БИБЛИРИ СӐВӐ ЙӖРКИСЕНЕ ӐНЛАНТАРСА ПАНИ

Ытарӑшсем 17:17. «Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать»

Ытарӑшсем 17:17. «Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать»

«Чӑн-чӑн тус яланах юратать, вӑл пӗртӑван пек: йывӑр вӑхӑтра ун ҫине шанма пулать» (Ытарӑшсем 17:17, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару).

«Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать, инкекре вара, тӑван пек, вӑхӑтра килсе ҫитет» (Ытарӑшсем 17:17, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).

Ытарӑшсем 17:17-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

 Чӑн-чӑн туссене пӗтӗмпех шанма пулать. Вӗсем пӗртӑвансем пекех питӗ ҫывӑх пулма пултараҫҫӗ, уйрӑмах, йывӑр килнӗ чухне вӗсем шанчӑклӑ тата пулӑшма хатӗр.

 «Чӑн-чӑн тус яланах юратать». Ҫак сӑмахсене тата «тусӑн юратӑвӗ — яланлӑха» тесе куҫарма пулать. Ҫакӑнта «юрату» тесе куҫарнӑ авалхи еврей сӑмахӗ тепӗр ҫын патне туйӑмсем пуррине ҫеҫ пӗлтермест. Ҫакӑ вӑл чунтан-вартан юратнине пӗлтерет, вӑл ӗҫсенчен курӑнса тӑрать (1 Коринф 13:4—7). Пӗр-пӗрне ҫапла юратакан туссем, вӗсем хушшинче пӗр-пӗр йывӑрлӑх — сӑмахран пӗр-пӗрне ӑнланманни — сиксе тухсан е пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулсан, пӗр-пӗрне пӑрахмаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем пӗр-пӗрне каҫарма хатӗр (Ытарӑшсем 10:12). Тата чӑн-чӑн тус хӑйӗн тусӗн ӗҫӗсем ӑнса пынӑ чухне ӑна ӑмсанмасть. Пачах урӑхла, вӑл унпа пӗрле савӑнать (Рим 12:15).

 «Чӑн-чӑн тус... пӗртӑван пек: йывӑр вӑхӑтра ун ҫине шанма пулать». Ҫак сӑвӑ йӗрки пӗртӑвансем хушшинчи хутшӑнусем уйрӑмах ҫывӑх пулма пултарнине кӑтартса парать. Ҫавӑнпа та йывӑрлӑх тӳсекен туса пулӑшас тесе эпир хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑватпӑр пулсан, ҫав вӑхӑтра пӗртӑванӗ мӗн тунӑ пулӗччӗ, ҫавнах тӑватпӑр теме пулать. Унсӑр пуҫне, йывӑрлӑхсенче туслӑх ҫирӗпленет. Ҫавӑн чухне туссем пӗр-пӗрне хытӑрах юратма тата хисеплеме пуҫлаҫҫӗ.

Ытарӑшсем 17:17-мӗш сӑвӑ йӗркин контексчӗ

 Ытарӑшсен кӗнекинче ӑслӑ, витӗмлӗ те кӗске шухӑшсене ҫырса хунӑ, вӗсем вулакана шухӑшлама хавхалантараҫҫӗ. Ытарӑшсенчен ытларахӑшне Соломон патша ҫырнӑ. Вӑл усӑ курнӑ стиль авалхи еврей поэзире анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ: рифмӑлас вырӑнне параллелизм мелӗпе е контраст мелӗпе усӑ курнӑ. Урӑхла каласан, сӑвӑ йӗркин пӗр пайӗ тепӗр пайӗн шухӑшне уҫӑмлӑрах тунӑ е сӑвӑ йӗркин пӗр пайӗ тепӗр пайне хирӗҫленӗ. Ытарӑшсем 17:17-мӗш сӑвӑ йӗркине параллелизм мелӗпе ҫырнӑ. Ытарӑшсем 18:24-мӗшне [ҪТ] вара контраст мелӗпе ҫырнӑ: «Пӗр-пӗрне усал тума хатӗр юлташсем пур, анчах тепӗр тус пӗртӑванран та ҫывӑхрах пулать».

 Ытарӑшсем 17:17-мӗшӗнчи сӑмахсене ҫырнӑ чухне Соломон хӑйӗн Давид ашшӗн тата Саул ывӑлӗн Ионафанӑн хушшинчи ҫирӗп туслӑха аса илнӗ пулас (1 Патшасен 13:16; 18:1; 19:1—3; 20:30—34, 41, 42; 23:16—18). Давидпа Ионафан пӗртӑвансем пулман пулин те, вӗсем пӗр-пӗриншӗн тӑванран та ҫывӑхрах пулнӑ. Ионафан хӑйӗн ҫамрӑк тусӗшӗн, Давидшӑн, вилме те хатӗр пулнӑ a.

 Ытарӑшсен кӗнекипе паллаштаракан ҫак кӗске видеона пӑхӑр.