44-МӖШ СЫПӐК

Иисус ҫил-тӑвӑллӑ тинӗсе лӑплантарать

Иисус ҫил-тӑвӑллӑ тинӗсе лӑплантарать

МАТФЕЙ 8:18, 23—27 МАРК 4:35—41 ЛУКА 8:22—25

  • ИИСУС ГАЛИЛЕЯ ТИНӖСӖНЧЕ ТУХНӐ ҪИЛ-ТӐВӐЛА ЛӐПЛАНТАРАТЬ

Иисусӑн вӑрӑм та йывӑр кун пулнӑ. Каҫ пулсан, вӑл вӗренекенӗсене калать: «[Капернаум таврашӗнчен] тинӗс тепӗр енне каҫар-ха» (Марк 4:35, ҪХ).

Галилея тинӗсӗн тепӗр енчи, хӗвелтухӑҫ енчи, ҫыранӗ патӗнче герасениянсен тавралӑхӗ вырнаҫнӑ. Ҫав тавралӑх Вунхула текен ҫӗрӗн пайӗ шутланать. Вунхула ҫӗрне кӗрекен хуласем — унта нумай иудей пурӑнать пулин те — грек культурин центрӗсем.

Иисус Капернаумран кимӗпе ишсе кайнине асӑрхакансем те пулаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн ытти кимӗсем те тухаҫҫӗ, сахалтан та вӗсем ҫыран хӗрринчен тинӗселле ишсе каяҫҫӗ (Марк 4:36). Тепӗр ҫыран хӗррине ҫитме инҫех мар. Галилея тинӗсӗ вӑл — тӑварсӑр кӳлӗ, унӑн тӑршшӗ 20 ҫухрӑма яхӑн, сарлакӑшӗ вара 12 ҫухрӑм таран. Анчах ун пирки пӗчӗк кӳлӗ тесе калаймӑн.

Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулин те, кунӗпе сӑваплӑ ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн вӑл ывӑннине туять. Ҫавӑнпа, кимӗ тинӗселле ишсе кайсан, вӑл кимӗ хӳрине каять те унта пуҫӗ айне пуҫелӗк хурса выртать, вара ҫывӑрса каять.

Апостолсенчен хӑш-пӗрисем кимме питӗ лайӑх тытса пыма пултараҫҫӗ, анчах та ку хутӗнче вӗсене ҫӑмӑлах мар. Галилея тинӗсӗ тавралла тусем лараҫҫӗ, ҫавӑнпа шыв ҫийӗ час-часах лайӑх ӑшӑнать. Хутран-ситрен ту ҫинчи сивӗ сывлӑш аялалла анать те шыв ҫийӗнчи ӑшӑ сывлӑшпа тӗл пулать, ҫавна пула сасартӑк вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл ҫӗкленет. Халӗ шӑп ҫавӑн пек пулса тухать те. Кӗҫех хумсем кимме пырса ҫапма пуҫлаҫҫӗ. «Кимӗ ҫине шыв кӗре» пуҫланипе «вӗсем... хӑрушлӑха» лекеҫҫӗ (Лука 8:23). Иисус вӑранмасӑр ҫывӑрать!

Ҫав ӑста пулӑҫсем, тинӗсри ҫил-тӑвӑлпа пӗрре анчах мар тӗл пулнӑскерсем, кимме тытса чарас тесе тем пек тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах вӗсен ӗҫӗ ӑнмасть. Вилесрен хӑранипе вӗсем Иисуса вӑратаҫҫӗ те кӑшкӑраҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫамӑр! ҫӑлсам пире — пӗтетпӗр» (Матфей 8:25). Вӗренекенӗсем путса вилесрен хӑраҫҫӗ!

Иисус вӑрансан апостолсене калать: «Эй сахал ӗненекенсем, мӗншӗн эсир ҫав тӗрлӗ хӑравҫӑ?» (Матфей 8:26.) Унтан вӑл ҫилпе тинӗсе хушать: «Чарӑн, ан шавла» (Марк 4:39). Тӑвӑллӑ ҫил чарӑнать, тинӗс лӑпланать. (Ҫак тӗлӗнмелле пулӑм ҫинчен Маркпа Лука ҫырни тӑрӑх, малтан Иисус тӗлӗнмелле майпа ҫил-тӑвӑла лӑплантарать, унтан вӗренекенӗсен ӗненӳ ҫитсех каймасть тесе калать.)

Вӗренекенӗсем мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Тин кӑна вӗсен куҫӗ умӗнче ҫил-тӑвӑллӑ тинӗс пӗтӗмпех лӑпланать. Вӗренекенӗсем сехӗрленсе ӳкеҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне калаҫҫӗ: «Кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать». Вӗсем тинӗсӗн тепӗр енне йӗркеллех ҫитеҫҫӗ (Марк 4:41—5:1). Тен, тинӗсе тухнӑ ытти кимӗсем ҫил-тӑвӑл тухиччен каялла хӗвеланӑҫ енчи ҫыран патне таврӑнма ӗлкӗрнӗ.

Турӑ Ывӑлӗ ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене пӑхӑнтарма пултарнине пӗлни чӑнах та чуна йӑпатать! Вӑл хӑйӗн Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне унӑн пӗтӗм тимлӗхӗ ҫӗр ҫинче пулӗ, вара ҫынсем пурте хӑрушсӑрлӑхра пурӑнӗҫ, мӗншӗн тесен хӗн кӑтартакан ҫутҫанталӑк инкекӗсем урӑх пулмӗҫ!