Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

105-МӖШ ЮРӐ

Турӑ вӑл юрату

Турӑ вӑл юрату

(1 Иоанн 4:7, 8)

  1. 1. Пирӗн Турӑ — юрату вӑл.

    Юратма вӑл вӗрентет.

    Аттене те, ҫынсене те

    Юратма Христос чӗнет.

    Ҫакӑ вӑл — телей уҫҫийӗ,

    Пурнӑҫра ку чи кирли.

    Юрату нихҫан та пӗтмӗ,

    Ун хӑвачӗ иксӗлми.

  2. 2. Чӑн Турра та, чӑнлӑха та

    Вӗренетпӗр юратма.

    Йӑнӑшсассӑн, такӑнсассӑн

    Турӑ пулӑшӗ тӑма.

    Юрату таса та ырӑ,

    Ӑмсанмасть, тӳсет йӑлтах.

    Юратар пур тӑвана та

    Хытӑрах та хытӑрах.

  3. 3. Кӳренӳ ӑшра ан пултӑр.

    Хӗрхенер те каҫарар.

    Кӗлӗре чуна уҫар та

    Йӑлт Турра шанса парар.

    Турӑ евӗр юратмашкӑн

    Вӗренсе пырар унран.

    Чӑн Турра та, тӑвана та

    Юратар чунтан-вартан.