Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

34-МӖШ ЮРӐ

Эпӗ айӑпсӑр ҫӳрем

Эпӗ айӑпсӑр ҫӳрем

(Псалом 25)

  1. 1. Эй Туррӑм, тӳрӗ суд тусам мана —

    Ҫӳретӗп айӑпсӑр, шанса тӑрап сана.

    Эс пӗтӗмпех мана тӗрӗслесем,

    Чун-чӗреме тасат, мана эс пиллесем.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Хама илсен, иккӗленместӗп те:

    Эп ҫӳрӗп айӑпсӑр мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе.

  2. 2. Лармастӑп эп суеҫсемпе пӗрле,

    Нихҫан каяссӑм ҫук йӗркесӗр ҫынсемпе.

    Пурнӑҫӑма, тархасшӑн, ман Аттем,

    Усал ҫынсемпеле пӗрле ан пӗтерсем.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Хама илсен, иккӗленместӗп те:

    Эп ҫӳрӗп айӑпсӑр мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе.

  3. 3. Эп сан ҫуртна, Иегова, юратап,

    Сӑваплӑ ӗҫ тума мӗнпур вӑя хурап.

    Куллен-кунах янравлӑ сасӑпа

    Мухтав парни кӳрсе эп аслӑлӑп сана.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Хама илсен, иккӗленместӗп те:

    Эп ҫӳрӗп айӑпсӑр мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе.

(Ҫавӑн пекех Пс. 24:2 пӑхӑр.)