Тӗп матералсем патне куҫӑр

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем килтен киле ҫӳресе ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ?

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем килтен киле ҫӳресе ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ?

 Иисус Христос хӑй хыҫҫӑн пыракансене каланӑ: «Пур халӑха та... Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр» (Матфей 28:19, 20). Вӑл малтанхи вӗренекенӗсене ырӑ хыпар сарма янӑ чухне ҫынсем патне килӗсене кайма хушнӑ (Матфей 10:7, 11—13). Иисус вилнӗ хыҫҫӑн та пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем «пӗтӗм халӑх умӗнче те, килсенче те» ырӑ хыпар калама пӑрахман (Апостолсен ӗҫӗсем 5:42; 20:20). Эпир пӗрремӗш ӗмӗрти христиансенчен тӗслӗх илетпӗр, ҫавӑнпа ырӑ хыпара килтен киле каласа ҫӳрени вӑл ҫак хыпара ҫынсене пӗлтермелли чи лайӑх меслет тесе шутлатпӑр.