Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫывӑхлан манпа

Ҫывӑхлан манпа

Уҫласа илӗр:

  1. 1. Тӑлӑх пекчӗ эп,

    Пур хуйха ун чух тӳсеттӗмччӗ пӗччен.

    Ҫемьери пек халӗ эп

    Турӑ хӑй патне илнӗрен.

    Вӑл йӑпатать ман чунӑма,

    Лӑпкӑ эп туяп хама.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Эс ҫывӑхлан манпа,— тет Атте,—

    Ҫывӑхланӑп эп санпа.

    Маншӑн эс хаклине

    Кӑтартӑп вара сана.

    Эс ҫывӑхлан ҫеҫ манпа».

  2. 2. Эп хуйха ӳксен,

    Ман чӗре мана унчченхишӗн ятласан,

    Кӗлтӑватӑп нумайччен,

    Канӑҫ эп ыйтап Туррӑмран.

    Курап: вӑл маншӑн тӑрӑшать.

    Шанчӑкпа чӗре тулать.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Эс ҫывӑхлан манпа,— тет Атте,—

    Ҫывӑхланӑп эп санпа.

    Маншӑн эс хаклине

    Кӑтартӑп вара сана.

    Эс ҫывӑхлан ҫеҫ манпа».

    КАҪӐ

    Ӑна пӗлмен чухнех манра

    Вӑл курнӑ ыррине.

    Халь ҫывӑх вӑл — кӗлту кӑна.

    Манпа вӑл ӗмӗрех.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Эс ҫывӑхлан манпа,— тет Атте,—

    Ҫывӑхланӑп эп санпа.

    Маншӑн эс хаклине

    Кӑтартӑп вара сана.

    Эс ҫывӑхлан ҫеҫ манпа».