Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

92-МӖШ ЮРӐ

Санӑн ятупа лартнӑ ҫурт

Санӑн ятупа лартнӑ ҫурт

(1 Ҫулсеренхи 29:16)

  1. 1. Иегова, епле пысӑк савнӑҫ!

    Ҫурт лартрӑмӑр сан ятупа.

    Ӑна сан ятна мухтамашкӑн

    Паратпӑр тулли кӑмӑлпа.

    Эпир мӗн пама пултаратпӑр,

    Йӑлтах илнӗ сан аллунтан.

    Вӑя, вӑхӑта, пурлӑха та

    Сана халаллатпӑр чунтан.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс йышӑнсамччӗ ҫак ҫурта.

    Чыслатӑр вӑл сан ятна.

    Кунта сана ҫеҫ пуҫҫапма

    Халаллатпӑр халь ӑна.

  2. 2. Атте, ҫак ҫуртра ӑшӑ пиллӗн

    Мухтатпӑр пӗр харӑс сана.

    Санран вӗренмешкӗн кам килӗ,

    Вӗсем те ӳстерччӗр чапна.

    Тирпей ҫак ҫуртра упрамашкӑн

    Вӑй хурӑпӑр пурте пӗрле.

    Вӑл пулӑштӑр анлӑн сармашкӑн

    Патшалӑхӑн ыр хыпарне.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс йышӑнсамччӗ ҫак ҫурта.

    Чыслатӑр вӑл сан ятна.

    Кунта сана ҫеҫ пуҫҫапма

    Халаллатпӑр халь ӑна.

(Ҫавӑн пекех 3 Патш. 8:18, 27; 1 Ҫулс. 29:11—14; Ап. ӗҫ. 20:24 пӑхӑр.)