Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

22-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Библие тӗпчени. Хӑш енчен лайӑхланма пулать?

Библие тӗпчени. Хӑш енчен лайӑхланма пулать?

«Мӗн аваннине пӗлсе пурӑн[ӑр]» (ФЛП. 1:10).

35-МӖШ ЮРӐ Мӗн аваннине пӗлсе пурӑн

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗншӗн хӑш-пӗр тӑвансен мӗн те пулин тӗпчеме кӑмӑл ҫук?

ХАЛЬХИ вӑхӑтра пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илме ҫӑмӑлах мар. Ҫемьене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе сахал мар тӑванӑн нумай ӗҫлеме тивет. Пӗрисен ӗҫе кайма, кайран ӗҫрен таврӑнма темиҫе сехет каять. Теприсен — ӗҫӗ питӗ йывӑр. Кун вӗҫнелле вара тӑвансен мӗн те пулин тӗпчеме пӗр вӑй та юлмасть.

2. Эсир хӑҫан тӗпчетӗр?

2 Ҫав-ҫавах пирӗн Турӑ Сӑмахне тата ӑна ӑнлантарса паракан публикацисене тӗпчеме — чӑннипех тарӑн тӗпчеме — вӑхӑт уйӑрмалла. Хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулччӑр тесен тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен ҫакна туни питӗ кирлӗ (1 Тим. 4:15, 16). Ҫакна ӑнланнӑран хӑшӗ-пӗрисем кашни кун иртерех тӑраҫҫӗ те тӗпчеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ун чухне килте лӑпкӑ тата пуҫ лайӑх ӗҫлет. Теприсем вара кун вӗҫӗнче нимӗн те чӑрмантарман чухне Библипе пирӗн публикацисене тӗпчеме тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама темиҫе минут уйӑраҫҫӗ.

3, 4. Пичетлекен тата интернетра кӑларакан публикацисен шутне чакарас тесе мӗн тунӑ тата мӗншӗн?

3 Паллах, тӗпчемешкӗн вӑхӑт уйӑрмалла. Анчах мӗн тӗпчемелле-ха? Тен, эсир ҫапла калатӑр: «Вуламалли питӗ нумай пулнӑран эпӗ пурне те вулама ӗлкӗрейместӗп». Чӑнах та, Иеговӑн организацийӗ парса тӑракан пур публикацие вулама, пирӗн сайтри тата телекураври пур материала пӑхма нумайӑшӗн вӑхӑт ҫитмест. Ертсе пыракан совет ҫакна ӑнланать, ҫавӑнпа та пичетлекен тата интернетра кӑларакан публикацисен шутне чакарма йышӑну тунӑ.

4 Сӑмахран, «Ежегодник Свидетелей Иеговы» кӗнеке урӑх тухмасть, мӗншӗн тесен хавхалантаракан ӗҫсемпе тӗслӗхсем ҫинчен jw.org® сайтран тата пирӗн телекураври кашни уйӑхра тухса тӑракан программӑсенчен пӗлме пулать. «Хурал башнин» салатмалли кӑларӑмӗ тата «Вӑранӑр!» журнал халӗ ҫулталӑкра виҫӗ хут ҫеҫ тухса тӑраҫҫӗ. Ҫак улшӑнусене пирӗн ытти ӗҫсем валли ытларах вӑхӑт пултӑр тесе мар, чи кирли валли ытларах вӑхӑт пултӑр тесе тунӑ (Флп. 1:10). Айтӑр хамӑр тӗллӗн Библие тӗпченӗ чухне чи малтан мӗн тӗпчемеллине тата тӗпчени нумайрах усӑ патӑр тесен мӗн тумаллине пӑхса тухар.

МАЛТАН ЧИ КИРЛИНЕ ТӖПЧӖР

5, 6. Пирӗн мӗнле публикацисене тӗплӗн тӗпчемелле?

