Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

46-мӗш юрӑ

Иегова — пирӗн Патша!

Иегова — пирӗн Патша!

(Псалом 96:1)

1. Савӑн, Иеговӑна мухта эс —

Пӗлтерет тӳпе ун сучӗсем ҫинчен.

Юрӑсем юрласа мухтар хамӑр Турра,

Шухӑшлар ун ӗҫӗсем ҫинчен.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Хӗпӗртентӗр тӳпе, савӑнтӑр пӗтӗм ҫӗр,

Патшара Иегова халь ларать.

Хӗпӗртентӗр тӳпе, савӑнтӑр пӗтӗм ҫӗр,

Патшара Иегова халь ларать.

2. Ун мухтавӗ ҫинчен куллен кун

Халӑхсем хушшинче пӗлтерсе тӑрар.

Вӗт Иегова — Патша, мухтава тивӗҫлӗ.

Эс пуҫна тай унӑн умӗнче.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Хӗпӗртентӗр тӳпе, савӑнтӑр пӗтӗм ҫӗр,

Патшара Иегова халь ларать.

Хӗпӗртентӗр тӳпе, савӑнтӑр пӗтӗм ҫӗр,

Патшара Иегова халь ларать.

3. Турӑ хӑй влаҫне йӗркеленӗ —

Вӑл хӑйӗн Ывӑлне лартнӑ патшана.

Намӑса юлччӑр пурте ҫынсен туррисем,

Вӗт Иегова ҫеҫ — Пултаракан.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Хӗпӗртентӗр тӳпе, савӑнтӑр пӗтӗм ҫӗр,

Патшара Иегова халь ларать.

Хӗпӗртентӗр тӳпе, савӑнтӑр пӗтӗм ҫӗр,

Патшара Иегова халь ларать.

(Ҫаксене те пӑх: 1 Лет. 16:9; Пс. 67:21; 96:6, 7.)