмалла мар. Упӑшкипе арӑмӗн иккӗшӗн те пӗрле пулас килсе каймалла. Ар ҫыхӑнӑвне кӗме хатӗр пулмашкӑн ытларах чухне хӗрарӑмсене арҫынсенчен нумайрах вӑхӑт кирлӗ, упӑшкин ҫавна шута илмелле.

8 Упӑшкипе арӑмӗ савӑшса киленни шутне мӗн-мӗн кӗни ҫинчен Библире ҫырман. Анчах та Библире ҫепӗҫ туйӑмсем кӑтартни ҫинчен калани пур (Юр. юр. 1:1; 2:6). Упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗринпе тимлӗ те ҫепӗҫ пулмалла.

9. Мӗншӗн мӑшӑрланнӑ ҫынсен никам ҫине те аскӑн шухӑшпа пӑхма юрамасть?

9 Турра тата ҫывӑх ҫынна хытӑ юратни упӑшкипе арӑмне никама та, ниме те хӑйсене пӗр-пӗринчен сивӗтме памӗ. Хӑш-пӗр ҫемьесенчи хутшӑнусем упӑшки е арӑмӗ порнографи пӑхма иленнӗрен япӑхланса кайнӑ е ҫавӑншӑн ҫемье пачах арканнӑ. Порнографи пӑхас шухӑш е урӑх аскӑн шухӑшсем ҫуралас пулсан вӗсене тӳрех пӗтермелле. Ҫавӑн пекех, упӑшки е арӑмӗ ыттисемпе якӑлтатса ҫӳрет пулсан, вӑл хӑйӗн мӑшӑрне юратманнине кӑтартать. Ҫавсенчен пуринчен те пӑрӑнма ҫирӗп шут тытмалла. Турӑ пирӗн шухӑшсемпе ӗҫсене курса тӑнине асра тытни пире ӑна итлеме тата нравственность нормисене пӑсмасӑр пурӑнма пулӑшӗ. (Матфей 5:27, 28; Еврейсем 4:13 вуласа пар.)

ҪЕМЬЕРЕ КИЛӖШӲ ҪУК ЧУХНЕ

10, 11. а) Мӑшӑрсем уйрӑлни мӗн таран анлӑ сарӑлнӑ? ӑ) Уйрӑм пурӑнасси ҫинчен Библире мӗн каланӑ? б) Уйрӑм пурӑнма васкасран упӑшкипе арӑмне мӗн пулӑшӗ?

10 Упӑшкипе арӑмӗ хушшинче час-часах харкашусем сиксе тухаҫҫӗ пулсан, вӗсенчен пӗри е иккӗшӗ те уйрӑм пурӑнсан е пачах уйрӑлсан ҫеҫ йывӑрлӑхран тухма пулать тесе шутлама пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче мӑшӑрланнисенчен ҫурри ытла уйрӑлать. Ҫакнашкалли Турӑ халӑхӗ хушшинче сайра-хутра ҫеҫ пулкалать, апла пулин те христиансен ҫемйисенче йывӑрлӑхсем нумайланса пыни пӑшӑрхантарать.

11 Библире каланӑ: «Мӑшӑрланнисене эпӗ мар, Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушать: арӑмӗн упӑшкинчен уйӑрӑлмалла мар (уйӑрӑлас пулсассӑн качча каймасӑр пурӑнмалла е хӑйӗн упӑшкипе килӗштермелле), упӑшкин те арӑмӗнчен уйӑрӑлмалла мар» (1 Кор. 7:10, 11). Уйрӑм пурӑнасси ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар. Мӑшӑртан уйрӑм пурӑнни йывӑрлӑхран тухмалли чи ҫӑмӑл ҫул пек туйӑнма пултарать пулин те, час-часах ҫакӑ тата пысӑкрах йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитерет. Турӑ «этем хӑйӗн ашшӗ-амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ» тенӗ, ҫавна аса илтерсе Иисус каланӑ: «Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр» (Матф. 19:3—6; Пулт. 2:24). Ҫавӑнпа та ни упӑшкин, ни арӑмӗн «Турӑ пӗрлештернине» уйӑрмалла мар. Упӑшкипе арӑмне Иегова ӗмӗрех пӗрле пурӑнтарасшӑн (1 Кор. 7:39). Вӗсем кашни ҫыннӑн Турӑ умӗнче явап тытмалла пулассине асра тытаҫҫӗ пулсан, йывӑрлӑхсем пысӑкланса кайиччен вӗсене май килнӗ таран хӑвӑртрах татса пама тӑрӑшӗҫ.

