Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хырӑм пӑрахни пирки Библире мӗн каланӑ?

Хырӑм пӑрахни пирки Библире мӗн каланӑ?

Библире мӗн каланӑ?

 Библире «аборт» тени, урӑхла каласан, хырӑм пӑрахтарни тени ҫук. Анчах та Библире Турӑ ҫын пурнӑҫӗ ҫине, ҫав шутрах, ҫуралман ачан пурнӑҫӗ ҫине мӗнле пӑхнине калакан сӑвӑ йӗркисем нумай.

 Пурнӑҫ вӑл — Турӑ панӑ парне (Пултарни 9:6; Псалом 35:10). Вӑл пурин пурнӑҫне те, ҫав шутрах, амӑшӗ варӗнчи ачан пурнӑҫне те хаклать. Ҫавӑнпа та кам пӗлсе тӑрсах ҫуралман ачан пурнӑҫне татать пулсан, ҫакӑ ҫын вӗлерниех шутланать.

 Турӑ Израиль халӑхне панӑ законра ҫапла каланӑ пулнӑ: «Ҫынсем ҫапӑҫнӑ чухне йывӑрланнӑ хӗрарӑма ҫапсассӑн, вӑл хырӑм пӑрахсассӑн, анчах урӑх сиен пулмасассӑн, ҫав арӑм упӑшки айӑплӑ ҫынран мӗнле тӳлев шырамалла тӑвать, ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле, ӑна ытти ҫынсем умӗнче памалла; эхер те сиен пулас пулсассӑн, чуншӑн чун пар» (Тухни 21:22, 23) a.

 Ҫын пурнӑҫӗ хӑҫан пуҫланать?

 Турӑшӑн ҫын пурнӑҫӗ хӗрарӑм йывӑр ҫын пулса тӑрсанах пуҫланать. Турӑ хӑйӗн Сӑмахӗнче, Библире, ҫуралман ача пирки ҫын тенӗ. Айтӑр хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар. Вӗсенче эпир ҫакна курӑпӑр: Турӑ ҫуралнӑ ачана амӑшӗ варӗнчи ачаран уйарса тӑмасть.

  •   Давид патша Турӑ пирки ҫапла каланӑ: «Санӑн куҫу манӑн чӗрӗ тӗввӗме курнӑ» (Псалом 138:16). Турӑ Давида ҫураличченех ҫын вырӑнне хунӑ.

  •   Иеремия пророк ҫураличченех Турӑ ун валли ятарлӑ ӗҫ палӑртса хунӑ. Турӑ ӑна каланӑ: «Эпӗ сана аннӳ варӗнче пултаричченех суйласа илтӗм, Эпӗ сана аннӳ ӑшӗнчен ҫураличченех уйӑрса илтӗм, сана халӑхсен пророкне лартрӑм» (Иеремия 1:5).

  •   Евангели ҫырнӑ Лука — вӑл вара тухтӑр пулнӑ — ҫуралман ачана тата тин кӑна ҫуралнӑ ачана сӑнласа панӑ чухне пӗр грек сӑмахӗпех усӑ курнӑ (Лука 1:41; 2:12, 16).

 Хырӑм пӑрахнӑ хӗрарӑма Турӑ каҫарӗ-ши?

 Хырӑм пӑрахнӑ хӗрарӑма Турӑ каҫарма пултарать. Ҫавӑн пек ҫын пурнӑҫ ҫине Турӑ пӑхнӑ пекех пӑхма пуҫларӗ пулсан, унӑн хӑйне пӗр вӗҫӗмсӗр айӑпласа ҫӳреме кирлӗ мар. Иегова b «ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ... […] тухӑҫ анӑҫран епле аякра, йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене Вӑл пирӗнтен ҫапла аякка сирчӗ» (Псалом 102:8—12). Кам унччен тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн, ҫав шутрах хырӑм пӑрахнӑшӑн, чунтан ӳкӗнет, ҫавсене пурне те Иегова каҫарать (Псалом 85:5).

 Амӑшӗн е ачин пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулсан, хырӑм пӑрахтармалла-и?

 Библире ҫуралман ачан пурнӑҫӗ ҫинчен мӗн каланине шута илсен, амӑшӗн е ачин сывлӑхне сиен тума пултаракан хӑрушлӑх пур тесе хырӑм пӑрахмалла мар.

 Ача ҫуратнӑ чухне пурнӑҫшӑн хӑрушӑ лару-тӑру сиксе тухсан, суйласа илме тивет — кама ҫӑлса хӑвармалла: амӑшне-и е ачине-и? Ҫавӑн чухне вара мӗн тумалла? Ун чухне камӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тӗлӗшрен кам яваплӑ, ҫавсен шутласа хумалла.

a Хӑш-пӗр Библи куҫарӑвӗсене пӑхсан, ҫак законра, тӗпрен илсен, ҫуралман ачан пурнӑҫӗ ҫинчен мар, амӑшӗн пурнӑҫӗ ҫинчен каланӑ пек туйӑнма пултарать. Анчах еврей текстӗнче амӑшӗн пурнӑҫӗ татӑлни ҫинчен ҫеҫ мар, ачин пурнаҫӗ татӑлни ҫинчен те каланӑ.

b Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова вӑл — чӑн Туррӑн ячӗ (Псалом 83:18, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару).