Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем хӑйсем кӑна ҫӑлӑнса юлӗҫ тесе шутлаҫҫӗ-и?

Иегова Свидетелӗсем хӑйсем кӑна ҫӑлӑнса юлӗҫ тесе шутлаҫҫӗ-и?

 Ҫук, апла шутламастпӑр. Иртнӗ ӗмӗрсенче пурӑннӑ, Иегова Свидетелӗ пулман миллион-миллион ҫыннӑн та ҫӑлӑнма май пулӗ. Турӑ пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнче ҫитсен «вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ» тенӗ Библире (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15). Унсӑр пуҫне, халӗ пурӑнакан ҫынсенчен нумайӑшӗ, тен, Турӑшӑн ӗҫлеме пуҫлӗҫ те ҫӑлӑнса юлӗҫ. Кирек мӗнле пулсан та, кам ҫӑлӑнасси, кам ҫӑлӑнмасси пирӗнтен килмест. Ҫав йышӑнӑва Иисус Христос тӑвать (Иоанн 5:22, 27).