Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

62-МӖШ ЮРӐ

Ҫӗнӗ юрӑ

Ҫӗнӗ юрӑ

(Псалом 97)

  1. 1. Юрӑ юрласа Турра янравлӑн аслӑла.

    Турӑ — Ҫӗнтерӳҫӗ, эс ун ҫинчен кала.

    Ҫӑлӑнӑҫ пире вӑл пачӗ ҫирӗп аллипе,

    Тӗрӗслӗх кӑтартрӗ, суд турӗ тӳррипе.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс юрла,

    Эс ҫӗн юрра юрла!

    Мухтавла

    Иегова Патшана!

  2. 2. Савнӑҫлӑ юрла, мухта чӑн аслӑ Патшана.

    Ун ятне хавассӑн чунтан-вартан чысла.

    Турӑ умӗнче юрлаччӑр пурте пӗр саспа,

    Харӑссӑн янраччӑр кӗслепеле труба.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс юрла,

    Эс ҫӗн юрра юрла!

    Мухтавла

    Иегова Патшана!

  3. 3. Чыс Турра кӳрсе юрлаччӑр пӗтӗм ҫӗр ҫинче,

    Тинӗс те кӗрлетӗр Иегова умӗнче.

    Савӑнччӑр хирсем, пӗрле ал ҫупчӑр ҫырмасем,

    Чӑн Турра мухтаччӑр тусемпеле сӑртсем.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс юрла,

    Эс ҫӗн юрра юрла!

    Мухтавла

    Иегова Патшана!

(Ҫавӑн пекех Пс. 95:1; 149:1; Ис. 42:10 пӑхӑр.)