Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

23-МӖШ ЮРӐ

Иегова ертсе пырать

Иегова ертсе пырать

(Ӳлӗмхине 11:15)

  1. 1. Турӑ, Патшалӑх туса,

    Панӑ хӑват Христоса —

    Вӑл Сионра хунӑ хӑйӗн Чулне.

    Харӑс Турра мухтавлар,

    Пурте хавассӑн юрлар.

    Аслӑ пукан ҫине Вӑл лартнӑ Ывӑлне.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Турӑ Патшалӑхӗ мӗн парӗ?

    Чӑнлӑх вӑйне, ҫӗнтерӗвне.

    Турӑ Патшалӑхӗ мӗн парӗ?

    Ӗмӗр пӗтми чӑн телее.

    Пит юратнӑшӑн мухтавлӑр

    Ҫут тӗнченӗн Туррине.

  2. 2. Акӑ Христос — патшара,

    Армагеддон — ҫывӑхра.

    Йӗрӗ те юлмӗ Шуйттан тӗнчинчен.

    Анлӑн сарар ыр хыпар,

    Пур халӑха та калар:

    Турӑ енне халь тӑмалла йӑваш ҫынсен.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Турӑ Патшалӑхӗ мӗн парӗ?

    Чӑнлӑх вӑйне, ҫӗнтерӗвне.

    Турӑ Патшалӑхӗ мӗн парӗ?

    Ӗмӗр пӗтми чӑн телее.

    Пит юратнӑшӑн мухтавлӑр

    Ҫут тӗнченӗн Туррине.

  3. 3. Иаг Ывӑлне те мухтар,

    Ун умӗнче пуҫ таяр.

    Халь вӑл мухтавлӑ, хӑватлӑ патша.

    Кӗрӗр Иеговӑн храмне,

    Шырӑр Ун ырӑлӑхне.

    Кӗҫ Вӑл пурне те пӑхӑнтарӗ Христоса.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Турӑ Патшалӑхӗ мӗн парӗ?

    Чӑнлӑх вӑйне, ҫӗнтерӗвне.

    Турӑ Патшалӑхӗ мӗн парӗ?

    Ӗмӗр пӗтми чӑн телее.

    Пит юратнӑшӑн мухтавлӑр

    Ҫут тӗнченӗн Туррине.

(Ҫавӑн пекех 2 Патш. 7:22; Дан. 2:44; Ӳлӗм. 7:15 пӑхӑр.)