Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

1 Йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма пулӑшать

1 Йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма пулӑшать

Библири канашсене пурне те Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ тата унта мӗн ҫырни «усӑллӑ: вӑл вӗрентет, питлет, тӳрлетет» (2 Тимофей 3:16). Ҫакӑ чӑнах та ҫаплах-ши? Айтӑр Библири канашсем хӑш-пӗр ҫынсене пысӑк йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма мӗнле пулӑшнине пӑхар.

ЭРЕХ-СӐРАПА ИРТӖХНИ

Унчченхи статьяра асӑннӑ Ирина хӑйӗн ҫине йывӑрлӑхсем йӑтӑнса ансан чунне эрех-сӑрапа лӑплантарас тенӗ. Библи эрех-сӑрана виҫине пӗлсе ӗҫме чармасть, анчах та унта ҫакӑн пек асӑрхаттару пур: «Эрехпе супакансем хушшинче... ан пул» (Ытарӑшсем 23:20). Эрех-сӑрапа иртӗхнине пула сывлӑх пӗтет, ҫемьесем арканаҫҫӗ тата ҫынсем хушшинчи лайӑх хутшӑнусем пӑсӑлаҫҫӗ, ҫавӑн пекех кашни ҫулах миллионшар ҫын вӑхӑтсӑр вилет. Ҫынсем Библири ӑслӑ канашсене тытса тӑрсан ҫак йывӑрлӑхсенчен нумайӑшӗнчен пӑрӑннӑ пулӗччӗҫ.

Ирина шӑпах ҫапла тунӑ та. Вӑл акӑ мӗн калать: «Эрех-сӑра канӑҫсӑрлатакан шухӑшсене сирсе яма тата чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшмасть. Эпӗ Филиппӑ 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ пек турӑм: „Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр... кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра... каласа парӑр“. Ҫӗрле канӑҫсӑр шухӑшсем капланса килсен кашнинчех Иеговӑна кӗлтума пуҫлаттӑм. Эпӗ ӑна хамӑн туйӑмсем ҫинчен каласа параттӑм — тарӑхни-ҫиллени, чун ыратни, хуйха ӳкни ҫинчен те. Мана лайӑххи ҫинчен шухӑшлама пулӑш тесе йӑлӑнса ыйтаттӑм. Ирхине вара, япӑх туйӑмсем ан таврӑнччӑр тесе, лайӑххи ҫинчен шухӑшлама вӑй хураттӑм. Кашни кун ҫапла туни мана хам мӗн ҫухатни ҫинчен мар, хамӑн мӗн пурри ҫинчен ытларах шухӑшлама пулӑшрӗ. Урӑх нихӑҫан та эрех-сӑра ӗҫместӗп тесе ҫирӗп шут тытрӑм. Эпӗ чун канӑҫлӑхне тупрӑм. Ҫак канӑҫлӑх маншӑн питӗ хаклӑ, манӑн ӑна пач та ҫухатас килмест».

АСКӐН ӖҪСЕМ

Аскӑн ӗҫсем туни питӗ нумай хӗн-асап кӳрет. Библири канашсем вара аскӑн ӗҫ патне илсе ҫитерекен ӗҫсенчен — сӑмахран, якӑлтатассинчен тата порнографирен — пӑрӑнма пулӑшаҫҫӗ. «Якӑлтатма пач та йывӑр мар,— тет Самьюэл ятлӑ каччӑ.— Хӑш-пӗр чухне, хӗр сана килӗшмест пулсан та, унпа якӑлтатма пуҫлатӑн, мӗншӗн тесен хӑв ӑна килӗшнине туятӑн. Ҫапла тӑвасса та интереслӗ пулнӑран ҫеҫ тӑватӑн». Чи малтанах Самьюэлӑн хӗрсемпе якӑлтатас шухӑш пачах пулман. Анчах та ӑна час-часах эсӗ якӑлтатса ҫӳретӗн тенӗ, вара вӑл чӑнах та хӑйне ҫапла тытма пуҫланӑ. Кайран якӑлтатасси унӑн йӑлана кӗнӗ. Анчах та ку япала ӑна пӑшӑрхантарма пуҫланӑ. Халӗ вӑл калать: «Ҫакӑ мана пӑсса ячӗ: эпӗ хам ҫинчен ҫеҫ шутлама пуҫларӑм».

