Пурнӑҫра чи кирли мӗн?
16-МӖШ СЫПӐК
Пурнӑҫра чи кирли мӗн?
ПӖРРЕХИНЧЕ Иисус патне пӗр ҫын пынӑ. Вӑл Иисус питӗ ӑслӑ пулнине пӗлнӗ, ҫавӑнпа унран ыйтнӑ: «Вӗрентекен! манӑн тӑванӑма каласамччӗ, хамӑра юлнӑ пурлӑха мана та уйӑрса патӑр». Ҫав ҫын хӑй тӑванӗн хӑш-пӗр япалисене хӑйне валли илме юрать тесе шутланӑ.
Эсӗ Иисус вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, ӑна мӗн сӗннӗ пулӑттӑн? ~ Иисус ҫав ҫын мӗншӗн ҫапла ыйтнине пӗлнӗ. Сӑлтавӗ тӑванӑн япалисем ҫав ҫынна кирлинче пулман. Ҫав ҫын пурнӑҫра чи кирли мӗн пулнине ӑнланман.
Атя шухӑшласа пӑхар. Пирӗншӗн пурнӑҫра чи кирли мӗн пулмалла? Хитре теттесем-и, ҫӗнӗ тумтир-и е мӗнле те пулин урӑх япаласем? ~ Ҫук, ҫут тӗнчере тата та кирлӗреххи пур. Ҫакӑн ҫинчен Иисус вӗрентнӗ. Вӑл Турӑ ҫинчен маннӑ ҫын пирки тӗслӗх каласа панӑ. Санӑн пӗлес килет-и? ~
Ҫав ҫын питӗ пуян пулнӑ. Унӑн ҫӗр те, тырӑ кӗлечӗсем те пулнӑ. Унӑн ӗҫӗсем ӑнса пынӑ, хирӗнче тыр-пул вӑйлӑ ӳснӗ. Тырӑ питӗ нумай пулнӑран кӗлетсенче вырӑн та ҫитмен. Унӑн мӗн тумалла пулнӑ-ши? Вӑл «кӗлетӗмсене пӑсам та пысӑк кӗлетсем лартам, мӗнпур тыррӑма, мӗнпур пурлӑхӑма ҫавӑнта пуҫтарса хурам» тесе шухӑшланӑ.
Ҫав пуян ҫынна ҫакӑ тӗрӗс пек туйӑннӑ. Вӑл нумай пурлӑх пухни чӑннипех те ӑслӑ-тӑнлӑ тесе
шутланӑ. Вӑл каланӑ: «Эпӗ нумай пурлӑх пухрӑм! Ҫакӑ мана темиҫе ҫула та ҫитет. Халӗ канма та юрать. Эпӗ ӗҫӗп, ҫийӗп, савӑнӑп». Анчах ҫав пуян ҫын хӑш-пӗр енчен тӗрӗс мар шухӑшланӑ. Пӗлетӗн-и, хӑш енчен? ~ Вӑл пӗрмаях хӑй ҫинчен тата хӑйне мӗнпе килентересси ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ. Вӑл Турӑ ҫинчен пачах манса кайнӑ.Ҫавӑнпа Турӑ ҫав пуяна каланӑ: «Ӑссӑр ҫын! Эсӗ кӗҫӗрех вилӗн. Санӑн пӗтӗм пурлӑху вара кама юлӗ?» Ҫав ҫын хӑй пухнӑ пурлӑха хӑйпе пӗрле тупӑка илме пултарнӑ-и? ~ Ҫук, паллах! Вӑл вилсен унӑн ырлӑх-пурлӑхӗ урӑх ҫынна лекнӗ пулӗччӗ. Иисус каланӑ: «Хӑй валли ҫеҫ мул пуҫтараканӑн, анчах Турӑ умӗнче чухӑн ҫыннӑн ҫапла пулать» (Лука 12:13—21).
Санӑн ҫав пуян ҫын пек пулас килмест пулӗ, ҫапла вӗт? ~ Вӑл пурлӑх пухасси пирки ҫеҫ шухӑшланӑ. Унӑн йӑнӑшӗ ҫакӑ пулнӑ та ӗнтӗ. Ӑна пӗрмаях темӗн ҫитмен, вӑл ытларах та ытларах пурлӑх пухасшӑн ҫуннӑ. Анчах вӑл «Турӑ умӗнче чухӑн» пулнӑ.
Чылайӑшӗ ҫав пуян ҫын евӗрлӗ. Вӗсем яланах мӗн пуррипе ҫырлахмаҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ пысӑк йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитерме пултарать. Санӑн теттесем пур вӗт, ҫапла-и? ~ Мӗнлисем, калама пултаратӑн-и? ~ Тусусен мечӗк, пукане е урӑх мӗнле те пулин тетте пуррине куртӑн пулсан, санӑн вара ҫавӑн пеккисем ҫук пулсан, эсӗ мӗн тӑвӑн? Аҫу-аннӳне вӗсене туянма йӑлӑнни тӗрӗс пулать-и? ~
Малтанлӑха ҫав теттерен кирлӗреххи ҫут тӗнчере нимӗн те ҫук пек туйӑнма пултарать. Анчах та вӑхӑт иртсен ытларах чухне мӗн пулса иртет? ~ Тетте кивелет. Вӑл ҫӗмӗрӗлме пултарать, санӑн вара унпа урӑх выляс та килмӗ. Анчах санӑн теттесенчен те темӗн чухлӗ хаклӑраххи пур. Пӗлетӗн-и, мӗн вӑл ? ~
Ку санӑн пурнӑҫ. Пурнӑҫ питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен эсӗ унсӑрӑн нимӗн те тума пултараймастӑн. Анчах санӑн пурнӑҫу Турра итленинчен килет, килӗшетӗн-и? ~ Ҫавӑнпа та атя Турӑ ҫинчен манса кайнӑ ҫав ӑссӑр пуян пек пулас мар тесе тӑрӑшар.
