Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

113-МӖШ ЮРӐ

Турӑ паракан мир

Турӑ паракан мир

(Иоанн 14:27)

  1. 1. Мухтӑр Иеговӑна —

    Мир паракана.

    Хуҫӗ ухӑпа сӑнна,

    Чарӗ пур вӑрҫа.

    Чӑн Мир Кнеҫӗ халь Христос —

    Патшара ларать.

    Усала вӑл тӗп туса

    Кӗҫ чӑн мир тӑвать.

  2. 2. Харкашни, вӑрҫни тек ҫук

    Пирӗн хушӑра.

    Хӗҫсене шӑратрӑмӑр,

    Турӑмӑр ҫурла.

    Пӗрлӗхе упрас тесе

    Каҫарар чунтан,

    Мирлӗ, туслӑ пурӑнма

    Вӗренер ялан.

  3. 3. Пирӗн хушӑри мире

    Уҫҫӑн курнипе

    Тӗрлӗ ҫын калать пире:

    «Турӑ сирӗнпе».

    Туррӑн ирӗкне Христос

    Йӑлт пурнӑҫличчен

    Кар тӑрса хыпар сарар

    Чӑн-чӑн мир ҫинчен.

(Ҫавӑн пекех Пс. 45:10; Ис. 2:4; Иак. 3:17, 18 пӑхӑр.)