5 Чи малтан мӗн тӗпчемелле? Пирӗн кашни кун Турӑ Сӑмахне тӗпчеме вӑхӑт уйӑрмалла. Халӗ эрне варринче иртекен тӗлпулура пӑхса тухмалли Библи сыпӑкӗсен шучӗ сахалрах. Ҫавна пула пирӗн мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама тата ҫавӑн ҫинчен публикацисенче мӗн каланине пӑхма ытларах вӑхӑт пур. Пирӗн тӗллев ҫав сыпӑксене вуласа тухасси кӑна мар. Библири чӑнлӑхсене пирӗн хамӑрӑн чӗрене пырса тивме май памалла, вара эпир Иеговӑпа ҫывӑхланса пырӑпӑр (Пс. 18:15).

6 Пирӗн тата мӗн тӗпчемелле? Пирӗн «Хурал башнин» вӗренмелли кӑларӑмӗнчи статьясене тата эрне варринче иртекен тӗлпулу валли хатӗрленӗ материала тӗпчемелле. «Хурал башнин» кашни салатмалли кӑларӑмне те, кашни «Вӑранӑр!» журнала та вуламалла.

7. Пирӗн сайтра тата телекуравра тухса тӑракан статьясемпе видеороликсене вулама е пӑхма ӗлкӗреймесен мӗншӗн кулянмалла мар?

7 Анчах эсир: «Пирӗн сайтра тата телекуравра статьясемпе видеороликсем питӗ нумай-ҫке!» — тесе калама пултаратӑр. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, эсир ресторана килтӗр, унта вара пур апата та сӗтел ҫине лартса тухнӑ. Тӗрлӗ тутлӑ апат курсан сирӗн пурне те тутанса пӑхас килет. Анчах эсир пӗтӗмпех тутанса пӑхма пултарайманнине ӑнланатӑр, ҫавӑнпа та темиҫе апата ҫеҫ ҫисе пӑхма шут тытатӑр. Ҫавӑн евӗрлех эсир пирӗн интернет-ресурссенче тухса тӑракан пур материала та вулама е пӑхма ӗлкӗрейместӗр пулсан, ан кулянӑр. Хӑвӑр мӗн тума пултарнине тӑвӑр. Халӗ айтӑр Библие мӗнле тӗпчемеллине тата тӗпченинчен май килнӗ таран ытларах усӑ илес тесе мӗн тумаллине пӑхса тухар.

ЛАЙӐХ ТӖПЧЕС ТЕСЕН ВӐЙ ХУМАЛЛА

8. «Хурал башнинчи» статьяна сӳтсе явма хатӗрленнӗ чухне мӗн-мӗн тума пулать? Ҫакна туни сире мӗнле усӑ парӗ?

8 Тӗпченӗ чухне эпир материала мӗнле те пулин кирлӗ шухӑша пӗлес тесе вулатпӑр. Эпир хӑвӑрт вуласа тухса хуравӗсене палӑртса тухатпӑр ҫеҫ мар. Сӑмахран, «Хурал башнинчи» статьяна сӳтсе явма хатӗрленнӗ чухне чи малтан «Ҫак статьяра» рамкӑна вуласа тухӑр. Унтан статьян ятне, подзаголовоксене тата вӗреннине аса илмелли ыйтусене пӑхса тухӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн васкамасӑр тата тӗплӗн статьяна вулӑр. Вуланӑ май тӗп шухӑшсене тупма тӑрӑшӑр (ялан тенӗ пекех, ҫав шухӑшсене абзацӑн пӗрремӗш предложенийӗнче тупма пулать). Час-часах вӗсем абзацра сӑмах мӗн ҫинчен пулнине пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Статьяна вуланӑ чухне кашни абзац подзаголовокпа тата статьян тӗп темипе мӗнле ҫыхӑнса тӑни ҫинчен шухӑшлӑр. Хӑш сӑмахсен пӗлтерӗшне лайӑхрах ӑнланас тетӗр тата мӗнле шухӑшсене тӗплӗнрех тӗпчес тетӗр, ҫавсене ҫырса илӗр.

9. а) «Хурал башнинчи» статьяна сӳтсе явма хатӗрленнӗ чухне мӗншӗн сӑвӑ йӗркисене тӗплӗн пӑхса тухмалла тата ҫакна мӗнле тумалла? ӑ) Библири сӑвӑ йӗркисене вуласа тухнисӗр пуҫне, Псалом 1:2-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн тата мӗн тумалла?

