Тӗп матералсем патне куҫӑр

Мӗншӗн эпир пурӑнатпӑр?

Мӗншӗн эпир пурӑнатпӑр?

Библире мӗн каланӑ?

 Мӗншӗн эпир пурӑнатпӑр текен ыйтӑва тӗрлӗ майлӑ калама пулать, сӑмахран, ҫакӑн пек теме пулать: «Мӗншӗн эпир кунта?» е «Ман пурнӑҫӑн тӗллев пур-и?» Библире каланӑ тӑрӑх, пурӑнасса та пирӗн хамӑрпа Турӑ хушшинчи туслӑха аталантарас тесе пурӑнмалла. Айтӑр Библири хӑш-пӗр тӗп чӑнлӑхсене пӑхса тухар.

  •   Турӑ пире тунӑ. Библире ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне, пире Вӑл пултарнине... пӗлсе ҫитӗр» (Псалом 99:3; Ӳлӗмхи 4:11).

  •   Турӑ хӑй мӗн тунӑ, ҫавсем валли, ҫав шутрах пирӗн валли те, тӗллев палӑртса хунӑ (Исаия 45:18).

  •   Ҫынсен Турра пӗлес тата хӑйсем мӗншӗн пурӑннине пӗлес кӑмӑл пур, мӗншӗн тесен Турӑ вӗсене ҫавӑн пек тунӑ (Матфей 5:3). Турӑ ҫынсем хӑйсен ҫак кӑмӑлне ҫырлахтарччӑр тет (Псалом 144:16).

  •   Эпир Турра пӗлес кӑмӑла унпа хамӑр хушӑри туслӑха аталантарса пынипе ҫырлахтаратпӑр. Тен, хӑш-пӗрисем Турӑпа туслашма май ҫук тесе шутлаҫҫӗ, анчах та Библи пире ҫакна тума хавхалантарать: «Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ» (Иаков 4:8; 2:23).

  •   Туррӑн тусӗ пулас тесен вӑл пирӗн пирки мӗн шутласа хунипе килӗшӳллӗн пурӑнмалла. Вӑл мӗн шутласа хуни пирки Екклесиаст 12:13-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Турӑран хӑра, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑн: унта этеме кирли йӑлтах пур».

  •   Пуласлӑхра Турӑ пирӗн пирки мӗн шутласа хунине пӗтӗмпех пурнӑҫлӗ: вӑл пӗтӗм хӗн-асапа пӗтӗрӗ те хӑйӗн шанчӑклӑ тусӗсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗ (Псалом 36:10, 11).