12. Мӗншӗн упӑшкипе арӑмӗ уйрӑм пурӑнасси пирки шутлама пуҫлама пултараҫҫӗ?

12 Хӑш-пӗр чухне йывӑрлӑхсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫран ытлашши нумай кӗтнӗрен сиксе тухаҫҫӗ. Мӑшӑрӗпе телейлӗ пурӑнма ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗсем татӑлсан, ҫын хӑйне улталанӑ пек туйма, кӑмӑлсӑр пулма, тарӑхса ҫӳреме те пултарать. Унсӑр пуҫне, упӑшкипе арӑмӗн кӑмӑл-туйӑмӗсем кашнин тӗрлӗрен пулнӑран та е вӗсем тӗрлӗрен ҫемьесенче ӳссе ҫитӗннӗрен те харкашусем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Анчах та мӑшӑрланнӑ христиансем ытларахӑшӗ Библири принципсемпе усӑ курса ҫакнашкал йывӑрлӑхсене ҫӗнтереҫҫӗ, ҫавӑншӑн вӗсем мухтава тивӗҫлӗ.

13. Уйрӑм пурӑнма мӗнле витӗмлӗ сӑлтавсем пур?

13 Сайра-хутра ҫеҫ уйрӑм пурӑнма витӗмлӗ сӑлтавсем пулма пултараҫҫӗ. Мӑшӑрӗ хӑйӗн ҫемйишӗн тӑрӑшасшӑн мар пулсан, хӑйне тискеррӗн тытнипе мӑшӑрӗн сывлӑхӗпе пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерет пулсан е хаяррӑн хирӗҫ тӑнипе Иеговӑна пуҫҫапма чӑрмантарать пулсан, христиансенчен кам та пулин мӑшӑрӗнчен уйрӑм пурӑнма йышӑну тума пултарать. Христиансен ҫемйинче пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, вӗсен старейшинӑсем патне пырса пулӑшу ыйтмалла. Старейшинӑсем вӗсене мӑшӑрсен Турӑ Сӑмахӗнчи канашсемпе мӗнле усӑ курмаллине кӑтартма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, упӑшкин те, арӑмӗн те Иеговӑран святой сывлӑш ыйтмалла, Библири принципсемпе усӑ курма вӗренме тата святой сывлӑшӑн ҫимӗҫне кӗрекен паха енсене аталантарма пулӑшсам тесе кӗл тумалла (Гал. 5:22, 23) 2.

14. Иеговӑшӑн ӗҫлемен мӑшӑрпа пурӑнакан тӑвансене Библи мӗнле канаш парать?

14 Хӑш-пӗр христиансен мӑшӑрӗ хальлӗхе Иеговӑшӑн ӗҫлемест. Библире ҫак тӑвансен хӑйсен мӑшӑрне мӗншӗн пӑрахмалла маррине кӑтартакан витӗмлӗ сӑлтавсем илсе панӑ. (1 Коринф 7:12—14 вуласа пар.) Мӑшӑрсенчен пӗри Турӑшӑн ӗҫлет пулсан, тепри, ӑнланать-и вӑл ҫакна е ӑнланмасть-и, хӑйӗн мӑшӑрӗ «ӗненни урлӑ тасалать». Ҫак ҫемьере ачасем ҫуралсан, вӗсем те «таса» шутланаҫҫӗ, Турӑ вӗсене те хӳтӗлет. Павел ҫырнӑ: «Арӑм, эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн — тен, упӑшкуна ҫӑлса хӑварӑн? Эсӗ те, упӑшки, ӑҫтан пӗлетӗн — тен, арӑмна ҫӑлса хӑварӑн?» (1 Кор. 7:16.) Иегова Свидетелӗсен кашни пухӑвӗнче тенӗ пекех хӑйсен мӑшӑрне ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшнӑ тӑвансем пур.

15, 16. а) Турӑшӑн ӗҫлемен упӑшкасен арӑмӗсене Библи мӗнле канаш парать? ӑ) Ӗненмен мӑшӑрӗ ӗненекен мӑшӑрне пӑрахса тухса каяс тет пулсан, мӗн тумалла?

15 Петр апостол Иеговӑшӑн ӗҫлекен арӑмсене ҫапла каланӑ: «Эй арӑмсем, эсир те упӑшкӑрсене пӑхӑнса пурӑнӑр; вӗрентсе каланине пӑхӑнман упӑшкӑрсем эсир Турӑран хӑраса таса пурӑннине курччӑр та арӑмӗсем ырӑ пурӑннипе вӗрентмесӗрех ӗненекен пулччӑр». Арӑмӗ хӑй мӗне ӗненни ҫинчен кунӗн-ҫӗрӗн каласа парас вырӑнне «йӑваш кӑмӑллӑ» пулсан, ҫакӑ унӑн мӑшӑрне Туррӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма хӑвӑртрах хавхалантарӗ (1 Петр 3:1—4).

16 Иеговӑна ӗненмен мӑшӑрӗ ӗненекен мӑшӑрне пӑрахса тухса каяс тет пулсан, мӗн тумалла? Библире каланӑ: «Ӗненмен хӑрах уйӑрӑласшӑн пулсан — уйӑрӑлтӑр; ун пек чухне вара ар тӑван та, хӗрарӑм тӑван та ирӗклӗ; Ҫӳлхуҫа пире килӗштерсе пурӑнма хушать» (1 Кор. 7:15). Паллах, ҫакӑ христианинӑн тепӗр хут мӑшӑрланма юранине пӗлтермест, анчах мӑшӑрне вӑйпах тытса чармалла мар. Уйрӑм пурӑнни канӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑха тавӑрса пама пултарать. Христианин хӑйне пӑрахса кайнӑ мӑшӑрӗ каллех пӗрле пурӑнас тесе каялла таврӑнасса тата хӑҫан та пулин Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑрасса шанма пултарать.

МӐШӐРЛӐ ПУРНӐҪ ТАТА УНТАН ТА КИРЛӖРЕХХИ

Турӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хурсан ҫемье ҫирӗпрех тата телейлӗрех пулать (17-мӗш абзаца пӑхӑр)

17. Иеговӑна ӗненекен мӑшӑрсемшӗн малти вырӑнта мӗн пулмалла?

17 Эпир паян «юлашки кунсем» вӗҫленсе пынӑ вӑхӑтра, «йывӑр саманара» пурӑнатпӑр (2 Тим. 3:1—5). Ҫапах та Турӑпа ҫирӗп хутшӑнусем пулсан эпир ҫак тӗнчене хамӑр ҫине витӗм кӳме памастпӑр. Павел ҫырнӑ: «Вӑхӑт кӗскелсе килчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та арӑмлисенӗн арӑмсӑр пек пулас пулать... ку тӗнче уссине куракансенӗн усӑ курман пек пулас пулать» (1 Кор. 7:29—31). Павел мӑшӑрсене хӑйсен ҫемье тивӗҫлӗхӗсене тумалла мар тесе каласшӑн пулман. Апла пулин те, мӑшӑрсен халӗ вӑхӑт кӗскелсе килнине асра тытса Иеговӑна пуҫҫапассине тӗп вырӑна хумалла (Матф. 6:33).

18. Христиансене мӑшӑрлӑ пурнӑҫра телейлӗ пулма мӗн пулӑшать?

18 Хальхи йывӑр вӑхӑтра нумайӑшӗсен ҫемйи арканать, ҫапах та мӑшӑрлӑ пурнӑҫра телей тупма пулать. Мӑшӑрланса пурӑнакан христиансем Иеговӑн халӑхӗпе пӗрле ӗҫлесе тӑрсан, Библири канашсемпе усӑ курсан тата Туррӑн святой сывлӑшӗ ертсе пынине йышӑнсан, вӗсем «Турӑ пӗрлештернине» упраса хӑварма пултарӗҫ (Марк 10:9).

^ 1 5-мӗш абзаца пӑхӑр. Ятсене улӑштарнӑ.

^ 2 13-мӗш абзац. «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекери «Уйрӑласси тата уйрӑм пурӑнасси пирки Библи мӗн калать» приложение пӑхӑр.