9 «Хурал башнинчи» статьяна тӗпчени пире Библие ӑнланма пулӑшать. Ҫавӑнпа та илсе панӑ Библири сӑвӑ йӗркисене, уйрӑмах статьяна пухупа сӳтсе явнӑ чухне вуламаллисене, тӗплӗн пӑхса тухӑр. Ҫак сӑвӑ йӗркисенчи тӗп сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем абзацри шухӑша мӗнле уҫса пани ҫинчен шухӑшлӑр. Унсӑр пуҫне, хӑвӑр вуланӑ сӑвӑ йӗркисем ҫинчен тата вӗсемпе хӑвӑр пурнӑҫра мӗнле усӑ курмалли ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрӑр. (Псалом 1:2 вуласа парӑр.)

Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене Библие тӗпчеме вӗрентӗр (10-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

10. Еврейсем 5:14-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗсен ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ачисене тӗпчеме тата кирлӗ информацие шырама вӗрентмелле?

10 Паллах ӗнтӗ, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗсем ачисем савӑнӑҫ илччӗр теҫҫӗ. Анчах вӗсен, ачисемпе мӗн сӳтсе явмаллине малтанах палӑртса хумалла пулсан та, кашни эрнерех мӗнле те пулин ятарлӑ программа шутласа кӑлармалла мар. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне пирӗн телекураври кашни уйӑхра тухса тӑракан программӑна пӑхма пулать тата хӑш-пӗр чухне интереслӗ ӗҫсене тума пулать, сӑмахран, Ной тунӑ ковчегӑн макетне. Анчах ачасене Библие тӗпчеме те вӗрентмелле. Тӗслӗхрен, вӗсен пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене мӗнле хатӗрленмеллине тата шкулта сиксе тухма пултаракан йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшакан информацие мӗнле шырамаллине пӗлмелле. (Еврейсем 5:14 вуласа парӑр.) Ачасем килте Библири темӑсене тӗпчеме вӑхӑт уйӑраҫҫӗ пулсан, вӗсене пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тата конгрессенче мӗн илтнине ӑнланма ҫӑмӑлтарах пулӗ, вӗт унта видеороликсем яланах кӑтартмаҫҫӗ. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни вара мӗн вӑхӑт хушши пымалла? Ҫакӑ ачасем миҫе ҫулта пулнинчен тата вӗсен пултарулӑхӗнчен килет.

11. Эпир кампа Библи вӗренетпӗр, ҫавсене Библие тӗплӗн тӗпчеме мӗншӗн вӗрентмелле?

11 Библие тӗпчеме пирӗн тата кама вӗрентмелле? Эпир кампа Библи вӗренетпӗр, ҫавсене. Вӗренме тытӑннӑ ҫын Библи вӗренӗвне тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленнӗ чухне хуравсене палӑртса тухнине курсан, паллах, эпир питӗ савӑнатпӑр. Анчах пирӗн ӑна кирлӗ информацие шыраса тупма та, Библие тӗплӗн тӗпчеме те вӗрентмелле. Вара вӑл йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан мӗн тумалли пирки пухури тӑвансенчен ыйтас вырӑнне чи малтан ҫавӑн пирки пирӗн публикацисенче мӗн каланине тӗпчӗ.

ТӖПЧЕНӖ ЧУХНЕ ТӖЛЛЕВПЕ ТӖПЧӖР

12. Эпир мӗнле-мӗнле тӗллевпе Библие тӗпчеме пултаратпӑр?

12 Сире тӗпчеме килӗшсех каймасть пулсан мӗн те пулин тума пулать-и? Паллах, пулать. Малтанах тӗпчеме сахалрах вӑхӑт уйӑрӑр, кайран ҫакна тума ытларах та ытларах вӑхӑт уйӑрӑр. Библие мӗнле тӗллевпе тӗпчени ҫинчен асра тытӑр. Паллах, пирӗн тӗп тӗллев вӑл — Иеговӑпа ҫывӑхланса пырасси, анчах урӑх тӗллевсем те пур. Хӑш-пӗр чухне пирӗн хамӑра панӑ ыйту ҫине хурав тупмалла, тепӗр чухне вара пӗр-пӗр йывӑрлӑхпа тӗл пулсан хамӑра мӗнле тытмалли пирки пирӗн публикацисенче мӗн каланине шыраса тупмалла.

