Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турӑ пире пӗлет

Турӑ пире пӗлет

Уҫласа илӗр:

  1. 1. Эпир анненӗн варӗнче чухнех,

    Ҫут тӗнчене эпир киличченех

    Пирӗн чӗре мӗнле тапать,

    Ҫавна ҫӳлти Атте курать.

    Эс шутласа пӑх кӑна.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Сана та, мана та

    Манмасть вӑл нихҫан та.

    Пӗлет эс халь мӗн тӳснине,

    Эс тӑрӑшса ӗҫленине.

    Эс кулнӑ чухне те,

    Куляннӑ чухне те

    Хӑв чӗрӳнте мӗн туйнине Турӑ пӗлет.

    Пӗлет.

  2. 2. Ыр атте пек, вӑл пире юратать,

    Санпа мана телей ҫеҫ сунать.

    Вӑл пирӗнте курать ыррине,

    Эпир мӗнлерех пулассине.

    Ялан асра тыт ҫакна.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Сана та, мана та

    Манмасть вӑл нихҫан та.

    Пӗлет эс халь мӗн тӳснине,

    Эс тӑрӑшса ӗҫленине.

    Эс кулнӑ чухне те,

    Куляннӑ чухне те

    Хӑв чӗрӳнте мӗн туйнине Турӑ пӗлет.

    Пӗлет.

    КАҪӐ

    Апла ҫӑмӑл мар чухне

    Ан ман вӑл сана юратнине. Кӗлту, кӗлту.

    Мӗн хӑратать сана,

    Ҫавна та уҫса пар ӑна.

    Веҫех аван пулать,

    Вӗт вӑл саншӑн тӑрӑшать.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Сана та, мана та

    Манмасть вӑл нихҫан та.

    Пӗлет эс халь мӗн тӳснине,

    Эс тӑрӑшса ӗҫленине.

    Эс кулнӑ чухне те,

    Куляннӑ чухне те

    Хӑв чӗрӳнте мӗн туйнине Турӑ пӗлет.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Сана та, мана та

    Манмасть вӑл нихҫан та.

    Пӗлет эс халь мӗн тӳснине,

    Эс тӑрӑшса ӗҫленине.

    Эс кулнӑ чухне те,

    Куляннӑ чухне те

    Хӑв чӗрӳнте мӗн туйнине Турӑ пӗлет.

    Пӗлет.