Анчах та ачасем кӑна мар хӑйсене ҫав пуян пек тытаҫҫӗ. Аслисем те ҫавнашкалах тӑваҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем яланах
ытларах та ытларах пурлӑх пухма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен апат-ҫимӗҫӗ те, тумтирӗ те ҫителӗклӗ, пурӑнмалли вырӑнӗ те пур. Апла пулин те ҫакӑ вӗсене ҫитмест. Вӗсем тата ытларах тумтир илесшӗн, тата пысӑкрах ҫуртра пурӑнасшӑн. Ҫавна валли вара укҫа-тенкӗ сахал мар кирлӗ. Ҫавӑнпа вӗсен нумай ӗҫлеме тивет. Анчах та вӗсем мӗн чухлӗ нумайрах ӗҫлесе илеҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ нумайрах илесшӗн ҫунаҫҫӗ.Хӑшӗ-пӗрисем укҫа ӗҫлесе илес тесе нумай ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен хӑйсен ҫемйи валли те вӑхӑт юлмасть. Турӑ валли те вӑхӑт ҫук. Анчах та укҫа вӗсене хӑйсен пурнӑҫне упраса хӑварма пулӑшать-ши? ~ Ҫук, пулӑшмасть. Вилсен укҫа усӑ парать-и? ~ Ҫук, мӗншӗн тесен вилнисем ним тума та пултараймаҫҫӗ (Екклесиаст 9:5, 10).
Ҫакӑ укҫа пурри япӑх пулнине пӗлтерет-и? ~ Ҫук, пӗлтермест. Укҫапа апат-ҫимӗҫ те, тумтир те илме пулать. Библире укҫа-тенкӗ хӳтлӗх парать тенӗ (Екклесиаст 7:12). Анчах та эпир укҫана юратма тытӑнсан, пысӑк йывӑрлӑхсем пуҫланаҫҫӗ. Эпир ҫав ӑссӑр пуян евӗрлӗ пулса тӑратпӑр, вӑл хӑйне валли пурлӑх пухнӑ вӗт, Турӑ умӗнче вара чухӑн пулнӑ.
Турӑ умӗнче пуян пулни мӗне пӗлтерет? ~ Ҫакӑ Турра хамӑрӑн пурнӑҫра чи мала хумаллине пӗлтерет. Хӑшӗ-пӗрисем Турра ӗненетпӗр теҫҫӗ. Вӗсем Турӑ пуррине ӗненни те ҫителӗклӗ теҫҫӗ. Анчах та ҫакӑн пек ҫынсем Турӑ умӗнче пуян-и? ~ Ҫук, вӗсем Турра маннӑ пуянран нимӗнпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ.
Иисус хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗ ҫинчен нихӑҫан та манман. Вӑл нумай укҫа-тенкӗ пухма ӑнтӑлман. Унӑн япаласем те сахал пулнӑ. Иисус пурнӑҫра чи кирли мӗнне пӗлнӗ. Эсӗ пӗлетӗн-и, мӗн вӑл? ~ Чи кирли — Турӑ умӗнче пуян пуласси.
Кала-ха, Турӑ умӗнче пуян пулас тесен мӗн тумалла? ~ Пирӗн ӑна савӑнтаракан ӗҫсем тумалла. Иисус: «Эпӗ яланах Ӑна юрӑхлине тӑватӑп» — тенӗ (Иоанн 8:29). Эпир Турра юрӑхлӑ ӗҫсем туни Ӑна килӗшет. Кала-ха, эсӗ вара мӗн туса Турра савӑнтарма пултаратӑн? ~ Ҫапла, эсӗ Библи вулама, христиансен пухӑвӗсене ҫӳреме, Турра кӗлтума тата ыттисене ун ҫинчен пӗлме пулӑшма пултаратӑн. Акӑ мӗн чӑннипех те чи кирли шутланать.
Иисус Турӑ умӗнче пуян пулнӑ, ҫавӑнпа Иегова ӑна пулӑшса тӑнӑ. Вӑл Иисуса ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнеленӗ. Эпир Иисусран тӗслӗх илетпӗр пулсан, Иегова пире те юратӗ тата пирӗншӗн тӑрӑшӗ. Атя Иисусран тӗслӗх илер те нихӑҫан та Турра манса кайнӑ пуян пек пулар мар.
Библири ҫак сӑвӑ йӗркисем те ырлӑх-пурлӑх ҫине мӗнле пӑхмаллине кӑтартаҫҫӗ: Ытарӑшсем 23:4; 28:20; 1 Тимофей 6:6—10 тата Еврейсем 13:5.
[87-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ҫак ҫын мӗне ӑнланман?
[88-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ҫак пуян мӗн ҫинчен шухӑшланӑ?
[89-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Санӑн теттесенчен те хаклӑраххи мӗн пур?
[91-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Ҫак хӗрачан пурнӑҫӗнче чи кирли мӗн?