Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

148-МӖШ ЮРӐ

Иегова — пире Ҫӑлакан

Иегова — пире Ҫӑлакан

(2 Патшасен 22:1—8)

  1. 1. Иегова, чӗрӗ Турӑ, эсӗ чи асли.

    Хӑватлӑ ӗҫӳсем

    ҫӗрпе тӳпе тулли.

    Никам та танлашаймӗ

    сан чапупа, вӑйупа.

    Курӗ тӑшман ҫакна.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Иегова — хӑй халӑхне Ҫӑлаканӗ.

    Вӑл пирӗн тӗрек, хӑтарать, сыхлать пире.

    Унӑн чапӗ, ун ячӗ ҫинчен уҫҫӑн калар.

    Хӑрамасӑр, хастарлӑ пулса Турра мухтар.

  2. 2. Явса илесшӗн вилӗм танати мана.

    Иегова, йӑлӑнап,

    парсамччӗ сывлӑшна.

    Парсам вӑйпа хӑюлӑх.

    Мана, Аттем, эс илтсем,

    Манӑн хута кӗрсем.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Иегова — хӑй халӑхне Ҫӑлаканӗ.

    Вӑл пирӗн тӗрек, хӑтарать, сыхлать пире.

    Унӑн чапӗ, ун ячӗ ҫинчен уҫҫӑн калар.

    Хӑрамасӑр, хастарлӑ пулса Турра мухтар.

  3. 3. Сассу хӑватлӑн илтӗнӗ ҫӳл тӳперен —

    Пит савнӑпӑр эпир,

    чӗтренӗҫ тӑшмансем.

    Ун чух хӑв халӑхушӑн

    пулса тӑран Ҫӑлакан,

    Эсӗ асла тухан.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Иегова — хӑй халӑхне Ҫӑлаканӗ.

    Вӑл пирӗн тӗрек, хӑтарать, сыхлать пире.

    Унӑн чапӗ, ун ячӗ ҫинчен уҫҫӑн калар.

    Хӑрамасӑр, хастарлӑ пулса Турра мухтар.

(Ҫавӑн пекех Пс. 17:2, 3; 143:1, 2 пӑхӑр.)