Тӗп матералсем патне куҫӑр

Шуйттан чӑнах та пур-и?

Шуйттан чӑнах та пур-и?

Библире мӗн каланӑ?

 Ҫапла, Шуйттан чӑнах та пур. Вӑл — «ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ», усалланса кайнӑ тата Турра хирӗҫ тӑракан ангел (Иоанн 14:30; Эфес 6:11, 12). Библире Шуйттана тӗрлӗ ятсем панӑ. Ҫак ятсем вӑл кам пулнине уҫса параҫҫӗ:

  •   Шуйттан, «хирӗҫ пыракан» тенине пӗлтерет (Иов 1:6).

  •   Дьявол, «элекҫӗ» тенине пӗлтерет (Ӳлӗмхи 12:9).

  •   Ҫӗлен, Библире хӑш-пӗр чухне ҫакӑ «суеҫӗ» тенине пӗлтерет (2 Коринф 11:3).

  •   «Сӑнакан, е илӗртекен» (Матфей 4:3).

  •   «Ултавҫӑ» (Иоанн 8:44).

Усаллӑх ҫеҫ мар

 Хӑш-пӗрисем Шуйттан вӑл ҫынсен ӑшӗнчи усаллӑх теҫҫӗ. Анчах Библире Турӑ Шуйттанпа калаҫнӑ тенӗ. Турӑ пӗр ҫитменлӗхсӗр, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн ӑшӗнчи усаллӑхпа калаҫма пултарайман (Саккуна астутарни 32:4; Иов 2:1—6). Ҫитменнине тата, Шуйттан Иисуса та илӗртнӗ, Иисус вара пӗр ҫылӑхсӑр (Матфей 4:8—10; 1 Иоанн 3:5). Апла пулсан, Библи Шуйттан чӑнах та пуррине тата вӑл усаллӑх ҫеҫ мар пулнине кӑтартса парать.

 Ҫынсенчен нумайӑшӗ Шуйттан чӑннипех пуррине ӗненмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Шуйттан хӑйӗн тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртес тесе ултавпа усӑ курать тенӗ Библире (2 Фессалоника 2:9, 10). Унӑн чи чее меслетӗсенчен пӗри акӑ ҫакӑ: вӑл хӑй чӑннипех пуррине ҫынсем ан ӗненчӗр тесе вӗсене улталать (2 Коринф 4:4).

Шуйттан ҫинчен калакан тӗрӗс мар шухӑшсем

  Тӗрӗс мар шухӑш: Люцифер — Шуйттанӑн ячӗсенчен пӗри.

 Факт: хӑш-пӗр Библисенче «Люцифер» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ «йӑлтӑртатакан» тенине пӗлтерет (Исаия 14:12). Ҫумри сӑвӑ йӗркисене пӑхсан, ҫак сӑмах Вавилон патшисене кӑтартса парать. Вӗсене вара мӑнкӑмӑллӑ пулнӑран Турӑ мӗскӗнлетнӗ (Исаия 14:4, 13—20). Библире Вавилон патшисен влаҫӗ чыссӑр вӗҫленни пирки мӑшкӑлласа калас тесе «йӑлтӑртатакан» текен сӑмахпа усӑ курнӑ.

  Тӗрӗс мар шухӑш: Шуйттан Турра ҫынсене суд тума пулӑшать.

 Факт: Шуйттан вӑл — Туррӑн тӑшманӗ, унӑн ӗҫлекенӗ мар. Шуйттан Турӑшӑн ӗҫлекенсене хирӗҫ тӑрать тата вӗсене суйса айӑплать (1 Петр 5:8; Ӳлӗмхи 12:10).