Нихӑҫан кивелми канашсем
КАЛӐПӐР, эсир музее килнӗ. Авалхи экспонатсене пӑхса ҫӳренӗ май вӗсенчен ытларахӑшӗ тӗксӗмленнине, шӑйрӑлса тата ҫуркаланса пӗтнине асӑрхатӑр. Хӑшӗ-пӗрисен пысӑк пайӗсемех ҫук. Пӗр экспоначӗ вара питӗ лайӑх упранса юлнӑ, унӑн вак-тӗвек пайӗсене те пӑхма пулать. «Ку ыттисенчен ҫӗнӗрех-им?» — тесе ыйтатӑр эсир экскурсоводран. «Ҫук,— тет вӑл.— Вӑл чи авалхи экспонатсем шутне кӗрет тата ӑна пӗрре те юсаса ҫӗнетмен». «Ӑна питӗ типтерлӗ усранӑ пуль вара»,— тетӗр эсир. «Ҫук,— тесе калать экскурсовод.— Вӑл ҫил ҫинче те пулнӑ, ҫумӑр айне те лекнӗ, сӗмсӗр ҫынсем те ӑна пӗрре анчах мар сӑтӑр тума хӑтланнӑ». Тен, эсир тӗлӗннипе: «Ӑна мӗнрен тунӑ вара?» — тесе ыйтатӑр.
Библие хӑш-пӗр енчен ҫав экспонатпа танлаштарма пулать. Паллах ӗнтӗ, упранса юлнӑ авалхи кӗнекесем татах пур. Анчах та вӗсенчен нумайӑшне вӑхӑт шеллемен. Унсӑр пуҫне, тавракурӑм ҫинчен унта мӗн ҫырни хальхи наука факчӗсемпе килӗшсе тӑмасть. Ҫавӑн пекех ҫав кӗнекесенче ҫырса панӑ сипленмелли меслетсем усӑ парас вырӑнне ытларах сиен кӳреҫҫӗ. Авалхи алҫырусенчен нумайӑшӗн пысӑк пайӗ е ҫухалса пӗтнӗ, е питӗ япӑх упранса юлнӑ, вӗсенчен пӗчӗк татӑксем ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
Библи вара ытти авалхи кӗнекесенчен питӗ уйрӑлса тӑрать. Ӑна 35 ӗмӗр ытла каялла ҫырма пуҫланӑ пулин те, вӑл пирӗн пата пӗр улшӑнмасӑр ҫитнӗ. Ӗмӗрсем хушши ӑна пӗрмаях тӗп тума хӑтланнӑ — ҫунтарнӑ, вулама чарнӑ тата ним вырӑнне те хуман. Ҫав-ҫавах вӑл тӗрӗс-тӗкелех упранса юлнӑ. Наукӑра ҫитӗнӳсем тунӑҫемӗн вара ҫакӑ паллӑ пулнӑ: Библи кивелмен ҫеҫ мар, хӑй вӑхӑтӗнчен Кивелнӗ-и е хӑй вӑхӑтӗнчен те малта пырать-и?» рамкӑна пӑхӑр.)
те малта пынӑ иккен. («ПУРНӐҪРА УСӐ ПАРАКАН ПРИНЦИПСЕМ
Тен, эсир ҫапла ыйтатӑр: «Нивушлӗ Библири канашсем хальхи вӑхӑтра пулӑшма пултараҫҫӗ?» Хуравне пӗлес тесен ҫак ыйту ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: ҫынсен пурнӑҫне паян пуринчен ытла мӗн йывӑрлатса тӑрать? Нумайӑшӗ вӑрҫӑсем, ҫутҫанталӑка варалани, преступлени тӑвасси тата коррупци тесе калӗҫ. Халӗ вара аяларах илсе панӑ Библири принципсене вулӑр та хӑвӑртан ыйтӑр: «Ҫынсем ҫак принципсем тӑрӑх пурӑннӑ пулсан тӗнчери лару-тӑру лайӑхланӗччӗ-ши?»
КИЛӖШТЕРСЕ ПУРӐНАССИ
«Килӗшӳ кӳрекенсем телейлӗ: вӗсене Турӑ ачисем тейӗҫ» (Матфей 5:9). «Хӑвӑртан килет пулсассӑн, пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр» (Рим 12:18).
ХӖРХЕНМЕ ТАТА КАҪАРМА ПӖЛНИ
«Хӗрхенекенсем телейлӗ: вӗсене хӑйсене хӗрхенӗҫ» (Матфей 5:7). «Пӗр-пӗриншӗн ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Турӑ хӑвӑра Иисус Христос урлӑ каҫарнӑ пек, пӗр-пӗрне каҫарӑр» (Эфес 4:32).
ТӖРЛӖ ХАЛӐХ ҪЫННИСЕМ ХУШШИНЧИ МИР
«Пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнтармашкӑн Вӑл мӗнпур этем йӑхне пӗр юнран ӗрчетсе янӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 17:26). «Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех, Турӑран хӑраса тӑракан ҫын, тӳрӗлӗхпе пурӑнакан ҫын кирек епле халӑх ҫынни пулсан та Турӑшӑн кӑмӑллӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35).
ҪУТҪАНТАЛӐКА УПРАНИ
«Ҫӳлхуҫа Турӑ Хӑй пултарнӑ этеме ертсе пынӑ та ӑна Эдем пахчине — ҫавӑнта ӗҫлесе тӑма, пахчана сыхласа тӑма — вырӑнаҫтарнӑ» (Пултарни 2:15). Турӑ «ҫӗре пӗтерекенсене» пӗтерӗ (Ӳлӗмхине 11:18).