Самьюэл ҫамрӑксем валли Библи тӑрӑх ҫырнӑ пӗр статьяна вуланӑ. Ҫав статья ӑна Ытарӑшсем 20:11 сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем ҫинчен шухӑшлаттарнӑ: «Ача мӗнле ҫын пулассине,— ырӑ пулӗ-и вӑл, тӳрӗ-и,— вӑл мӗнле ӗҫе кӑмӑлланинчен те пӗлме пулать». Ҫакӑ мӗнле пулӑшнӑ ӑна? Самьюэл якӑлтатасси таса мар тата тӗрӗс мар ӗҫ пулнине ӑнланса илнӗ. Халӗ вӑл калать: «Эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: якӑлтатма юратакан яшсемпе хӗрсен япӑх енсем аталанса каяҫҫӗ, кайран ҫав япӑх енсем вӗсене лайӑх упӑшка е арӑм пулма чӑрмантараҫҫӗ. Эпӗ шухӑшларӑм: авлансан ман арӑм эпӗ урӑххипе якӑлтатнине курсан мӗн туйнӑ пулӗччӗ? Вара якӑлтатнинче ним япӑххи те ҫук тесе шутламалла маррине ӑнлантӑм. Пӗр-пӗр ӗҫе тума ҫӑмӑл пулнӑран ҫеҫ ӑна туни тӗрӗс тесе калама ҫук». Самьюэл улшӑнма шут тытнӑ. Якӑлтатма пӑрахни ӑна аскӑн ӗҫ тӑвасран хӳтӗленӗ.

Антонио аскӑн ӗҫ тӑвасси патне тата ҫывӑхарах пынӑ: вӑл порнографи пӑхма хӑнӑхса кайнӑ. Антонио хӑйӗн арӑмне питӗ хытӑ юратнӑ пулин те ҫав япӑх йӑларан хӑтӑлайман. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, ӑна 1 Петр 5:8 сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем ҫинчен шухӑшлани питӗ пулӑшнӑ. Унта ҫапла ҫырнӑ: «Чаруллӑ пурӑнӑр, сыхӑ тӑрӑр: сире хирӗҫ пыракан шуйттан, ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек, кама та пулин ҫӑтасшӑн ҫӳрет». «Хальхи тӗнчере порнографи питӗ анлӑ сарӑлнӑ, йӗрӗнмелле ӳкерчӗксем пуҫа ҫирӗп кӗрсе лараҫҫӗ,— тет Антонио.— Анчах та Библири ҫав сӑмахсем илӗртӳсем камран пулнине ӑнланма пулӑшрӗҫ. Ҫак ирсӗр ӳкерчӗксем Шуйттанран пулни ҫинчен манӑн хама пӗрмай аса илтерсе тӑмаллаччӗ. Халӗ эпӗ пӗлетӗп: хамӑн ӑс-тӑна, чӗрене тата ҫемьене упрама манӑн чаруллӑ пулмалла тата сыхӑ тӑмалла, ҫав тӗлӗшрен вара Иегова ҫеҫ пулӑшма пултарать». Антонио хӑйне кирлӗ пулнӑ пулӑшӑва илсен порнографи пӑхма пӑрахнӑ. Ҫакӑ вара ӑна тата пысӑкрах йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма пулӑшнӑ.

Библири канашсем пысӑк йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма пулӑшни уҫҫӑн курӑнать. Анчах та эпир пӗр-пӗр йывӑрлӑха кӗрсе ӳкрӗмӗр пулсан тата вӑл нумай вӑхӑта тӑсӑлать пулсан, мӗн тумалла? Айтӑр Библи ҫавнашкал йывӑрлӑхсене татса пама мӗнле пулӑшма пултарнине пӑхса тухар.

Библири канашсем пысӑк йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма пулӑшма пултараҫҫӗ