13. а) Ҫамрӑк хӑй мӗне ӗненни ҫинчен пӗрле вӗренекенсене каласа пама мӗнле хатӗрленме пултарать? ӑ) Колоссӑ 4:6-мӗшӗнчи канашпа мӗнле усӑ курма пулать?

13 Калӑпӑр, эсир шкулта вӗренетӗр. Пӗрле вӗренекенсем пурте эволюцие ӗненеҫҫӗ. Библи мӗне вӗрентнине сирӗн хӳтӗлес килет, анчах ҫакна тума пӗлӳ ҫитсех каймасть пек туйӑнать. Апла сирӗн тӗпчемелле! Ҫакна икӗ тӗллевпе тума пулать: 1) пӗтӗмпех Турӑ тунине хытӑрах ӗненес тесе, 2) чӑлӑха хӳтӗлеме вӗренес тесе (Рим 1:20; 1 Петр 3:15). Чи малтан пӗрле вӗренекенсем мӗншӗн эволюцие ӗненни ҫинчен шухӑшлӑр. Унтан ҫакӑн пирки пирӗн публикацисенче мӗн каланине тӗпчӗр. Мӗне ӗненнине ӑнлантарса пама хӑвӑр шутланинчен те ҫӑмӑлрах пулма пултарать. Нумайӑшӗ эволюцие пӗр-пӗр хисеплӗ ҫын ҫав теорие ӗненнӗрен ӗненет. Пӗрле вӗренекенсене Библири чӑнлӑха ҫирӗплетсе паракан пӗр-ик шухӑша каласа парсан, ҫакӑ чӑнлӑха пӗлес текен ҫыншӑн ҫителӗклӗ пулма пултарать. (Колоссӑ 4:6 вуласа парӑр.)

ПӖЛЕС КӐМӐЛА АТАЛАНТАРӐР

14—16. а) Библири пӗр-пӗр кӗнеке ҫинчен сахал пӗлетӗр пулсан, ҫак кӗнекене лайӑхрах пӗлме сире мӗн пулӑшӗ? ӑ) 16-мӗш абзац вӗҫӗнче илсе панӑ сӑвӑ йӗркисем Амос кӗнекине лайӑхрах ӑнланма мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех «Библире ҫырса панӑ ҫынсене куҫ умне кӑларса тӑратӑр!» рамкӑна пӑхӑр.)

14 Калӑпӑр, ҫитес эрнере пухӑвӑн тӗлпулӑвӗнче эсир Библири пӗчӗк пророкла кӗнекесенчен пӗрне пӑхса тухатӑр, ӑна вара эсир лайӑхах пӗлместӗр. Ҫак кӗнекере пророк мӗн ҫинчен ҫырнине пӗлес кӑмӑла аталантарӑр. Ҫакна мӗнле тума пулать?

15 Чи малтан хӑвӑртан ыйтӑр: «Ҫак кӗнекене ҫырнӑ ҫын ҫинчен эпӗ мӗн пӗлетӗп? Вӑл кам пулнӑ, ӑҫта тата мӗн ӗҫ туса пурӑннӑ?» Ҫак пророк пирки ытларах пӗлсен эсир вӑл мӗншӗн ҫав е ку сӑмахсемпе тата тӗслӗхсемпе усӑ курнине ӑнланатӑр. Библие вуланӑ май кӗнекене ҫыракан мӗнле сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе усӑ курнинчен вӑл мӗнлерех ҫын пулнине курма тӑрӑшӑр.

