Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сӗнмелли майсем

Сӗнмелли майсем

ПӖРРЕМӖШ ХУТ КИЛНИ

Малтанхи сӑмахсем: Хальхи вӑхӑтра нумай ҫын эрех-сӑрапа иртӗхет. Сирӗн шутпа, эрех-сӑра чуншӑн эмел пекех теме пулать-и?

Сӑвӑ йӗрки: Ыт 23:31, 32

Малалла ҫапла калама пулать: Библире эрех-сӑрана ӗҫме юрамасть тесе каламан. Анчах унпа иртӗхни сиен кӳрет тесе каланӑ унта. Тепрехинче эпӗ сире нумай ҫынна эрех-сӑрапа иртӗхес йӑларан хӑтӑлма мӗн пулӑшни ҫинчен каласа пама пултаратӑп.

ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТӖР

Ыйту: Наука Библие хирӗҫлет-и?

Сӑвӑ йӗрки: Ис 40:22

Чӑнлӑх: Библи наукӑпа килӗшсе тӑрать.

ТЕПӖР ХУТ КИЛНИ

Малтанхи сӑмахсем: Иртнинче эпир сирӗнпе эрех-сӑрапа иртӗхни сиен кӳни ҫинчен калаҫнӑччӗ. Библире эрех-сӑрана ӗҫме юрамасть тесе каламан, анчах унта виҫине пӗлмелле тенӗ.

Сӑвӑ йӗрки: 1Тм 5:23

Малалла ҫапла калама пулать: «Кӑштах» тени вӑл ҫын хӑйне алра тытма тата хӑйӗн шухӑшӗсемпе сӑмахӗсене тытса чарма пултарнине пӗлтерет. Ытлашши ӗҫес мар тесен чаруллӑ пулмалла. Тепрехинче ҫак лайӑх ене аталантарма пулӑшакан Библири канашсене сӳтсе явма пултаратпӑр. Хальлӗхе эрех-сӑрана хӑҫан ӗҫмелле марри ҫинчен калакан статьяна парса хӑварӑп. [«Допустимо ли пить алкогольные напитки?» статьяна сӗнӗр.]

МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ

Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр