Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

4-МӖШ ПАЙӖ

Иисус каярахпа Иудейӑра сӑваплӑ ӗҫе туни

«Вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Хӑйӗн анине ӗҫлекенсем ятӑр» (Лука 10:2).

Иисус каярахпа Иудейӑра сӑваплӑ ӗҫе туни

ҪАК УЙРӐМРА

66-МӖШ СЫПӐК

Иерусалимра Хӳшӗ уявӗнче

Иисуса итлекенсем мӗне пула ун ӑшӗнче шуйттан тесе шутлама пултарнӑ?

67-МӖШ СЫПӐК

«Никам та нихӑҫан та ҫав ҫын калаҫнӑ пек калаҫман»

Иудейсен аслӑ сучӗ Иисуса хирӗҫ пырать, анчах судӑн пӗр членӗ ун хутне кӗрет.

68-МӖШ СЫПӐК

Турӑ Ывӑлӗ — «тӗнче ҫути»

Иисус «чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ» тенӗ. Мӗнрен ирӗке кӑларӗ?

69-МӖШ СЫПӐК

Кам вӗсен ашшӗ: Авраам-и е Шуйттан-и?

Иисус Авраам ачисене мӗнле палласа илмелли, ҫавӑн пекех хӑйӗн Ашшӗ чӑннипе кам пулни ҫинчен калать.

70-МӖШ СЫПӐК

Иисус суккӑр ҫуралнӑ ҫынна сыватать

Вӗренекенӗсем пӗр ҫын пирки мӗншӗн вӑл суккӑр тесе ыйтаҫҫӗ. Вӑл ҫылӑха кӗнӗрен-и? Ашшӗ-амӑшӗ ҫылӑха кӗнӗрен-и? Иисус ӑна сыватсан, ҫавӑн ҫине ҫынсем тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ.

71-МӖШ СЫПӐК

Фарисейсем куракан пулнӑ ҫынна допрос тӑваҫҫӗ

Куракан пулнӑ ҫын каланӑ вырӑнлӑ шухӑш фарисейсене уртарса ярать. Унӑн ашшӗпе амӑшӗ мӗнрен хӑранӑ, фарисейсем ҫавна тӑваҫҫӗ: ӑна синагогӑран хӑваласа кӑларса яраҫҫӗ.

72-МӖШ СЫПӐК

Иисус 70 вӗренекене ырӑ хыпар сарма ярать

Иудейӑра Иисус 70 вӗренекене Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарма икшерӗн-икшерӗн ярать. Вӗсен ырӑ хыпара ӑҫта сармалла: синагогӑсенче-и е килтен киле-и?

73-МӖШ СЫПӐК

Самари ҫынни чӑннипе ҫывӑх ҫын пулнине кӑтартать

Ырӑ Самари ҫынни ҫинчен калакан ытарлӑха каласа панипе Иисус мӗн ҫинчен ӑса вӗрентет?

74-МӖШ СЫПӐК

Хӑналас тата кӗлтӑвас пирки панӑ канашсем

Марфӑпа Мария патне Иисус хӑнана килет. Хӑналасси пирки вӑл мӗн вӗрентет? Каярахпа вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлтӑвасси пирки мӗн вӗрентет?

75-МӖШ СЫПӐК

Иисус мӗн телей панине уҫса парать

Иисус хӑйне айӑплакансене Туррӑн «пӳрни», е вӑйӗ, ҫинчен тата вӗсем патне Турӑ Патшалӑхӗ мӗнле ҫитни ҫинчен калать. Вӑл ҫынсем чӑн-чӑн телей мӗнле тупма пултарни ҫинчен те каласа парать.

76-МӖШ СЫПӐК

Фарисей патӗнче кӑнтӑрлахи апатра

Иисус фарисейсемпе кӗнекеҫӗсен тӗнри икӗпитлӗхне тӑрӑ шыв ҫине кӑларать. Мӗншӗн вӗсем халӑх ҫине чӑтма ҫук йывӑр ҫӗклем хураҫҫӗ теме пулать?

77-МӖШ СЫПӐК

Иисус пуянлӑх пирки канаш парать

Унчченхинчен те пысӑкрах кӗлетсем туса лартнӑ пуян ҫын ҫинчен Иисус тӗслӗх илсе парать. Унтан Иисус пуянлӑхшӑн ҫунни мӗнле хӑрушлӑх кӳме пултарни пирки канаш парать.

78-МӖШ СЫПӐК

Шанчӑклӑ тарҫӑн хатӗр пулмалла!

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулччӑр тесе тӑрӑшать. Ҫав тӗлӗшрен шанчӑклӑ тарҫӑ мӗнле пулӑшма пултарать? Мӗншӗн хатӗр тӑмалла?

79-МӖШ СЫПӐК

Камсем пирки пӗтеҫҫӗ тенӗ?

Иисус хӑйне итлекенсене ӳкӗнмесен пӗтетӗр тесе калать. Вӗсем Иисус асӑрхаттарса каланине йышӑнӗҫ-ши тата Турӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӗҫ-ши?

80-МӖШ СЫПӐК

Ырӑ кӗтӳҫӗ тата сурӑх картисем

Иисус кӗтӳҫпе сурӑхсем ҫинчен каласа панӑ тӗслӗх вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине мӗнле пӑхнине питӗ лайӑх кӑтартса парать. Вӗсем унӑн вӗрентӗвӗсене йышӑнӗҫ-ши тата ун хыҫҫӑн кайӗҫ-ши?

81-МӖШ СЫПӐК

Иисуспа Ашшӗ пӗр тенине мӗнле ӑнланмалла?

Хӑш-пӗрисем Иисуса вӑл хӑйне Турӑпа тан тӑвать тесе айӑплаҫҫӗ. Ҫав суяна Иисус витӗмлӗ сӑлтавсемпе усӑ курса мӗнле сирсе ярать?