ҪӐТКӐНЛӐХПА АСКӐНЛӐХА КУРАЙМАННИ
«Пуянлӑха хапсӑнасран сыхланӑр: этем пурӑнӑҫӗ унӑн пурлӑхӗ нумаййинчен килмест» (Лука 12:15). «Аскӑн ӗҫӗн, тӗрлӗ тасамарлӑхӑн, мула хапсӑнассийӗн сирӗн хушшӑрта — сӑваплӑ ҫынсем хушшинче — ячӗ те ан пултӑр» (Эфес 5:3).
ТӲРӖ КӐМӐЛЛӐ ТАТА ӖҪЧЕН ПУЛНИ
«Эпир... ялан тӳрӗ ӗҫ тума тӑрӑшатпӑр» (Еврейсем 13:18). «Вӑрласа пурӑннӑскерӗ малашне ан вӑрлатӑр, ҫитменнипе асапланакана памалӑх та пултӑр тесе, аллипе усӑллӑ ӗҫ тума тӑрӑштӑр» (Эфес 4:28).
ЫТТИСЕНЕ ПУЛӐШНИ
«Хуйха ӳкнисене лӑплантарӑр, вӑйсӑррисене пулӑшӑр, пур ҫыншӑн та вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр» (1 Фессалоника 5:14). «Хуйхӑ-суйхӑ тӳссе пурӑнакан тӑлӑх ачасемпе тӑлӑх арӑмсене пулӑшса тӑр[ӑр]» (Иаков 1:27).
Библи вӑл лайӑх канашсен пуххи ҫеҫ мар. Вӑл пире ҫак канашсене хаклама та, вӗсемпе кулленхи пурнӑҫра усӑ курма та вӗрентет. Ҫынсем унти принципсем тӑрӑх пурӑннӑ пулсан, мӗн чухлӗ йывӑрлӑха ҫӗнтерме пултарӗччӗҫ! Чӑнах та, Библири канашсем хальхи вӑхӑтра нихҫанхинчен те усӑллӑ. Анчах та Библи халех сире мӗнле пулӑшма пултарать?
БИБЛИРИ КАНАШСЕМ СИРЕ УСӐ ПАМА ПУЛТАРАҪҪӖ
Пӗр ӑслӑ ҫын пӗррехинче: «Ӑслӑлӑха хӑй ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ»,— тенӗ (Матфей 11:19). Эсир ҫакӑнпа килӗшетӗр-и? Канаш ӑслӑ е ӑслӑ мар пулни унпа усӑ курнӑ хыҫҫӑн паллӑ. Тен, эсир ҫапла шухӑшлатӑр: «Библи чӑнах та усӑллӑ кӗнеке пулсан, манӑн пурнӑҫ лайӑхланасса кӗтмелле. Вӑл ман йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме мӗнле пулӑшма пултарать?» Пӗр хӗрарӑмӑн тӗслӗхне пӑхса тухар.
Ирина * телейлӗ те тулли пурнӑҫпа пурӑннӑ, анчах та кӗтмен ҫӗртен пӗр инкек хыҫҫӑн тепри пырса ҫапсан, унӑн пурнӑҫӗ тӗпренех улшӑннӑ. Малтан хӗрӗ вилсе кайнӑ. Унтан ӑна упӑшки пӑрахса хӑварнӑ. Укҫа-тенкӗ енчен те йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. Ирина каласа парать: «Хам кам иккенне те пӗлместӗмччӗ: эпӗ хӗрӗмсӗр, упӑшкасӑр тата килсӗр-ҫуртсӑр тӑрса юлтӑм. Ман ним ҫинчен шухӑшлама та, ним тума та вӑй юлмарӗ».
Халӗ Ирина Библири ҫак сӑмахсем чӑнах та тӗрӗс пулнине питӗ лайӑх ӑнланать: «Эпир пурӑнас ӗмӗр — ҫитмӗл ҫул, тӗреклӗрех пулсассӑн — сакӑрвунӑ ҫул; чи лайӑх вӑхӑчӗ те — йывӑр ӗҫ те чир анчах» (Псалом 89:10).
Ирина ҫав йывӑр вӑхӑтра Библире канашсем шырама пуҫланӑ. Ҫакӑ уншӑн чӑн-чӑн ҫӑлӑнӑҫ 1 Фессалоника 2:13.)
пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑнхи статьясем Библи тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултарнине тата унти канашсемпе усӑ курни пурнӑҫа тӗпрен улӑштарма пултарнине кӑтартаҫҫӗ. Библие ҫӳлерех асӑннӑ музейри тӗлӗнмелле экспонатпа танлаштарма пулать. Вӑл ытти кӗнекесенчен питӗ уйрӑлса тӑрать — вӗсем кивелсе юрӑхсӑра тухаҫҫӗ. Тен, Библие чӑнах та урӑх «материалтан» тунӑ? Унта ҫынсен шухӑшӗсене мар, Туррӑн шухӑшӗсене ҫырнине ӗненме юрать-и? (Ҫын пурнӑҫӗ кӗске тата йывӑрлӑхсемпе тулнӑ тенипе эсир те килӗшетӗр пулӗ. Питӗ йывӑр чухне эсир канаш тата пулӑшу ӑҫта шыратӑр?
Айтӑр Библи хӑвӑра мӗнле пулӑшма пултарнине пӗлер. Вӑл пире
-
йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма пулӑшать;
-
йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшать;
-
йывӑр вӑхӑтра вӑй тупма пулӑшать.
Тепӗр виҫӗ статьяра ҫак шухӑшсене сӳтсе явнӑ.
^ 24 абз. Ҫак тата тепӗр виҫӗ статьяра хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.