Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

19-МӖШ УРОК

Итлекенсен чӗрисене хускат

Итлекенсен чӗрисене хускат

Ытарӑшсем 3:1

ТӖЛЛЕВ. Итлекенсене хӑв мӗн калани мӗншӗн усӑллӑ пулнине курма пулӑш тата мӗн илтнипе пурнӑҫра усӑ курма хавхалантар.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Итлекенсене харпӑр хӑйне тӗрӗслесе пӑхма пулӑш. Шухӑшлаттаракан ыйтусем парса ҫынсене хӑйсен кӑмӑл-туйӑмне тӗрӗслеме хавхалантар.

  • Ырӑ ӗҫсене таса шухӑшпа тума хавхалантар. Итлекенсене вӗсем ырӑ ӗҫсене мӗншӗн туни ҫинчен шухӑшлаттар. Ҫакна курма пулӑш: ырӑ ӗҫсене тума Иеговӑна, ҫывӑх ҫынсене тата Библие юратни хавхалантарса тӑмалла. Ятлас вырӑнне Библири канашсем ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине кӑтарт. Итлекенсене ан намӑслантар. Сана итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсен ырӑ ӗҫсем тумашкӑн хӑйсем мӗн тума пултарнине пурне те тӑвас кӑмӑл ҫуралтӑр.

  • Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑш. Туррӑн паха енӗсем тата вӑл ҫынсене юратни Библири вӗрентӳсенче, принципсенче тата законсенче мӗнле курӑнса тӑнине палӑрт. Итлекенсене Иеговӑн туйӑмӗсене шута илме тата ӑна савӑнтарма хавхалантар.