16 Ҫак кӗнекене хӑҫан ҫырнине пӗлни те усӑ парать. Ҫакна тума йывӑрах мар. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» (выр.) Библи кӗнекисен таблицине уҫса пӑхӑр. Ҫавӑн пекех «Слово Бога в картах и схемах» брошюрӑра «Пророки и цари Иуды и Израиля» схемӑна та пӑхма пулать. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче пӑхса тухакан Библири кӗнеке пророкла кӗнеке пулнӑран ӑна ҫырнӑ чухне мӗнле лару-тӑру пулни ҫинчен пӗлни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Пророк ҫынсене мӗнле тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑлран тата ӗҫсенчен пӑрӑнма хавхалантарнӑ? Пророкпа пӗр вӑхӑтра кам-кам пурӑннӑ? Ҫав вӑхӑтри лару-тӑрӑва лайӑхрах ӑнланас тесе Библири урӑх кӗнекесене те пӑхма пулать. Сӑмахран, Амос пророк пурӑннӑ чухне пурнӑҫ мӗнлерех пулнине лайӑхрах пӗлмешкӗн Амос 1:1-мӗш сӑвӑ йӗркипе ҫыхӑнса тӑракан Патшасен тӑваттӑмӗш кӗнекинчи тата Ҫулсеренхи иккӗмӗш кӗнекинчи сӑвӑ йӗркисене пӑхӑр. Ҫавӑн пекех Осия пророкла каланисене те пӑхса тухма пулать, мӗншӗн тесен вӑл та Амоспа пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ пулас. Ҫакна туни сире Амос пурӑннӑ чухне лару-тӑру мӗнлерех пулнине лайӑхрах ӑнланма пулӑшӗ (4 Патш. 14:25—28; 2 Ҫулс. 26:1—15; Ос. 1:1—11; Ам. 1:1).

ВАК-ТӖВЕКСЕНЕ АСӐРХӐР

17, 18. Пӗлтерӗшлех мар пек туйӑнакан вак-тӗвексене асӑрхани хӑвӑр тӗллӗн Библие тӗпченине интереслӗрех тума мӗнле пулӑшать? Абзацра илсе панӑ тӗслӗхсемпе е хӑвӑрӑн тӗслӗхпе усӑ курса ӑнлантарса парӑр.

17 Ытларах та ытларах пӗлес шухӑшпа Библие вулани питӗ лайӑх. Сӑмахран, эсир Захария кӗнекинчи 12-мӗш сыпӑка вулатӑр тейӗпӗр, унта Мессия вилесси пирки пророкла каланӑ (Зах. 12:10). Ҫак сыпӑкри 12-мӗш сӑвӑ йӗркинче уншӑн «Нафан килӗн йӑхӗ» ӗсӗклесе йӗрӗ тенӗ. Хӑвӑрт малалла вуласа каяс вырӑнне чарӑнса тӑрса эсир хӑвӑртан ҫакӑн пек ыйтма пултаратӑр: «Нафан килӗн йӑхӗ тата Мессия пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑннӑ? Ҫакӑн пирки ӑҫтан нумайрах пӗлме пулать?» Вара эсир тӗпчеме пуҫлатӑр. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» (выр.) ҫак сӑвӑ йӗркинче «Нафан» сӑмахпа икӗ сӑвӑ йӗрки ҫыхӑннине кӑтартнӑ. Вӗсенчен пӗрремӗшӗ — 2 Патшасен 5:14-мӗш сӑвӑ йӗрки, унта Нафан вӑл Давидӑн ывӑлӗсенчен пӗри тесе ҫырнӑ. Тепӗр сӑвӑ йӗрки вӑл — Лука 3:31. Ҫак сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, Иисус Нафан ӑрӑвӗнчен — хӑйӗн амӑшӗн, Марийӑн, йӑхӗнчен — тухнӑ ҫын пулнӑ *. Ку вара интереслӗ! Пророкла калани тӑрӑх, Мессия Давидӑн йӑхӗнчи ҫын пулмаллине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ (Матф. 22:42). Анчах Давидӑн 20 ытла ывӑл пулнӑ-ҫке. Ҫавӑнпа та Захария калани, Иисус вилнишӗн Нафан килӗн йӑхӗ ӗсӗклесе йӗрӗ тесе калани, питӗ тӗлӗнтерет!

