Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Библири канашсем — паян кун та усӑллӑ-и?

Библири канашсем — паян кун та усӑллӑ-и?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ «ҪУК» ТЕЙӖҪ. Пӗр тухтӑр каланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Библири канашсемпе усӑ курни химие 1920 ҫулсенчи учебникпа вӗреннипе пӗрех. Скептик вара ҫакӑн пек ыйту пама пултарать: «Вӗр ҫӗнӗ компьютерпа ӗҫлеме эсир кивелсе кайнӑ компьютер инструкцийӗпе усӑ курнӑ пулӑттӑрччӗ-и?» Урӑхла каласан, хӑш-пӗрисем халӗ Библирен ним усси те ҫук тесе шутлаҫҫӗ.

Тӗрлӗ технологисен ӗмӗрӗнче ҫак авалхи кӗнеке усӑ пама пултарать-ши? Хальхи вӑхӑтра интернетри сайтсемпе блогсенче кирек мӗнле ыйту пирки те канаш тупма пулать. Телевизорпа авторитетлӑ психологсемпе тӗрлӗ экспертсем пӗр-пӗрне пӳлсе тенӗ пекех пире пурӑнма вӗрентеҫҫӗ. Кӗнеке лавккисенче вара харпӑр хӑйне пулӑшу пама вӗрентекен тӗрлӗ кӗнекесем туп-тулли, вӗсен авторӗсем миллиарчӗ-миллиарчӗпе укҫа тӑваҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра чи ҫӗнӗ информацие тупма ҫав тери ҫӑмӑл пулсан, Библире, 2 000 ҫула яхӑн каялла ҫырнӑ кӗнекере, канаш шырамалла-и? Библие кивелсе кайнӑ хими учебникӗпе е кивелсе кайнӑ компьютер инструкцийӗпе танлаштарма пулать тесе скептиксем, тен, тӗрӗсех калаҫҫӗ? Анчах та ҫапла танлаштарни тӗрӗс мар. Наукӑпа технологисем питӗ хӑвӑрт улшӑнса тӑраҫҫӗ, этеме мӗн кирли вара, тӗпрен илсен, улшӑнман. Унчченхи пекех ҫынсем пурнӑҫ тӗллевне шыраҫҫӗ, вӗсем телейлӗ пуласшӑн, хӑйсене хӳтлӗхри пек туясшӑн, ҫемйине ҫирӗп тӑвасшӑн тата шанчӑклӑ туссем тупасшӑн.

Библие тахҫанах ҫырнӑ пулсан та, вӑл ҫак тӗллевсене пурне те пурнӑҫа кӗртме пулӑшать. Унсӑр пуҫне, унта Библи Авторӗ — этеме Пурнӑҫ Параканӗ тесе ҫырнӑ. Библире пурнӑҫра сиксе тухма пултаракан кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулӑшакан канашсем пур (2 Тимофей 3:16, 17). Чи кирли вара — унти канашсем ӗмӗрлӗхе, вӗсем нихӑҫан та кивелмеҫҫӗ! Библире: «Турӑ Сӑмахӗ пурӑнать»,— тесе ҫырнӑ (Еврейсем 4:12).

Библире мӗн каланине чӑнах та шанма юрать-и? Ҫак кӗнеке кивелсе кайнӑ-и е вӑл паян кун та унчченхи пекех мӗнпур кӗнекерен те чи усӑлли-и? Ҫак брошюрӑн тӗллевӗ — ҫак ыйтусен хуравӗсене тупма пулӑшасси.