Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

112-МӖШ ЮРӐ

Иегова — мир паракан Турӑ

Иегова — мир паракан Турӑ

(Филиппӑ 4:9)

  1. 1. Иегова Ҫӳлхуҫа,

    Чӑн-чӑн мир килет санран.

    Сывлӑшна пире парсамччӗ,

    Мир илмешкӗн пулӑшсам.

    Сан Ывӑлу пире

    Мирлештернӗ санпала,

    Чаплӑ май пурне те панӑ

    Ӗмӗр сан туссем пулма.

  2. 2. Пире сан сывлӑшу

    Вӗрентет, ертсе пырать.

    Сӑмаху, ҫутаткӑҫ евӗр,

    Тӗттӗмре ҫул кӑтартать.

    Хӑрушлӑх, вӑрҫӑсем

    Хуҫаланнӑ кунсенче

    Чӑн-чӑн канӑҫлӑх тупмашкӑн

    Сывлӑшна парсам пире.

  3. 3. Эс шанчӑклисене

    Тӳпере те ҫӗр ҫинче

    Пӗрлештертӗн пӗлтермешкӗн

    Сан Патшалӑху ҫинчен.

    Вӑл тӳрӗлӗх тӑвать,

    Пур вӑрҫа та пӗтерет,

    Мирлӗ пурнӑҫ, пысӑк савнӑҫ

    Ҫӗр ҫине илсе килет.

(Ҫавӑн пекех Пс. 4:9; Флп. 4:6, 7; 1 Фес. 5:23 пӑхӑр.)