18 Тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Лука ҫырнӑ Евангелинче, пӗрремӗш сыпӑкра Гавриил ятлӑ ангел Марийӑна пулас ывӑлӗ пирки ҫапла каланӑ: «Вӑл аслӑ пулӗ, Ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе калӗҫ; Ҫӳлхуҫа Турӑ Ӑна Давидӑн, ашшӗнӗн, патша пуканне парӗ; Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Иаков йӑхӗн Патши пулӗ» (Лука 1:32, 33). Тен, эсир Гавриил каланӑ хыпарӑн пӗрремӗш пайӗнче, уйрӑмах Иисус пирки «Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ» тесе калани ҫинче, чарӑнса тӑтӑр. Анчах ангел Иисус патша пулса тӑрасси ҫинчен те пӗлтернӗ. Ҫак сӑмахсене илтсен Марийӑн мӗнле шухӑшсем ҫуралма пултарнӑ? Иисус Ирод вырӑнне е ун хыҫҫӑнхи патша вырӑнне патшана ларӗ тесе шутланӑ-и вӑл? Унӑн ҫакӑн пек шухӑш та ҫуралма пултарнӑ: «Иисус патша пулса тӑрсан, эпӗ патшан амӑшӗ пулса тӑрӑп, манӑн ҫемье вара патша керменӗнче пурӑнӗ». Анчах Библире Мария Гавриила ҫавӑн евӗрлӗ сӑмахсем каланӑ тесе ниҫта та ҫырман. Унсӑр пуҫне, Иаковпа тата Иоанпа танлаштарсан, Мария нихӑҫан та Турӑ Патшалӑхӗнче мана чаплӑ вырӑн парӑр тесе каламан (Матф. 20:20—23). Ҫакӑн пек вак-тӗвексем Мария хӑйне питӗ кӗҫӗне хуракан хӗрарӑм пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

19, 20. Иаков 1:22—25 тата 4:8-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Библие тӗпченӗ чухне пирӗн ҫавна мӗнле тӗллевпе тумалла?

19 Айтӑр ҫакна асра тытар: Турӑ Сӑмахне тата ӑна ӑнлантарса паракан публикацисене тӗпчессе те эпир Иеговӑпа ҫывӑхланас тесе тӗпчетпӗр — ку тӗп тӗллев. Ҫавӑн пекех эпир хамӑр мӗнлерех ҫынсем пулнине тата Турра савӑнтарас тесен пирӗн мӗнле улшӑнусем тумаллине пӗлесшӗн. (Иаков 1:22—25; 4:8 вуласа парӑр.) Тӗпчеме пуҫлас умӗн пирӗн кашнинче Иеговӑран кӗлӗре святой сывлӑш ыйтмалла. Мӗн вуланинчен май килнӗ таран нумайрах усӑ илме пулӑш тесе тата мӗнле улшӑнусем тумаллине курма пулӑш тесе Иеговӑна кӗлтумалла.

20 Псалом юрлакан Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракана ҫапла сӑнласа панӑ: «Вӑл пӗтӗм чунӗпе Турӑ саккунӗ енне ӑнтӑлать, кунӗн-ҫӗрӗн Унӑн саккунӗ ҫинчен шухӑшлать!.. Унӑн пурте ӑнса пырать» (Пс. 1:2, 3). Паллах, пирӗн пурин те ҫакӑн пек ҫын пулас килет!

88-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана

^ 5 абз. Уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑран Иегова пире пӑхмалли, вуламалли тата тӗпчемелли материал питӗ нумай парса тӑрать. Ҫак статья сире мӗн тӗпчемеллине суйласа илме тата тӗпченинчен май килнӗ таран нумайрах усӑ илес тесен мӗн тумаллине курма пулӑшӗ.

^ 62 абз. ӲКЕРЧӖК. Ашшӗпе амӑшӗ ачисене «Хурал башнинчи» статьяна сӳтсе явма мӗнле хатӗрленмеллине кӑтартаҫҫӗ.

^ 64 абз. ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван пирӗн публикацисенче Амос ҫинчен мӗн каланине тӗпчет. Вӑл пророк ҫинчен Библире вуланӑ тата шухӑшланӑ чухне мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратать.