Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ертсе пыракан советӑн ҫырӑвӗ

Ертсе пыракан советӑн ҫырӑвӗ

Еврейсем 5:12-мӗшӗнче: «Эсир хӑвӑр вӗрентекенсем пулмаллаччӗ»,— тенӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Иегова, Ҫут Тӗнчери чи лайӑх Вӗрентекен, ыттисене вӗрентес ӗҫе пире шанса панӑ! Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха ыттисене вӗрентесси — ҫемьере-и, пухура-и е ырӑ хыпар сарнӑ чухне-и — пысӑк чыс та яваплӑх. Ҫак ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулас тесен мӗн тумалла-ши?

Хуравне Павел апостол Тимофей патне ҫырнӑ сӑмахсенче тупма пулать: «Вула-вула парса, ӳкӗтлесе, вӗрентсе пурӑн». Павел тата ҫапла хушса каланӑ: «Ҫапла пурӑнсассӑн эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлӑн» (1 Тим. 4:13, 16). Эпир калакан хыпар ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма пултарать. Ҫавӑнпа лайӑх вулама вӗренмелле тата ыттисене вӗрентес ӑсталӑха ӳстермелле. Ку брошюра ҫак тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшӗ. Айтӑр брошюрӑн хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсене пӑхса тухар.

Кашни страницӑра илсе панӑ сӑвӑ йӗркисем вӗсем — е урокӑн тӗп шухӑшне палӑртакан принципсем, е урокпа мӗнле усӑ курмаллине кӑтартакан тӗслӗхсем

Иегова — Аслӑ Вӗрентекен (Ис. 30:20). Ҫак брошюра сана лайӑх вулама вӗренме тата ыттисене вӗрентес ӑсталӑха ӳстерме пулӑшӗ. Анчах та ан ман: ҫынсене хӑй патне Иегова ертсе пырать тата эпир калакан хыпар — унӑн хыпарӗ (Иоанн 6:44). Ҫавӑнпа Иеговӑран час-часах святой сывлӑш ыйт. Библипе ытларах усӑ кур. Пӗр-пӗр ыйту пирки хӑв мӗн шутланине мар, Иегова мӗн шутланине уҫса пар. Хӑвна итлекенсене Иеговӑна чун-чӗререн юратма пулӑш.

Эсӗ пӗлтерекен хыпар ҫынсем илтнӗ хыпарсенчен чи пӗлтерӗшли. «Турӑ панӑ халӗпе» эсӗ ҫак ӗҫре ӑнӑҫлӑ пуласси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр (1 Петр 4:11).

Сан пек хыпарҫӑсем,

Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