Тӗп матералсем патне куҫӑр

Библире парасси пирки мӗн каланӑ?

Библире парасси пирки мӗн каланӑ?

Библире мӗн каланӑ?

 Библи пире ыттисене мӗн те пулин панӑ чухне ҫавна хаваспах тата тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа тума хавхалантарать. Ҫакӑ илекеннине те, параканнине те савӑнӑҫ парать (Ытарӑшсем 11:25; Лука 6:38). Иисус Христос ҫапла каланӑ: «Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» (Апостолсен ӗҫӗсем 20:35).

 Мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пани Турра сӑвӑнтарать?

 Эпир хаваспах, хамӑр ирӗкпе пани Турра савӑнтарать. «Кашниех хӗрхенмесӗр, хӑйӗн ирӗкӗпе, чунтан-кӑмӑлтан патӑр, мӗншӗн тесен Турӑ савӑнса паракана юратать» (2 Коринф 9:7, Ҫӗнӗ Халал).

 Турра тӗрӗс пуҫҫапакансем парасса та чун-чӗререн параҫҫӗ (Иаков 1:27). Ыттисене хаваспах пулӑшакан ҫын Турра юрӑхлине тӑвать, Турӑ вара хӑй ҫав ҫынна парӑмлӑ тесе шутлать (Ытарӑшсем 19:17). Библире хаваспах паракан ҫынсене Турӑ пиллетех тенӗ (Лука 14:12—14).

 Мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пани Турра хурлантарать?

 Ҫын хӑйӗншӗн ҫеҫ шухӑшлать пулсан. Сӑмахран, вӑл:

 Ҫын мӗн парать, ҫавӑ ыттисене Турра юрӑхсӑр ӗҫсене е йӑласене тума хавхалантарать пулсан. Сӑмахран, ҫын укҫана азартлӑ вӑйӗсем выляса, чӗлӗм туртса, наркотикпе е эрехпе иртӗхсе пӗтерет пулсан, ӑна укҫа пани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ (1 Коринф 6:9, 10; 2 Коринф 7:1). Ҫын хӑйне пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илме пултарнӑ ҫӗртенех ӗҫлесшӗн мар пулсан, ӑна та укҫа-тенкӗпе пулӑшни йӑнӑш пулнӑ пулӗччӗ (2 Фессалоника 3:10).

 Ҫын хӑйне Турӑ шанса панӑ тивӗҫе тӑвасшӑн мар пулсан. Библире ҫемье пуҫӗн хӑйӗн килӗнчисемшӗн тӑрӑшмалла тесе каланӑ (1 Тимофей 5:8). Вӑл ҫемйинчен ытларах ыттисемшӗн тӑрӑшать пулсан, ҫапла вӑл хӑйне тӗрӗс мар тытать. Ҫавӑн пекех Иисус хӑйсен ватӑ ашшӗ-амӑшне пӑхасшӑн пулман ҫынсене сивленӗ. Вӗсем хӑйсене тӳрре кӑларас тесе хӑйсен укҫи-тенкине «Турӑ валли» уйӑрса хутӑмӑр тенӗ (Марк 7:9—13).