Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

 25-мӗш урок

Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене мӗншӗн тата мӗнле туса лартаҫҫӗ?

Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене мӗншӗн тата мӗнле туса лартаҫҫӗ?

Боливи

Нигери, малтан тата кайран

Таити

Пирӗн залсене Турӑ Патшалӑхӗн залӗсем теҫҫӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ — Библин тӗп вӗрентӗвӗ тата Иисус пӗлтернӗ хыпарӑн тӗп теми (Лука 8:1).

Чӑн Турра пуҫҫапмалли тӗп вырӑнсем. Турӑ Патшалӑхӗн залӗсенче ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелеҫҫӗ (Матфей 24:14). Ҫак залсем пӗр-пӗринчен пысӑкӑшӗпе тата илемлӗхӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ пулин те, вӗсем сӑпайлӑн курӑнса лараҫҫӗ. Час-часах пӗр залпа темиҫе пуху усӑ курать. Пирӗн пухусене ҫӳрекенсен шучӗ ӳссе пынӑ пирки юлашки ҫулсенче эпир вуншар пин ҫӗнӗ зал туса лартрӑмӑр — вӑтамран кашни кун пилӗк зал. Ҫавна тума пире мӗн пулӑшрӗ? (Матфей 19:26.)

Вӗсене Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене тума панӑ укҫа-тенкӗпе лартаҫҫӗ. Пухусем Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене лартма тата ҫӗнетме процентсӑр укҫа-тенкӗ илме пултарччӑр тесе ҫак укҫа-тенке филиала ярса параҫҫӗ.

Тӗрлӗ профессиллӗ доброволецсем тӳлевсӗр ӗҫлеҫҫӗ. Нумай ҫӗршывра Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене тӑвакан ушкӑнсем йӗркеленӗ. Тулли вӑхӑтпа ӗҫлекенсенчен тата вӑхӑтлӑха килнӗ доброволецсенчен тӑракан бригадӑсем хӑйсен ҫӗршывӗнче пӗр пухуран тепӗр пухӑва куҫса ҫӳреҫҫӗ. Ҫапла вӗсем ҫав вырӑнсенчи, ҫавӑн пекех аякри регионсенчи тӑвансене Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене туса лартма пулӑшаҫҫӗ. Урӑх ҫӗршывсенче Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене лартас тата юсас ӗҫе туса тӑма ҫак тӗлӗшрен опыт пухнӑ Свидетельсене лартаҫҫӗ. Зала туса лартма ытларах чухне ҫурт-йӗр тӑвас енпе опыт пухнӑ урӑх вырӑнтан килнӗ тӑвансем хутшӑнаҫҫӗ пулсан та, ӗҫӗн ытларах пайне вырӑнти пухури тӑвансем тӑваҫҫӗ. Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене туса лартни — чӑннипех те тӗлӗнмелле ӗҫ, ҫакӑ Иеговӑн святой сывлӑшӗ пулӑшнипе тата Унӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленипе пулса пырать (Псалом 126:1; Колоссӑ 3:23).

  • Пирӗн залсене мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗн залӗсем теҫҫӗ?

  • Пӗтӗм тӗнчипе Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене лартма пире мӗн пулӑшать?